Чăваш Енри Пайкилт ялӗнче Константин Иванова асăнса йывăç лартрӗç
Кăçал çу уйăхӗн 27-мӗшӗнче чăваш позийӗн классикӗ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитет. Пушкăртстанра Пелепей районӗнчи Слакпуç ялӗнче çут тӗнчене килнӗ поэт Чăваш Республикинче пурăнакан вулакансемшӗн яланах çывăх пулнă. Чылай çул унăн йăхӗ-тымарӗ Пушкăрт çӗрӗнченех тесе шутланă. Халӗ вара Канаш округӗнче пурăнакансем ăна ентеш тесе çирӗппӗнех калама пултараççӗ. Нумаях пулмасть тӗпчевçӗсем Константин Васильевичăн мăн аслашшӗ – Кашкăр – Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнчен пулнине тӗпчесе палăртнă.
Çак пулăма тата поэт çуралнăранпа 135 çул çитнине тӗпе хурса çу уйăхӗн 17-мӗшӗнче Пайкилт вăтам шкулӗнче вӗренекенсем, чăваш çыравçисем тата ăсчахсем йывăçсем лартрӗç. «Пайкилт – Слакпуç. К.В. Иванова асăнса» ятлă вăл сад. Чăваш Республикин профессиллӗ писательсен союзӗн ертӳçи, чăваш халăх çыравçи Сергей Павлов, чăваш халăх поэчӗ Светлана Асамат, Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ, прозаик Ольга Федорова (Васильева) йывăç лартас ӗçе хутшăнчӗç. Вӗсемпе пӗрле Шупашкартан филологи наукисен докторӗ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов, тележурналист, музыка тӗпчевçи Александр Осипов çитрӗç.
К. Иванов йăхӗсене хисеп тума инçе çула кӗскетсе Пушкăртран сумлă хăнасем вӗçтерсе килчӗç, Пушкăртстанра тухса тăракан «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ, Пушкăрт Республикин культурăн тава тивӗçлӗ пичет ӗçченӗ Юрий Михайлов, Пушкăрт Республикин Пелепей тăрăхӗчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев, таврапӗлӳçӗ, тӗпчевçӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Мударис Сафин, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн академикӗ тата Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн академикӗ Вячеслав Ерохин.
Хăнасене Пайкилт вăтам шкулӗн директорӗ Владислав Ильин, вӗренекенсем тата ял çыннисем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç.
– Паян пирӗн Пайкилт шкулӗнче сумлă уяв! Çу уйăхӗн 27-мӗшӗнче К. Иванов 135 çул тултарать. Çак пулăма сума суса эпир йывăç лартатпăр. Ку енӗпе ӗçлеме пуçланă ӗнтӗ. Малалла пирӗн йывăçсене пăхмалла, ӳстермелле, Пушкăртстанри туссем патне кайса çӳремелле, туслă пурăнмалла, – терӗ Владислав Гаврилович.
Ачасемпе хăнасене Канаш муниципаллă округăн Администраци пуçлăхӗн çумӗ, Канаш округӗн вӗренӳ управленийӗпе çамрăксен политикин начальникӗ Наталия Суркова, Канаш округӗн пухăвӗн депутачӗ Руслан Григорьев саламларӗç. Руслан Аркадьевич Пайкилт шкулне К.В. Иванов ятне парас енӗпе тимлеме шантарчӗ.
Çыравçăсемпе ăсчахсем шкул библиотекине хăйсен кӗнекисене парнелерӗç.
– Эпӗ 2018 çулта пуçарнă ӗç Пайкилт шкулӗн дирекцийӗ, Чăваш Республикин профессиллӗ писательсен союзӗ тăрăшнипе тата пулăшнипе паян пурнăçланчӗ. К.Иванов йăхӗ Канаш тăрăхӗни Пайкилт ялӗнчен пулнине ăсчахсем çирӗплетрӗç, çавăнпа эпӗ питӗ телейлӗ, – терӗ Светлана Васильевна.
Константин Ивановăн йăхӗ Пайкилтрен тухнине камсем тупса палăртнă-ха? Уява килсе çитнӗ Виталий Петровичпа Мударис Харисович ăсчахсем. Вӗсем çак ӗç еплерех пулса иртнине тӗлпулура тӗплӗн каласа пачӗç. Малтан Виталий Петрович сăмах илчӗ:
– Константин Ивановăн йăхӗ, аслашшӗн аслашшӗ, Пайкилтрен тухнине малтан никам та пӗлмен. 1990-мӗш çулсенче Епхӳре пурăнакан чăваш профессорӗ, техника наукисен докторӗ Алексей Александрович Кондратьев çак ыйтăва тӗпчеме пуçланă, К.В. Иванов йăхӗ пирки статьясем çырнă. А.А. Кондратьев Константин Ивановăн мăн аслашшӗ Антон Данилов ятлă пулнине палăртнă. А.Данилов Слакпуçне Пелепей ялӗнчен куçса килнӗ. Ун чухне Пелепей хула пулман, 1781 çулта Кӗтерне патша ăна уес хули туса хунă. Антон Даниловăн тата темиçе çемьен Слакпуçне куçса кайма тивнӗ. Алексей Александрович çакна палăртса ӗлкӗрнӗ, анчах туллин тишкереймен, шел пулин те, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Вара çав ӗçе эпир Мударис Харисович тусăмпа – историкпа – вӗçне çитерес терӗмӗр. Слакпуç историйӗпе материал пуçтарнă Мударис Харисович Кашкăр йăхӗ Пайкилтрен тухнине каларӗ мана. çапла эпир «Истоки. Родина и род поэтов К.В. Иванова и Я.Г. Ухсая» кӗнеке çыртăмăр. Сăмах май, Ухсай Яккăвӗ – Константин Ивановăн виççӗмӗш сыпăкри тăванӗ. Епле майпа-ха Антон Даниловăн малтанхи ячӗ Ваçук Андрюхин пулнă. Тӗне кӗриччен çав ятпа çӳренӗ. Тӗне кӗрсен – Антон Данилов пулса тăнă, вăл – Кашкăр йăхне пуçарса яраканӗ. Антон Даниловăн икӗ ывăл çуралнă, пӗрремӗш Çимун тата иккӗмӗш Çимун. Пӗр çемьере икӗ Çимун пулнă. Пӗрремӗш Çимунран К.В. Иванов йăхӗ кайнă, тепӗр Çимунран Ухсай Яккăвӗн йăхӗ тăсăлнă. Апла пулсан Ухсай Яккăвӗн тӗпӗсем те çак ялтан – Пайкилтрен.
Унăн калавне тăсса Мударис Харисович çапла каларӗ:
– Эпӗ çирӗм çул Мускавра федераллă архивсенче ӗçлерӗм. Пушкăрт Республикинче йăх-несӗлсене тупса палăртма Правительство шайӗнче Постановлени йышăннăччӗ. Эпир, пушкăртсем, тутарсем, чăвашсем, несӗл йывăççисем хатӗрлеме тытăнтăмăр, Мускав архивӗсене çӳрерӗмӗр. Алексей Кондратьева эпӗ палланă, Иванов пирки калаçусем те пулнăччӗ. Çавăнпа вăл пурнăçран уйрăлсан Антон Данилов Пушкăрта ăçтан куçса килнине тӗпчесе пӗлес терӗм. Раççей патшалăх авалхи актсен архивӗнчи документсене тишкернӗ чухне эпӗ сăвăçăн йăхӗсем ăçтан куçса килнине тупма пултартăм. Çавăнпа та Константин Ивановăн мăн аслашшӗсем Пайкилт ялӗнчен Пушкăрт çӗрӗ çине тухса кайни – документсемпе çирӗплетнӗ факт! Йăхӗ Пелепее 1756 çулта куçса килнӗ. Кӗçех Пелепей ялне Иккӗмӗш Кӗтерне патша уес хули туса хунă та чăвашсене унтан хальхи Слакпуçне кăларса янă.
Акă чи кӗтнӗ самант пуçланчӗ, хăнасемпе шкул ачисем «Пайкилт–Слакпуç» сада йывăçсем лартрӗç. Катек ялӗнчи Таса Турамăш Пукравӗн чиркӗвӗн настоятелӗ Константин иерей пысăк та сăваплă ӗçе пуçлас умӗн кӗлӗ вуларӗ.
Кӗçех Пайкилт шкулӗ çумӗнчи сад Пушкăртстанран илсе килнӗ пилеш, улмуççи, груша, хурлăхан, сирень тӗммисемпе тата Пайкилт шкулӗ лартнă çăка, чăрăш йывăççисемпе пуянланчӗ.
– Туслăх кӗперне хыврăмăр, малашне вăл тата çирӗпленсе пытăр, – терӗç ыр сунса Пушкăртан килсе çитнӗ хăнасем.
Уява Канаш районӗнчи Тăрăн ялӗн «Улах» (ертӳçи – Н.М. Семенов) тата Пайкилт шкулӗн (ертӳçи – И.Н Чернова) фольклор ушкăнӗсен юррисем уява илем кӳчӗç.
Дарья МОРОЗОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев