Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çарăмсансен хăйсен суханӗ

Августăн 10-мӗшӗнче Çарăмсан районӗ «Луковая долина» регионсен хушшинчи фестиваль ирттерчӗ. Пурне те сухан шӳрпипе тата чи пысăк сухан кукăлӗпе (диаметрӗ 1,5 метр) хăналарӗç.

Уява Çарăмсан район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи И.М Замалетдинов уçрӗ. Пухăннисене çаплах ТР Культура министерствин представителӗ Г. Н. Фаизова, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗ çумӗнчи «Тутар çемйи» Пӗтӗм Раççей фончӗн ертӳçи М. Х. Гайфуллина, ТР ЧНКА Председателӗн пӗрремӗш çумӗ К. А. Малышев саламларӗç.«Тутар çемйи» Пӗтӗм Раççей фончӗн ертӳçи М. Х. Гайфуллина районти тӗслӗхлӗ 4 çемьене Дипломпа чысларӗ.

Кашни кил-çуртра куллен усă куракан сухана темшӗн тивӗçлипе хакласси йăлара мар пирӗн. Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен кухнинче те пит анлах сарăлман вăл, кашни пахчарах ӳсет пулин те. Эпӗ, тӗслӗхрен, паянхи кунччен те Атăлçи тăрăхӗнче сухан ăстисем чăвашенсем кăна тесе пурăннă, апла мар иккен. Тутарстан пахчаçисем те ӗлӗкренех ку енӗпе палăрнă. Çарăмсан районӗн паянхи кунчченех упраннă хăйӗн сорчӗ те пур. Ăна ку тăрăхра кашни пахчарах ӳстереççӗ. Ытти сортсенчен вăл ӗне куçӗ евӗр тăрăхла формипе, яшкана пӗрре ямалăх кăна пысăкăшӗпе, кăшт йӳçекрех сӗткенлӗхӗпе тата çуркуннеччен çӗрмесӗр лайăх упраннипе уйрăлса тăрать. Район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн ертӳçи Наталья Васильевна Иляева сăмахӗсемпе, 1980 çулсенче республикăри пысăк лавккасемпе ресторансене суханпа Çарăмсан районӗ тивӗçтерсе тăнă. Кашни харпăр хуçалăх заготконторăна ун чух 8-11-шер тонна сухан ӳстерсе панă. «Районăн бренчӗ вăл, пирӗн сухана Раççейӗпех пӗлнӗ. Халӗ эпир çак бренда çӗнӗрен чӗртесшӗн. Кун йышши фестиваль йӗркелес шухăш пирӗн кăçал кăна çуралман. Пӗлтӗр пуçласа пӗрремӗш хут „Наследие веков“ мероприяти шайӗнче ирттертӗмӗр ăна. Кăçал акă анлăрах сарса „Луковая долина“ ятпа ятарлă фестиваль йӗркелерӗмӗр. Пирӗн пата пултарулăх ушкăнӗсем Тутарстанăн 13 районӗнчен, кӳршӗллӗ Пушкăртстанпа Самара облаçӗнчен килчӗç. Географи çулран çул анлăланасса шанатпăр», — терӗ Наталья Васильевна фестивалӗн планӗсем пысăккине, ăна чăвашсен Уявӗ шайнех çитерме ӗмӗтленнине палăртса. 

Кун пек тумашкăн вӗсен килес çулах май пуласса хытă шанаççӗ вӗсем. Мӗншӗн тесен ТР Культура министерствинчен килнӗ Гузель Фаизова «Луковая долина» фестивале Çарăмсанра çирӗплетнине, ăна республикăри этнофестивальсен шутне кӗртнине каларӗ. РФ Президенчӗн культура пуçарăвӗсен грант конкурсне çак проектпа хутшăнассине пӗлтерчӗ.

Сухан фестивалӗн тӗп сăнарӗ, паллах, суханччӗ. Прологăн театрализациленӗ представленийӗнче районта пурăнакан тутар, вырăс, чăваш тата мăкшă хӗрарăмӗсем (мӗн тесен те сухана ӳстерме хӗрарăм алли кирлӗ) пурте туслăн сухан лартса ӳстернине кăтартрӗç. Фестивалӗн программи чăнах та анлăччӗ: фольклор ушкăнӗсен пултарулăхӗ, халăхăн авалхи йăлисем тата сухан ӳстерекенсен «лукодельница» конкурсӗ.

 Вырăс, чăваш, тутар тата мăкшă наци тумӗсем тăхăннă хӗрарăмсемпе арçынсем сцена çинчен кашни хăй культурипе паллаштарчӗ пулсан та вӗсене пурне те мӗн ачаран паллă сухан культури пӗрлештерчӗ. Наци çурчӗсен стенисене сухан тӗркисем, урайне сухан тултарнă карçинккасем, сӗтелне суханран хатӗрленӗ апат-çимӗç илемлетрӗ. Çапла чысларӗç вӗсем çӗнӗ тухăçа.

 Вăтăр Юман Киреметре пурăнакан Маргарита Евлогиевна Рыбкина та акă мӗн ачаран сухан ӳстерет. Çак ăсталăха вăл амăшӗнченех вӗренсе юлнă. Сухан вăррине те, лартмалли вак суханне те хăйех хатӗрлет. Кăçал та çарăк-суханӗ таранах ăнса пулнă унăн. «Пирӗн пахчана пӗчӗк те, пысăк та тесе калаймастăн. 6-7 сотăйне тӗрлӗ сухан лартатпăр. Пирӗн районта ӗлӗкренех сухан ӳстернӗ. Çарăмсанăн хăйӗн сорчӗ, ячӗ çук унăн, район вăрлăхӗ кăна тетпӗр. Кăçал та сухан лайăх пулчӗ, çӗрекенни курăнмасть. Лартмастăп теп те каллех лартатăп, чун чăтмасть. Ачасем ялан: „Пӗр йăран та пӗр пахча“, — тесе кулаççӗ вара, — ăшшăн каласа пачӗ сухан ăсти. Сăмах май, унăн хӗрӗ Марина Анатольевна фестиваль валли ятарласа симӗс сухан ӳстерсе килнӗ.

Тӳрем вӗçӗнчи хире-хирӗçле лартнă икӗ пысăк кăмакаран тухакан тутлă шăршă вара таçтах сарăлчӗ. Çарăмсансем çав кун халăх валли хуранта сухан шӳрпи, тепӗр кăмакара темӗн пысăкăш кукăль пӗçерчӗç. Вӗсем пурте районти культура ӗçченӗсем. Чăвашсем симӗс сухан ӳстерессинче, вырăссемпе мăкшăсем шӳрпешӗн яваплăччӗ пулсан, кукăльшăн — тутарсем.

— Кукăле пиллӗкӗн пӗçеретпӗр, эпир пурте тӗрлӗ ялти Культура çурчӗн ӗçченӗсем. Ăшлăх валли килтен кашни 4-шар килограмм сухан ăшаласа килтӗмӗр. Унтан ун çине 30 çăмарта хушрăмăр. Кăмакара 40 минут пӗçермелле, — терӗ республикăри чи пысăк сухан кукăльне пӗçерекен ушкăна ертсе пыракан, Туйметкинăри Культура çурчӗн ертӳçи Ралия Шамилевна Бадретдинова.

Çарăмсансем пысăк кукăль пӗçерме çатмана Кукмор ăстисенчен заказ парса тутарнă.
— Çатмана пӗлтӗр кукморсенчен хăйсенчен илсе тăнăччӗ, кăçал заказпа хамăр валли туса пачӗç. Пирӗн çатма хулăнрах та лайăхрах пулса тухрӗ, — терӗ Ралия Шамилевна.

Хăнасене кӗтсе кăмака ăшши сӗвӗрӗлесрен, кукăль пиçсе ӗлкӗреймесрен шутсăр хытă пăшăрхансан та, çимӗçӗ ăнса пулчӗ, чӗлхене çăтса ямалла тутлă тата.
Кăмакара кукăль, хуранта яшка пиçнӗ вăхăтра икӗ сцена çинче те юрă-кӗвӗ савăнăçлă янăрарӗ, пӗр халăхăн пултарулăх ушкăнӗ теприне ылмаштарса кăна тăчӗ. Чăвашсем те пӗр сцена çинче ӗлӗкхи юрăсене юрларӗç, тепринче авалхи йăласене кăтартрӗç. Туй йăлинчи çамрăк арăма тухйине хывса сурпан çыхтарса хушпу тăхăнтартнă саманта тата ача çуралсан ят хурас йăласемпе паллаштарчӗç.

Тӳремӗн тепӗр енче вара йывăçран каскалассипе, тимӗр укçа тăвассипе мастер-классем иртрӗç. Кунтах контрактпа çар сужбине суйласа илессипе мобильлӗ ушкăн та ӗçлерӗ. Уява килнисем салтак пăттине тутанса пăхнисӗр пуçне автомата сӳтсе пуçтарса та пăхрӗç. Хусантанах килнӗ салтаксен тимлӗхӗнче пулчӗ ку ӗç. Паллах, çар тумӗллӗ каччăсем тавра ытларах арçын ачасем явăнчӗç, çапах хӗрсем те автомат пухса пăхрӗç.

Çав кун пӗлӗт йăтăнса аннăн йӗри-таврана хупăрласа хуп-хура тăрсан та Çарăмсан çине пӗр тумлам та ӳкмерӗ. Ырă йăлана сухан турри хăйех пилленӗ тейӗн çав. Питӗ ăшпиллӗ те кăмăллă иртрӗ уяв. Çарăмсан вăрлăхӗллӗ пулас шутлисене кăна пурне те ăнмарӗ, вăрлăх самантрах сутăнса пӗтрӗ. Тавар вăрах выртмасть-тӗк, эппин чăнах та аван.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество