Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂННИ КУЛЬТУРĂРА УПРАНАТЬ

Апрелӗн 9-мӗшӗнче Хусанти «Чулпан» Культура центрӗнче Нурлат районӗн культура кунӗ иртрӗ

Республикăри хуласем хушшинче культура тӗп хулине тупса палăртасси кăçалччен пулманччӗ. 2023 çул Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ пулнипе çыхăнтараççӗ ку конкурса. Республикăри 45 муниципаллă район 2023 çулхи мартăн 31-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 24-мӗшӗччен Хусанти 13 площадкăра хăйсемпе паллаштараççӗ. Лениногорсксем пуçларӗç конкурса. Приз пӗрре кăна –  3000000 тенкӗ. Жюрире ТР Обществăлла палата тата Ресурс центрӗн ӗçченӗсем, экспертсем пулаççӗ. 

Иртнӗ вырсарникун Хусанти «Чулпан» Культура центрӗнче Нурлат районӗ культура кунне ирттерчӗ. Нумай наци çынни пурăнакан пысăк, пуян районăн культурипе паллашма питӗ кăсăк пулчӗ. Çак район яланах (хăйсем патӗнче мероприяти иртсен те, Хусана килсен те) тӗпрен илсен районта чăваш, тутар, вырăс çыннисем туслă пурăнни çине пусăм тăвать. Сăмахпа çеç мар, ӗçӗпе те çакнах çирӗплетет.

Анлă фойере хăнасене хапăл туса кӗтсе илеççӗ. Олеся Илифанова ертсе пыракан «Çăлкуç» чăваш фольклор халăх ансамблӗ алăк умӗнченех хитре юрăсемпе кăмăла çӗклет. Вăрăм сӗтел çине ури авăнмалăх апат- çимӗç лартса тултарнă. Чăваш, вырăс, тутар халăхӗсен ӗçме-çими пӗр халăх апачӗ пек юнашар ларать. Кунтах хуçисем наци тумӗсемпе. Кашни хăйсен апачӗ çинчен каласа парать, тутанса пăхма сӗнет, шел, сутмалăхах илсе килмен. 

Нурлат районӗн тата хулин историйӗпе паллаштаракан кӗтес те пур. Кукша пуç курăкӗн палăкӗ те пур иккен Нурлатра. Вăл кукша пуç курăкӗн «парашючӗсем» пек таврана ырă сарăлнине ытарлăн кăтартать. 

Хирӗçех стена çинче районтан тухнă паллă çынсен портречӗсем, вӗсемпе паллаштарса çырни. Паян республикăра кăна мар, пӗтӗм тутар хушшинче паллă Фирдус Тямаев юрăç та ку районтан тухнă.  Юнашарах район историйӗнчи экспонатсем. Кунта эпир чăваш хӗрарăмӗн патша вăхăтӗнчи тенкӗсенчен хатӗрленӗ кăкăр умне çыхмалли (нагрудник) асăрхарăмăр. Киклӗпуç ялӗнчи Раиса Абрамован иккен вăл. Асламăшӗнчен упранса юлнăскер. 1930-мӗш çулсенче раскулачить тунă чух сăмавар мăрйи ăшне пытарса хăварнă  çак тупрана. Хушпăвӗ те пур Раиса Викторовнăн, анчах 7-8 килограмм таяканскерне Хусана илсе килмен. Тӗлӗнмелле ӗлккен курăнать ытти япаласен умӗнче. Раиса Викторовна Хусанта пурăнакан хӗрпӗрчисене масмак çыхма вӗрентрӗ. Хӗрачасем тăрăшса хăю çумне тенкӗ çӗленине  кăмăллăн пăхса тăчӗ ашшӗ-амăшӗ.

Çак кӗтес çумӗнчех капăр алă ӗçӗсене кăтартакан сӗтелсем. Юрий Тимофеев йывăçран касса эрешлесе кил хуçалăхӗнче кирлӗ хатӗрсем ăсталанă. Тетте пек хитре. Кашнин çинчен тӗплӗн каласа пама хатӗр ăста. Чăлха-нуски çыхакан, çăм арлакан аппасем те юнашарах. Юлашки икӗ çул авалтан пыракан алă ӗçӗ тата ытларах вăй илчӗ. 

Вăтам Хăмăшлăри Мария Геннадьевна Гаврилова сӗтелӗ çинче пуканесем йышлă. Чылай çул шкулта ӗç урокӗсене илсе пынăскер, 15 çул каялла пуканесем хатӗрлеме тытăннă. Питӗ кăсăклантаракан ӗç. Наци тумне тăхăннисем те пур кунта, усал-тӗселтен сыхлаканнисем те. Чăваш тумӗллӗ пуканесене парнелӗх пама çӗлеттереççӗ иккен. 

Усал вăйсенчен сыхлаканнисен куçӗсем çук. Çапла кирлӗ тет. Пукане куçӗ витӗр усал кӗрет имӗш. Пуканине çыннин кӗпе аркинчен, йӗппе-çиппе усă курмасăр хатӗрлеççӗ. Çакна çывăх тăванӗсен тумалла пулнă – вӗсем хатӗрленӗ пукане хӗрупраçа чăннипех хӳтӗленӗ. 

М.Гаврилова пуканесемпе Хусана çеç мар, самай аякка кайса курнă – Волгоградра, Самарăра иртнӗ халăх культурин уявӗсене хутшăннă. 

13 çулти София мăнукӗ те  пукане тума хăнăхнă, пӗрле ӗçлеме интереслӗрех те, хаваслăрах та. 

Киклӗ тутар ялӗнчи Культура çуртӗнчен хăва хуллисемпех пуçтарăнса килнӗ. Рахима Бобакулова 8 çул тивӗçлӗ канурисем валли кружок йӗркелесе ертсе пырать. Халь унта 15 çын çӳрет. Çулталăк вăхăтне кура ӗçӗ те улшăнса пырать. Хура кӗркунне хулă авса тӗрлӗ карçинккасем çыхма пуçлаççӗ. Сӗтел çине лартма, парнелӗх пама илемлӗ савăтсем ăсталаççӗ. Хуллине те хăйсем пуçтараççӗ, вӗри шывра тытса хупписенчен тасатаççӗ. Хуппипе чей хатӗрлесен те сывлăхшăн усăллă иккен, вӗри шывра пӗçерсе ура чиксе ларни шăнăр туртнине те ирттерет. Хӗл вӗçленсен, йывăç-курăк сӗткенпе тулсан аппасем урăх ӗç çине куçаççӗ – декупаж, витраж тата ытти ӗçе те хаваспах тăваççӗ. Шăкăл-шăкăл калаçса кун иртни те сисӗнмест. Ӗçӗ те пулать.

Мамăк ялӗнчи клуб ӗçченӗ Анна Дугина режиссер Дымка теттисем тăвассипе тӗрлӗ çулсенчи ачасемпе ӗçлет. Халӗ чи кӗçӗнни 5 çулта, чи асли 9-мӗш класра вӗренет. Тăм шăхличсем туса хăйне килӗшнӗ тӗссемпе ӳкересси кăсăклантарать шăпăрлансене. Халӗ мамăксен тăм савăт тумалли стан та пур, нумай пулмасть республика шайӗнче иртнӗ конкурсра сертификата тивӗçнӗ. Унпа кăмака туянни çинчен савăнса каласа пачӗ Анна Викторовна.

Концерт умӗн Нурлат муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗпе Оксана Генадиевна Терентьевăпа тӗл пултăмăр. Нурлатсем ăмăртăва мӗнле кăмăлпа килни интереслентерчӗ пире. 

– Конкурс хумхантарать, паллах.  Анчах çӗнтерес шанăç пысăк. Мӗншӗн тесен пирӗн район çăкăр-тăварпа пуян, çыннисем ырă, пултаруллă. Нурлат тăрăхӗнче пурăнакан вырăссен, чăвашсен, тутарсен кашни халăхăн культури курăнать çакăнта. Пирӗн пӗр халăха пӳлсе теприне мала кăларас йăла çук, пурин те пӗр пек шанăç, туслă пурăнатпăр. Паян районта çуралса ӳссе Хусанта пурăнакансем килсех тăраççӗ. Çакă савăнтарать. Эпир маларах социаллă сетьсенче Хусана килесси çинчен пӗлтернӗччӗ. Ку ентешсене пуçтарăнма пулăшрӗ теес килет, – терӗ Оксана Генадиевна.  

Районăн искусство ӗçченӗсен концерчӗ умӗн Нурлат муниципаллă район пуçлăхӗ Алмаз Салимович Ахметшин тата ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова сцена çине тухрӗç. Юлия Ильдаровна мероприятие йӗркелекенсене, культура ӗçченӗсене тав турӗ. «Культурăра ырă енсене курма, тупма пулать», – терӗ вăл салам сăмахӗнче. 

Алмаз Салимович ентешӗсене саламларӗ. Районти халăхсен туслăхӗ çинчен, нурлатсен çитӗнӗвӗсем çинчен каларӗ. Районта иртекен мероприятисем яланах виçӗ чӗлхепе пынине палăртрӗ. 2020 çултах район Хусанта культура кунне ирттересшӗн пулнă иккен, анчах ун чух пандеми чăрмантарнă. Халӗ шутланине пурнăçлама май килнӗшӗн йӗркелӳçӗсене тав турӗ. Тата А.Ахметшин Ю.Адгамовăпа килӗшнине палăртрӗ: «Эпӗ строитель, пӗлетӗп, эпир паян тăвакан ӗçсем, ӗмӗрсем иртсен манăçаççӗ. Культура çитӗнӗвӗсем çеç ӗмӗрлӗхе юлаççӗ. Аса илӗр-ха Авалхи Грецие, Египета. Мӗн юлнă çав çӗршывсенчен? Искусство палăкӗсем». Пултарулăх ушкăнӗсене, сцена çине тухакансене ăнăçу сунчӗ.

Район концерт программине те питӗ тăрăшса хатӗрлени пӗрремӗш номертен – ачасен халăх инструменчӗсен оркестрӗнченех курăнчӗ. Артист хыççăн артист, ансамбль хыççăн ансамбль. Юрăсем ташăсене ылмаштараççӗ, тӗрлӗ халăх юрри-ташши. Артистсен тумӗсем пӗринчен тепри хитререх. Тулли кăмăлпа саланчӗç концерт хыççăн нурлатсен Хусанти ентешӗсем.

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА. 

«Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев