Чăваш кӗнеке издательствинче Владимир Левуковăн «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнеки пичетленчӗ
Унта икӗ повеçпе тăватă калав кӗнӗ. Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче çуралса ӳснӗ автор произведенисенче хăй тăрăхӗнчи сăмах çаврăнăшӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе тата каларăшсемпе анлă та вырăнлă усă курать, вӗсем хайлавсене илемпе чӗрӗлӗх кӗртеççӗ.
«Авăра кӗрсе юлнă шыв» повеçре тин кăна педагогика училищинчен вӗренсе тухнă Чистай районӗнчи чăваш хӗрӗсем Аксу тăрăхне шкула вырнаçма каяççӗ. «Эх, чун уçăлтармăш шыв!.. Ним туймасăр, ним пӗлмесӗр юхать те юхать. Тен, ăна инçетре-инçетре анлă юханшыв кӗтет е вăл хăватлă хумӗсемпе тата та малалла, тинӗсех, хӳтерсе кайӗ, е пачах инçе мар, çывăхрах пӗр-пӗр авăра юхса кӗрӗ те çаврăнса тăрӗ, е ейӗве лексе паянхи пек шăрăх кунсенче типсе те ларӗ», – çуллахи çанталăкра шыва сăнанă май çапларах шухăшсем çуралаççӗ Лисук тӗп сăнарăн пуçӗнче.
Çак ытарлă сăмахсенче повеçӗн тӗп шухăшӗ пытаннă. Чăнах та, Лисукăн çамрăклăхӗ çаврăнса юхакан шыв пек хумханчăк пулса тухать. Илюша пӗрре курсах килӗштерет вăл: «Çакăн пек маттур та хӳхӗм каччăсем те пур иккен ку ялта, авланнă пуль вăл. Юля унăн ачи пулмарӗ-ши тата?» – çапларах шухăш çуралать унăн Илюша пирвайхи хут курсан.
Вӗсен юратăвӗ хăйне евӗр аталанать, повесть вӗçленичченех вулакана Илюш Лисука килӗштерет-ши текен шухăш вӗçертмест. Мӗнпе вӗçленет-ха повесть? Кӗтмен пулăм чылай унта, чуна çатăрлакан самант та сахал мар.
«Авăра кӗрсе юлнă шыв» çамрăк хӗрпе яш юратăвне кăтартса парать пулсан, «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» повеçре çемьеллӗ пурнăç тӗпре. Пӗринпе килӗштерсе çӳренӗ çӗртенех тӗп сăнар Марине хăй пачах юратман çынпа пӗрлешет. «Пӗр-ик каç ахаль çеç калаçса тăтăмăр кил умӗнче. Тепӗр икӗ каç манăн сарă каччă алăран тытса тăма хал çитерчӗ, эрне иртсен вăтаннипе куçран пăхаймасăр чуптума та пикенчӗ. Çук, Митя пек мар, темӗнле сиввӗн, чуна пăлхантармасăр, ăс-тăна çухаттармасăр, сӳрӗккӗн, ятне тунă пек чуптуни пулчӗ ку. «Эккей, ку каччă чуптума та пӗлмест иккен тесе шутлаттăм хам ăшра», – чылай çул иртсен çамрăклăхне аса илет Марине.
Чăн чăваш хӗрарăмӗ пек, пӗтӗм пурнăçне ачисемшӗн тăрăшса ирттерет вăл. «Тӗлӗнмелле çын ман йăмăкăм, ырă чӗреллӗ хӗрарăм. Мӗн чухлӗ терт-нуша тӳснӗ вăл пӗчӗк ачисене çитӗнтерес тесе, хăй юратнă ӗçне пăрахса шалу нумайрах тӳлекен чăх-чӗп фермине ӗçлеме кӗнӗччӗ, халӗ больницăра смена хыççăн юлса вăй хурать. Мӗн тери хӗн-асап курсан та юратнă ачисем çине пăхса йăпанать, хӗрӗсем чипер ӳссе çитӗннипе савăнать», – çапларах каласа парать ун пирки повеçри тепӗр сăнар, унăн иккӗмӗш сыпăкри шăллӗ. Мӗнле йывăрлăхсем тӳсме тивет-ха Маринен, çамрăкранпах килӗштерекен Митьăн шăпи мӗнле йӗркеленет-ха? Кăна вулакансем повеçпе паллашсан пӗлӗç.
Кӗнекере çавăн пекех тăватă калав вырăн тупнă. Вӗсенче çыравçă хăш-пӗр çыннăн тирпейсӗрлӗхне пула чӗрчунсем нуша курнине, çăмăлттайлăхпа ӗçкӗ инкек патне илсе çитернине ӗненмелле кăтартса панă. Авторăн чӗлхи пуян та хăйне евӗр. Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел ялӗнче çуралса ӳснӗскер, вăл хăй тăрăхӗнчи сăмах çаврăнăшӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе тата каларăшсемпе анлăн та вырăнлă усă курать, вӗсем хайлавсене илемпе чӗрӗлӗх кӗртеççӗ. ( Любовь ЛЕВАЦКАЯ. Автор тата В.Левуков çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев