Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çартан фронта

Василий Трифоновича паян та лайăх астăваççӗ-ха тавра ялта

Ман атте Василий Трифонович Марков 1918 çулхи. Февралӗн 28-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче çуралнă. 1939 çулта çара илнӗ ăна. Саратоври 2-мӗш танк училищин слушателӗ вăрçă пуçлансанах Тăван çӗршывăн хӳттине тăнă. 4-мӗш Украина фрончӗн 665, 535-мӗш артиллери полкӗсен Сиваш Хӗрлӗ Ялавлă 15-мӗш артиллери бригадин разведка уйрăмӗн командирӗ пулнă.

 

Атте Чăваш Çӗпрелӗнчи тулли мар шкултан вӗренсе тухнă çӗре çемйи колхоза кӗнӗ. Тӗрлӗ ӗçре ӗçленӗ атте малтан, унтан ялти вулав çуртне ертсе пынă. Вăл вăхăтра çӗршывӗпех халăха хутла вӗрентме тăрăшнă. Саплăкра та пуçламăш шкул çумӗнче хутла пӗлменнисен шкулне уçнă. Тӗпрен илсен, пуçламăш пӗлӳ илмен хӗрарăмсем вӗреннӗ унта. Вӗсене вӗрентекенсенчен пӗри Василий Трифонович Марков та пулнă. 

Вăрçа пӗрремӗш кунсенченех хутшăннă вăл пирӗн, 1942 çулхи декабрь уйăхӗнче сулахай хулӗнчен амансан госпитальте сипленнӗ те каллех çар ретне тăнă. 

665-мӗш полкăн летопиçӗнче вăл вăхăтра нумай салтак хăйне партипе çыхăнтарса коммунист хисеплӗ ята илме ăнтăлнине çырса хăварни пур. Ку сăмахсем Çӗнтерӗве туптанă пирӗн аттене те пырса тивнӗ. 1943 çулхине парти ретне тăнă вăл.

Вăрçă чарăнсан çарти харпăр йыша кӗскетсен те чи лайăх командирсене çартах хăварнă. Аттене, Василий Трифонович Маркова та акă час кăна киле яман-ха. Вăл 575-мӗш миномет полкӗн разведка уйрăмӗн командирӗ пулса службăрах юлнă. СССР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн 1946 çулхи мартăн 20-мӗшӗнче тухнă Указӗпе тин гварди аслă сержанта та демобилизациленӗ.

Тăван çӗршывăн Аслă вăр­çи вă­хăтӗнче паттăрлăх кă­тарт­нă­шăн Василий Трифонович Маркова Хӗрлӗ Çăлтăр (1625094 №) орденӗпе, икӗ хутчен «Хăюлăхшăн» (347715, 903667 №№) тата «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» (08221№), «Германие çӗнтернӗшӗн» (489264№) медальсемпе наградăланă. 

Çартан таврăнсан атте Ульяновск облаçӗнчи Çӗнӗ Улхаш хӗрӗпе Анна Львовна Долговăпа çемье çавăрнă. Вăрçăран таврăннă ӗнерхи командира колхоз яваплă ӗç шанса вăрлăх кӗлечӗн ертӳçине лартать. Вăл вăхăтра М.Калинин ячӗллӗ колхоз вăрлăх туса илекен хуçалăх шутланнă. Шăп кунта йӗркелӳçӗ пултарулăхӗ палăрнă та ун, çынсемпе ӗçлессинче çар опычӗ те пулăшнă пуль. 

1953 çулта ӗçлесе тăнă ху­шă­рах виçӗ çуллăх агрономи курсне «пиллӗк» паллăпа кăна вӗренсе III разрядлă «Ял хуçалăх мастерӗ» специальноçа алла илет. Пултарулăхне кура ял Совечӗн депутатне пӗрре мар суйлаççӗ ăна. Ялшăн тăрăшнипе ял Совечӗн председательне лартаççӗ. 

50-мӗш çулсен вӗçӗнче малтан хуçалăхсене, каярах ял Совечӗсене пӗрлештерме тытăннă, çак сăлтав­па Кивӗ Тăваньелпе Кивӗ Сатуркка ял Совечӗсене  Алешкин Саплăкрипе пӗрлештерсе пысăк ял Совечӗ туса хунă. Ертсе пыма пирӗн аттене суйланă.

Çак должноçра ӗçленӗ май ялти илемлӗ пултарулăха аталантарассипе те нумай ӗç тăвать, сăмахпа мар, ӗçпе. Хăй те концертсемпе постановкăсене харсăр хутшăнать, хальхи пек машинăпа мар, лашапа кӳршӗ ялсене çитсе халăха савăнтарать. 

Ватă ашшӗ-амăшне пăхма 14-ри шăллӗне Валерие хăварса çемье 1961 çулхине Ульяновск хули çумне пурăнма куçать. Автозаводăн хурал службине ӗçе выр­наçать атте. Çӗнӗ çӗрте пурнăçӗ йӗркеленсе кăна каять –  кӗтмен çӗртен хуйхă алăкран шаккать. 

1962 çулхи май уйăхӗн 1-мӗ­шӗнче атте аварие лексе вилет. Фашистсем çӗнтереймен, вăрçă вучӗ витӗр тухнă салтакăн пурнăçӗ çапла 44-рах татăлать. 42-ри мăшăрне пӗринчен тепри пӗчӗк 5 ачипе тăлăха хăварать. Кӗçӗнни ун чух 4-ра кăна пулнă-ха. Ачалăхӗ иртнӗ тăван Алешкин Саплăк ялне килсе пытараççӗ аттене.

Çав ăрури çынсем Василий Трифоновича паян та лайăх­ ас­­тăваççӗ-ха тавра ялта. Ырă кăмă­лӗшӗн, пулăшнăшăн тав тăваççӗ. Н.А.Кузнецовпа пӗрле лартнă кулăшла номерсене те манман. Питӗ ăста юрланă, сӗрме купăспа, мандолинăпа, балалайкăпа каланă вăл пирӗн. 

Ăçта кăна ӗçлеме, пурăнма тив­сен те авторитечӗ пысăк пулнă ун. Пӗрле вăрçă витӗр тухнă командирӗ, отставкăри гварди майор Г.Ш.Миначев (Аслă Çӗнтерӗвӗн 45 çулхи юбилейӗ тӗлне 665-мӗш полкăн «Сквозь огонь сражений» летопиçне çырса кăларнă) киле çыру та янă. Тӗрлӗ заданисене пурнăçланă хăюллă разведчик пурнăçран çапла ир уйрăлнăшăн чӗререн хурланса: «Хăюллă салтака Василий Трифоновича ӗмӗр мухтав!» – тенӗ. Çак сăмахсем ӗмӗрлӗхе юлччăр.

Василий Трифонович Марков ял Совечӗн председателӗнчен кайсан тепӗр 30 çултан çак должноçа мана, унăн аслă ывăлне Валерий Василь­евич Маркова, халăх суйласа ларт­рӗ. Хальхи хăйтытăмлăх управленийӗн кашни тапхăрне ирт­се çак ӗçре 18 çул ӗçленӗ хыççăн 2009 çулта тивӗçлӗ канăва тухрăм. 

Валерий МАРКОВ.

Çӗпрел районӗ,

Алешкин Саплăк.

Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев