Литература фестивальне кăçал Порфирий Афанасьев поэт-прозаика халалларӗç
Чăваш культурин республика Уявӗ литература пайӗсӗр иртмест, çырулăхлă, илемлӗ сăмахлă халăхăн урăхла пулмаллла та мар. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ (председателӗ Ирина Трифонова) çак тӗллеве пилӗк çул ӗнтӗ литература фестивалӗ ирттерсе пурнăçлать. Тутарстанри кăна мар, ытти регионсенчи чăваш çыравçă-поэтсене пӗр сцена çине пухас пуçару шăпах унăн.
Çарăмсан районӗнче чăваш халăх поэчӗ Порфирий Васильевич Афанасьев поэт-прозаик çуралнине шута илсе литература фестивальне кăçал унăн пултарулăхне халалласа «Чăваш чунӗн лирикӗ» ят пачӗç. Шел, Порфирий Васильевич хăй пулса кураймарӗ фестивальте, кăçал февраль уйăхӗнче вăл пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Апла пулсан та чунӗ халăхпа пӗрле пулнăнах туйăнчӗ çав кун. Мероприятие Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗ Çарăмсанти тӗп библиотекăпа тата П.В. Афанасьевăн Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи музейӗпе пӗрле йӗркелерӗ. Фестивале хутшăнакансемпе Уяв хăнисен поэтăн хăй нумай-нумай сăвă шăрçаланă пичет машинипе, унăн кӗнекисемпе паллашма май пулчӗ.

Фестивале Союзăн председателӗ Ирина Трифонова пурне те ăшшăн саламласа уçрӗ. Хăй те поэт-лирикăн пӗр сăввине вуласа пачӗ. Икӗ районта харăсах Уяв, иккӗшӗнче те литература фестивалӗ иртнӗрен çыравçăсен пӗр пайӗ Сиктӗрмене кайнă пулсан та сцена çинче П.Афанасьевăн сăввисене вулакансем нумайăн пулчӗç. Вӗсем: Тутарстан çыравçисем – Маргаритта Литта, Андриян Григорьев, Владимир Кашкаров (Нурлат), Антонида Саушкина (Лениногорск), Наталья Клементьева (Çӗпрел), Егений Илюхин (Çарăмсан), Ирина Кузьмина (Хусан). Кӳршӗллӗ Ульяновск хулинчен Алена Алексеева (Аксупи), Пушкăртстанран Пелепей тăрăхӗнчен «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов ертсе килнӗ пысăк делегаци – Алексей Емельянов, Александр Егоров, Марина Яковлева, Нина Степанова-Лотос çыравçă-тусăмăрсем килсе çитрӗç. Сăвă каланисӗр пуçне вӗсем Порфирий Афанасьева аса илсе калаçрӗç, пурте аван пӗлнӗ ăна, палланă.

Фестивалӗн сцени çине çаплах 50 яхăн шкул ачи те тухрӗ. Вӗсем пурте апрель уйăхӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче иртнӗ «Афанасьев вулавӗ» наукăпа практика конференцийӗнче палăрнисем. Сăвă хыççăн сăвă вулани Порфирий Афанасьев лирикăн пултарулăхне халăх епле юратнине кăтартрӗ. Фестивале хутшăннисене пурне те йӗркелӳçӗсем Диплом, ачасене тата парнепе те, пачӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев