ЧĂВАШ ÇЫРАВÇИСЕМ ЛИТЕРАТУРА ПИКНИКНЕ ПУÇТАРĂНЧӖÇ
ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркеленнӗренпе кăçал 100 çул çитет
Чăваш наци библиотеки çумӗнче ӗçлекен «Варкăш» литература клубӗ çуллахи каникулта халь. Çапах та чăваш поэчӗсемпе прозаикӗсем алă усса лармаççӗ – вулакансемпе тӗл пулаççӗ, республика тулашӗнчи тата тăван енри мероприятисене хутшăнаççӗ. Чăваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркеленнӗренпе кăçал 100 çул çитнине çапларах хастар паллă тăваççӗ калем ăстисем. Çӗртме уйăхӗн 27-мӗшӗнче вӗсем Чăваш наци библиотекин картишӗнче литература пикникне пуçтарăнчӗç.
Тӳлек çанталăк, ешӗл те илемлӗ тавралăх хавхалантарнă чухне сăвă вуламасăр епле тӳсӗ поэт? Варкăшçăсем те кăмăлӗсене ирӗке ярса хайлавӗсене уççăн янраттарчӗç. Чăваш сăмахӗ таврана саланчӗ. Галина Матвеева хăйӗн сăввисемпе кăна мар, куçарăвӗсемпе те паллаштарчӗ – Андрей Растворцевпа Роберт Паль произведенийӗсене вырăсларан куçарнă вăл. Марина Карягина Евгений Евтушенкăна суйласа илнӗ. Вырăссен паллă поэчӗн йӗркисем чăвашла та сулмаклă, хăватлă илтӗнчӗç. Нина Пăрчăкан вара хăйӗн сăввисене хăйех вырăсла куçарать. Вăл пухăннисене юптару вуласа пачӗ. Хăйсен пултарулăхӗпе çавăн пекех Арсений Тарасов, Зоя Сывлăмпи, Светлана Асамат, Лидия Сарине, Раиса Воробьева, Мальвина Петрова, Ольга Австрийская савăнтарчӗç.
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Надежда Кириллова Митта Ваçлейӗн сăввине каларӗ, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ музей ертӳçи Антонина Андреева – Лидия Сариненне, Чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат – Юрий Айдашăнне, «Çамрăксен хаçачӗн» корреспонденчӗ Нина Царыгина прозаик – Ольга Австрийскаянне. Ăçта сăвă, унта – юрă. Светлана Асамат хӗтӗртнипе поэтсем кӗç юрă тăсса ячӗç. Светлана Васильевна, çавăн пекех Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Нина Пăрчăкан тата Антонина Андреева «Сас» пултарулăх ушкăнӗ йӗркеленӗ-мӗн. Надежда Кирилловăпа Арсений Тарасов та юрламасăр тӳсеймерӗç. Ӗçтешӗсем вӗсене тăвăллăн алă çупса тав турӗç.
Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова пурне те поэзи уявӗпе саламларӗ. «Эпӗ сăвă çырмастăп, çавăнпа паян хама урок вӗренсе килмен шкул ачи пек туятăп. Анчах поэтсен сăввисене киленсе итлерӗм. Кашнин пултарулăхӗ хăйне евӗрлӗ. Пӗрисем çепӗç лирикăпа чуна тыткăнлаççӗ, теприсем – хăюлăхӗпе. Чи пӗлтерӗшли – кашни хайлав хăйӗн вулаканне туптăр», – терӗ Ольга Леонидовна.
Тутлă апат-çимӗçсӗр мӗнле пикник пултăр-ха? Улма-çырлапа, кукăль-икерчӗпе, печени-канфетпа, техӗмлӗ чейпе сăйланнă май варкăшçăсем литература ыйтăвӗсене малалла сӳтсе яврӗç, плансене палăртрӗç.
Ольга ИВАНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев