Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш филологийӗн секцийӗнче пурӗ 7 хутшăнакан пулчӗ

Раççей халăхӗсен тăван чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗ кӗтнӗ мероприяти. Вӗренекенсем конкурсăн пӗрремӗш тапхăрне ăнăçлă иртнӗ хыççăн кашни çул Хусанта пуçтарăнаççӗ, вӗсемшӗн ку чăннипе вӗренӳри çитӗнӳсен кăтартăвӗ.

Тутарстанри чăваш шкулӗсенче вӗренекенсем кашни çулах питӗ   активлă хутшăнаканччӗ, кăçал заявкăсем кая юлса тата шутлă шкулсенчен кăна çитрӗç. Сăмах май, ку конкурса 9-11 классенче вӗренекенсем кăна хутшăнаççӗ. Пандемичченхи конкурса, сăмахран, чăваш ачисенчен 30 ытла ӗç йышăннăччӗ, 16-шӗ Хусана килчӗç. Ытти халăхсен представителӗсем те йышлă пуçтарăннăччӗ. Лайăх астăватăп пулсан пурӗ 600 ытла заявка çитнӗччӗ, кăçал, нукăпа практика конференцине хутшăнакансен географийӗ анлăланнă пулин те пурӗ 250 ытла заявка çитнӗ. Вӗсенчен 120-шне очнăй тура йыхравланă, анчах каллех пурте килеймен, 107-шӗ кăна хутшăнчӗ.  

Хутшăнакансен йышӗ чакнин сăлтавӗ муниципаллă районсенчи вӗрентӳ уйрăмӗсем хыпара, конкурс положенине шкул администрацийӗсене вăхăтлă ярса паманнинче. Çавăнпа нумайăшӗ пӗлмесӗрех юлнă. Иккӗмӗш тура тухнисем те çак сăлтава пулах килеймен. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви йыхрав янă çырăва вӗсем вăхăтлă çитермен.

Кăçалхи Раççей халăхӗсен тăван чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцине Çӗпрел, Теччӗ, Пăва, Элкел, Пӗкӗлме районӗсенчи чăваш шкулӗсенчен тата Чăваш Республикинчи Шупашкартан заявкăсем килчӗç. Шел те, çӳлерех асăннă сăлтавсене пула Теччӗрен, Элкелпе Пӗкӗлмерен çитеймерӗç атьсем.

 Раççей халăхӗсен тăван чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗпе наукăпа практика конференцийӗ хальхинче те Хусанти 180№ нумай профильлӗ полилингваллă гимназире иртрӗ. Мероприятие уçнă çӗре ТР вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн управлени пуçлăхӗ Ильгиз Халиков хутшăнчӗ. «Тăван чӗлхе – анне чӗлхи. Кашни ун аталанăвӗшӗн хăй пултарнă таран тăрăшмалла. Тутарстан Республикинче патшалăх шайӗнче тăван чӗлхесене пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Пирӗн республикăра 173 тӗрлӗ халăх пурăнать, вӗсен пурин те тăван чӗлхепе вӗренме ирӗк тата майсем пур. Наукăпа-практика конференцийӗ те çавнах çирӗплетет», – терӗ вăл шкул ачисемпе вӗренекенсене сывлăх сунса.   

Ильгиз Халиков пӗлтернӗ тăрăх, наукăпа практика конференцине Тутарстан Республикине кӗрекен районсемсӗр пуçне Марий Эл, Пушкăртстан, Удмурт, Чăваш Ен республикисенчен тата Пензăпа Чулхула облаçӗсенчен те заявкăсем килнӗ. 

Çамрăк тӗпчевçӗсен ӗçӗсене компетентлă жюри тӗрӗслерӗ, çавсен шутӗнче ӗç тăвакан власть представителӗсем, ученăйсем, вӗрентӗвӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗсем, Тутарстанри халăхсен Ассамблейин наципе культура автномийӗсен ертӳçисем пулчӗç. Сăмах май, пӗрремӗш конференци шăпах Ассамблея пуçарăвӗпе Туслăх Çуртӗнче иртнӗччӗ.  

Чăваш филологийӗн секцийӗнче пурӗ 7 хутшăнакан пулчӗ. Вӗсем хăйсен тӗпчев ӗçӗсене мӗнле хӳтӗленине ЧР Вӗрентӳ институчӗн этнокультура вӗрентӗвӗн кафедрин доценчӗ,филологи наукисен кандидачӗ Анна Егорова, ЧНК çумӗнчи чăваш чӗлхине вӗрентекенсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи, ЧР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина тата эпӗ хак патăмăр.

Ачасем пурте лайăх хатӗрленсе килнӗ. Ӗçӗсем интереслӗ. Çӗпрел районӗ чи активлисен шутӗнче. Унтан харăсах тăваттăн килнӗ. Милана Хубаховапа Татьяна Задурова Чăваш Çӗпрелӗнчи вăтам шкултан. Чăваш чӗлхине вӗрентекен Валентина Петрован вӗренекенӗ Милана чăваш халăхӗн вӗрӳ-суру чӗлхипе анлă тӗпчев ирттерсе наукăпа практика конференцийӗн призерӗ пулма тивӗçрӗ. Хӗрача ӳркенмен, ялти чи ватă çынсемпе тӗл пулса авалхи сиплев çинчен ыйтса пӗлнӗ, хăйне те тахçан хăр хывтарнине каласа пачӗ. Чăваш Çӗпрелӗнче халӗ те-ха тăххăрмӗш теçеткепе пыракан ăрăмçăсем пурăнаççӗ. Шкул ачисем вӗсенчен ыйтса çырса илни пирӗн культурăна упраса хăварма пулăшать. Ачасем, ман шутпа, хăйсем мӗн тери пысăк ӗç тунине туллин ăнланса та пӗтереймеççӗ пулӗ.

Алешкин-Саплăкри В.С.Дементьев ячӗллӗ вăтам шкулта вӗренекен Диана Скворцовапа Анастасия Полторацкая тӗпчев ӗçне халăхсен туслăхӗпе çыхăнтарнă, вӗсем лауреатсем пулчӗç. Çак ялта тутарсемпе чăвашсемсӗр пуçне ытти халăх çыннисем те пур. Хӗрачасем тахçанах чăваш ялне пурăнма куçса килнӗ авар хӗрарăмӗпе кӗске видео ӳкернӗ. Анастасия хăй те ашшӗ енчен украинка, амăшӗ чăваш. Алешкин-Саплăк ялне нумай пулмасть куçса килнӗ. Малтанласа чăвашла пач та пӗлмен, халӗ тап-таса калаçнисӗр пуçне   наукăлла ӗçсем те çыраять. Çакă вӗрентекенрен те нумай килет паллах. Чăваш чӗлхине ку шкулта Надежда Григорьева вӗрентет.

Пăва районӗнчи Альшихри вăтам шкулта чăваш чӗлхине вӗрентекен Светлана Мукасеван вӗренекенӗ Елена Емельянова чăваш чӗлхипе йăли-йӗркине упраса хăварассипе лайăх тӗпчев тунă. Вăл тепӗр лауреат пулма тивӗçрӗ. Елена шкул пӗтерсен Шупашкара вӗренме каясси çинчен тата малашне те тăван чӗлхене упраса хăварассишӗн ӗçлеме ӗмӗтленет.

Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ 10№ шкулта вӗренекен Ульяна Малова (вӗрентекенӗ Юлия Анисимова, тава тивӗçлӗ вӗрентекен ята тивӗçнӗ) «лӗпӗш» тата вырăсла «бабочка» сăмахсен этимологине тӗпчесе çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçрӗ. Унăн ӗçӗ наука тӗпчевӗн шайӗнче, тытăмӗпе те, тарăнлăхӗпе те. Ульяна калаçу чӗлхипе те ăста, ыйтусене хуравланă чух та çухалса каймасть. Пирӗннисем каллех çӗнтерӗве чăвашеньсене пачӗç тесе жюрие вăрçаççӗ те пулӗ, анчах хаклав тӳрӗ  пулчӗ. Ульянăн ӗçӗ чăннипех тӗслӗхлӗ. Çамрăк тӗпчевçӗсен ӗçӗсене  каярах «Шăнкăравра» та пичетлесе кăларăпăр.

Мероприяти награждени церемонийӗпе тата тӗрлӗ халăхсен концерчӗпе вӗçленчӗ. Чăвашсен юрри-ташшипе куракансене Софийăпа Стефания Чаркинасем паллаштарчӗç.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев