Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăнлăх çине куç хупмасăр пăхакан

Тутарстанри чăвашсен паллă сăвăçӗ, Раççейӗн тата Тутарстанăн сумлă вӗрентекенӗ, Тăхăрьялăн хастар таврапӗлӳçи Николай Трофимович Зимин çак эрнере 85 çул тултарчӗ.

Ачалăхӗпе çамрăклăхӗ аппăшӗсемпе йăмăкӗсен хушшинче иртни ăна пурнăç çине пуян юрă-сăвăпа çитӗнекен çамрăксен куçӗпе пăхма вӗрентнӗ. Тепӗр енчен, кӗçӗн йăхăн ачалла ăнланăвӗсен сӗмӗ хăпартланнă чунлă яш çынна Тăхăрьялăн сăмахлăх сӗткенӗпе пуянлатнă.

«Пире, тен, чăн та Турă çырнă
Чунпа ача пулса юлма», 
— тесе пӗлтерет çакна поэт. 

Кукамăш юмахӗсем те, ашшӗ-амăш юррисем те пӗр ӗç тунă — пурнăçа халăх ăнланăвӗ урлă йышăнма хăнăхтарнă. Унăн поэзийӗнче халăх сăмахлăхӗ анлă вырăн йышăннин сăлтавне эпӗ çакăнта куратăп. 

Николай Зимин ăнсăртран шăтса тухнă хунав мар, вăл, хăй умӗнчи сăмах ăстисем пекех, Тăхăрьял çӗрӗ çинче тымар ярса, çанталăк пăлхавӗсене пăхмасăр çитӗннӗ юман пек курăнса тăрать. Васкамасăр пурăнчӗ вăл. Тӗп ӗçӗ — çамрăк ăрăва пӗлӳ парассиччӗ, общество ӗçне хастар хутшăнни — иккӗмӗш вырăнта. Поэзи каçалăкӗнче, малта вăхăт нумай тесе, шухăшӗсене сăвва çавăрасси кайран кая юлса пычӗ. Чунӗнчи сăвăлăх кăвайчӗ, ачаллах тивсе кайнăскер, унран уйрăлмарӗ, тивӗçлӗ канăва тухсан тепӗр хут хӗмленсе кайрӗ. Темиçе çул ăшра капланса пынă шухăшсем сăвăсене куçрӗç. Кӗске вăхăтра икӗ сăвă кӗнеки кун çути курчӗ. Сăвă юратакансем вӗсене хăйсем калама пултараймасăр тарăхтаракан ыйтусем çине панă хуравсем пек йышăнчӗç. Ара, вӗсем хальхи пурнăç çинчен вӗт! Çак саманара вулакан çынна мӗн кирлине чухлани — пултарулăх палли мар-и? «Чун хавалӗ пур чух» тесе ят панă поэт нумай пулмасть тухнă кӗнекине. Ку çитӗнсе çитнӗ сăвăçă пурнăç çине епле пăхнине, ăçтан пăхнине систерекен тӗвӗ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсем кивелекеннисем мар, пирӗншӗн вӗсем ыран та ӗмӗр-ӗмӗр вулама. 

Зимин геройӗсем пирӗн çумра пурăнакан çынсемех. Вӗсемпе эпир куллен тӗл пулатпăр. Тымарне касса кăкланă çӗр ӗçчен йăхӗнчен тухнă хăрах ураллă граждан вăрçин ветеранӗ, пӗрлехи хуçалăха килӗштереймен кулак, виç ывăлӗ вăрçăра, икӗ хӗрӗ нушаллă пурнăçа тӳсеймесӗр вилнӗ хыççăн пӗр пӗччен пурăнакан Утамас мучи-и вăл («Чӗрери шăрпăксем»), колхоз саланса ӗçсӗр юлнă çӗнӗ чăваш — фермер, тракторист, шофер, комбайнер, хут çынни, ăнман ывăлӗнчен пулăшу кӗтсе илеймесӗр хиртех вилсе кайнă Çтаппан-и («Тӗпчӗк») тата ачаллах ачаш, ӗç çумне çыпăçмасăр ӳснӗ, хӗрӗх туслă, интернет урлă каччă тупса Мускава тухса кайнă Черкиз пасарӗнче çӳп-çап пухакан, Мускав çилӗнчен икӗ ача çуратса, яла кӳрсе янă пылпике Кӗтеруç-и («Пылпике») — хальхи пурнăçран илнӗрен вулакан ăсне тарăн кӗрсе юлаççӗ. Çавăн пек шалтан пӗлсе калăпланă тӗслӗхсем паянхи чăваш поэзийӗнче те курăнмаççӗ. Ку енчен илсен, Зимин — çӗнетӳçӗ. 

Чăнлăх çине куç хупмасăр пăхакан, ытти çыравçăсем хыççăн кайса мар, хăйӗн чӗлхине тупса, сăвăсенче тăван сăмахăн хăватне чи çӳллӗ шая çӗклесе çыракансем паян питӗ сайра. Сăвă хайлама никӗс кирлӗ, чун шайӗнчи пуянлăх. Сăпка юррисемсӗр, мунча такмакӗсемсӗр, Çăварни алхасăвӗсемсӗр, вăйă, туй-çуй, кӗрхи чӳклев кӗллисене пӗлмесӗр çитӗннӗ ăруран чăваш сăвăçи тухасси иккӗленӳллӗ. Сăвă пӗлтерӗшне ăнланса йышăнакансен шучӗ те çулран çул чакса пырать. Çамрăксене хальхи технологисем илӗртеççӗ, цифра серепи, ют çӗршывсен сиенлӗ юхăмӗсен хумӗ интернет урлă чи тӗттӗм чăваш ялӗсене те çитрӗ. Тăван культурăна уяма пӗлмен çамрăксемшӗн ку чӗрӗ вилӗм. Сăвăçă çыннăн çав усаллăхсенче те ыррипе илеме тупма пӗлмелле. Çынсен чун тарăнăшне ӗмӗр-ӗмӗртен илемпе виçнӗ. Николай Зиминăн кашни сăввинче илем палăрать. Пирӗн асаттесем хăйсен вӗрентӗвӗсене кӗлӗ, пехил, пил урлă халăх патне çитернӗ. Паян кӗлӗсен тивӗçӗ сăвăсем çине куçнă тапхăрта, Н. Зимин пултарулăхӗ вулакансен ăнӗнче çӗнӗ тӗнче уçать. Çынсене сăмахпа тыткăнлама йывăр тапхăрта чăвашлăх сӳнсе пынине хирӗç тăрăшакансен элемӗ пек курăнать вăл. 

Н. Зимин ăса вырнаçман майсемпе чăн пурнăçран хайлав тӗнчине куçса ӗçлет. Сăвă йӗркисем, шыравсем, шалти туйăмсен аталанăвӗ витӗр тухаççӗ. Йӗри-таврара пулса иртекен лару-тăру та хăйӗн витӗмне кӳмесӗр хăвармасть. Шухăшсем сăвва çаврăнни — асамлă мешехе. Пулса çитнӗ сăвă çаврăнăшӗсем хăйсен çăмăллăхӗпе, янравлăхӗпе, килӗшӳлӗхӗпе, тасалăхӗпе пиçсе çитнӗ панулмине аса илтереççӗ. Вулакан умне поэт хатӗр тавар хурать. Ыйхăсăр ирттернӗ каçсем, хире-хирӗçлӗ шухăшсен серепи, пуç йӗри-тавра шухăшланисем поэт чӗринче ларса юлаççӗ:
«Çӗрӗпе памарӗ канăç сăвă,
Çӗрӗпе лăскарӗ чӗрене.
Сăвăçсен шăпи çапла чăрмавлă,
Хӗрхенмесӗр хăйне-хăй хӗнет».

Поэт уйăх çинчен аннă çын мар. Уйрăмах ял çынни. Унăн çемье, хуçалăх, кулленхи ӗç тата тем те пӗр. Пултарулăх ӗçӗ çавсене веçех сирсе ярса, çыракана урăхла тӗнче юсама хистет — поэзи тӗнчине. 

«Йӳçлӗ-тутлă пурнăçра
Кил нуши ялан пуçра», — 

пулнине поэт час-часах асăнни ытахальтен мар. Лирикăлла поэзи — хутшăнса пурăнакан çынсен ăстăвăмӗн пӗр пайӗ. Вăл сыпăкран сыпăка куçса пыракан ăрусен шухăшӗсене, туйăмӗсене палăртать. Тăхăрьял чăвашӗсен авалтан пуçласа паянхи куна çитнӗ пахалăхӗсем Зимин сăввинче çителӗклӗ. Тата вӗсем илем меслечӗсен законӗсене пăхăнса калăпланăскерсем.

«Чăвашăн авалтан пӗр парăм:
Кил-çурт хывса, йăмра лартса
Çемье туса йăха тăсма,
Сӳнме памасăр халăха», — 

тесе çырать поэт. Н. Зимин çак тӗллевсене пурнăçа кӗртекенсенчен пӗри. 

Николай Трофимович тăван халăха, Тăхăрьял çутçанталăкне, хальхи пурнăçăн чăнлăхне хăйне евӗр сăнласа хаклани — тава тивӗçлӗ ӗç. Çитес ăрусем сăвăçăн ӗçӗсене тивӗçпе хакласса шанас килет. 

Анатолий МАЛЫШЕВ, 
ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана