Çав сăвва тепре вуласа пăхмасăр калама вӗренесчӗ те...
Вăрçă ветеранӗ Василий Пинерский 58 çул каялла çырнă сăвва вулаканăмăр ыйтнипе шыраса тупрăмăрах
Аван та сывă-и, «Сувар» ӗçченӗсем, хаçата тăвакансем?!
Ку çырăва эпӗ, Елена Федоровна Мулеева, çыратăп-ха. Эпир ку хаçата мӗн тухма пуçланăранпах çырăнса илсе вулатпăр.
Эпӗ 1948 çулта Аксу районӗнчи Çӗнӗ Аксу ялӗнче çуралнă. Вӗреннӗ, ӗçленӗ. 19 çула çитсен Федоровский поселокне качча кайрăм, халӗ çакăнта пурăнатăп. Кӗркунне 76 çул тултартăм. Çамрăк чухне клуба çӳреттӗмӗр – спектакльсем, концертсем лартнă çӗре хутшăннă. Пӗрре «Ялав» журналти сăвва вӗренсе сцена çинчен каласа панăччӗ. Вăл вăхăтра «Ялав», «Тăван Атăл» журналсем, чăвашла хаçатсем нумай çырăнса илеттӗмӗр. Ун чухне хам та çамрăк пулнă-ха.
Çав сăвва эпӗ 1966 çулта тухнă «Ялав» журналăн пӗр номерӗнче вуласа вӗреннӗ пек астăватăп. Авторне вара астумастăп. Çав сăввăн икӗ йӗркине кăна астăватăп, ыттисене, шел пулин те, маннă. Акă вӗсем:
Пахчара улмуççи çеçкеленчӗ,
Шурă шупăр пӗркенчӗ палан...
Эх, çав сăвва тепре вуласа пăхмасăр калама вӗренесчӗ те... Епле аван пулӗччӗ... Анчах та ăна тупма йывăр-тăр. Шанчăка çухатмасăр редакцие çырса пăхма шутларăм. Ялан аса килеççӗ çав сăвă йӗркисем. Тупма май килсен «Суварта» пичетлесен пит аван пулӗччӗ. Авторӗ кам-ши тата? Маншăн, ват çыншăн, «Ӗмӗтсен чăрăшӗ» пекех пулӗччӗ çак сăвва тупни...
Елена МУЛЕЕВА.
Аксу районӗ, Федоровский поселокӗ.
Редакцирен: Хисеплӗ Елена Федоровна! Пысăк тав сире «Сувар» хаçата 30 çул ытла çырăнса илсе вуланăшăн. Эпир, хаçат ӗçченӗсем, çакăн пек çырусем илсен питӗ савăнатпăр. Сирӗн пек шанчăклă вулакансем пурри тата та тăрăшарах ӗçлеме хавхалантарать пире.
Эсир ыйтнă сăвва тупма çăмăл пулмарӗ, анчах та Турă пулăшнипе, Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче ӗçлекен Ольга Тимофеева ăçта шырамаллине каланипе тупрăмăрах. Эсир çырура çырнă пек «Ялав» журналăн 1966 çулхи номерӗсене пăхса тухрăмăр. Анчах та икӗ хутчен тӗплӗн тишкерсен те çак сăвă йӗркисене тупса пулмарӗ. Тупасса шанмасăрах 1967 çулхи номерсене пăхма пуçларăмăр. Тăрăшни, пуçа усманни сая каймарӗ – февраль уйăхӗнче кун çути курнă номерте палланă йӗркесене курах кайрăмăр. Авторӗ Василий Пинерский.
Çак йӗркесен авторӗ пирки те кăштах пӗлме интереслӗ пуль сире. Василий Васильевич Васильев (Пинерский унăн псевдонимӗ пулмалла) Чăваш Енри Канаш районне кӗрекен Çӗнӗ Пинер ялӗнче çуралса ӳснӗ. 1925 çулхи. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ: фронтра пулеметчиксен взвочӗн командирӗ пулнă. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн ăна нумай орден-медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Василий Васильевич Канашри педагогика училищине пӗтернӗ, шкулта ачасене чăваш тата вырăс чӗлхисене вӗрентнӗ. 1946 çулта ун сăввисем пичет кăларăмӗсенче – «Пионер сасси», «Коммунизм ялавӗ» хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче – пичетленме пуçланă. Василий Пинерский сăмахпа питӗ пӗлсе усă курнă, унăн сăввисем шыв юххи пек вуланаççӗ. Ахальтен мар пуль пирӗн хисеплӗ вулаканăмăр Елена Мулеева 58 çул каялла чăваш журналӗнче вуласа килӗштернӗ сăвва халӗ те манаймасть. Эппин, вулăр чӗрене канăç паман йӗркесене, Елена Федоровна.
Таса юратушăн
Пахчара улмуççи çеçкеленчӗ,
Шурă шупăр пӗркенчӗ палан.
Хӗвел анчӗ, йăлтах тӗттӗмленчӗ,
Шухăшпа санпала эп ялан.
Пӗрле чух эпӗ, тен, сисеймерӗм,
Туяймарăм тавралăх сăнне.
Темшӗн-çке ăнланса илеймерӗм
Сан таса ӗмӗтӳн çепӗçне.
Тунсăхпа чăлханса эп ăсатрăм
Сана хамăн хапха умӗнчен.
Юлашки сăмахна эс каларăн:
– Аса илмӗп текех сан çинчен...
Иккӗн чух, тен, чăнах ăнланмарăм,
Сăнаймарăм пуль, тен, кăмăлтан.
Чӗрӳнти чăнлăха вулаймарăм
Пăхса санăн кăвак куçунтан.
Ак халь тин эп паян асăрхарăм
Мăшăр пурнăçăн чăн илемне.
Ӗненсем, пурпӗрех тупаймарăм,
Шыраса хам чӗрен айăпне.
Вăхăт иртӗ, татах çулла пулӗ,
Хӗвел тухӗ те анӗ татах.
Малтанхи юрату аса килӗ,
Куçусем, тен, шывланӗç кăштах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев