Чăваш Ен Пуçлăхӗ регионра икӗ çын çӗпӗр язвине ертни çинчен пӗлтернӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Ен Пуçлăхӗ регионра икӗ çын çӗпӗр язвине ертни çинчен пӗлтернӗ

«Çынсен сывлăхне нимӗнле хăрушлăх та çукки пӗлтерӗшлӗ. Вӗсене госпитализациленӗ, кирлӗ пек сиплеççӗ. Пациентсен лару-тăрăвӗ вăтам йывăрлăхлă. Терапевтсен прогнозӗсем лайăх», – палăртнă Олег Николаев.

Ун сăмахӗсемпе, чирленӗ çынсемпе контактра пулнисем пурте сывă, вӗсем профилактика сиплевӗ илеççӗ, тухтăрсен тăтăш сăнавӗнче тăраççӗ.  
Тутарстанри Ветеринари служби пӗлтернӗ тăрăх, çӗпӗр язвине этем чӗрчунсемпе аш-какайран ертме пултарать: чирлӗ выльăха пăхнă чухне е пуснă вăхăтра, выльăх тирне тыткаланă вăхăтра, чирлӗ выльăхăн чӗрӗ ашне е пиçсе çитмен какайне çисен. 
Çак чире профилактикăлас тӗлӗшпе çулсерен выльăхсене вакцинацилеççӗ: мăйракаллă шултăра тата вӗтӗ выльăха, лашасене, сыснасене. Профилактика шутне туяннă выльăхсен 30 кунлăх карантинӗ, чирлӗ выльăхсене пуснă хыççăн какайне лаборатори меслечӗпе тӗрӗслесси те кӗреççӗ. Республикăра ял хуçалăх выльăхӗсене тата аш-какай продукцине санкцилемесӗр ан турттарччӗр тесе постсенче ветеринари инспекторӗсем дежурствăра тăраççӗ. 


Нет комментариев