Чăваш наци конгресӗн президенчӗн Валерий Клементьевăн шучӗпе Мăн Канаш кăçал аван ӗçленӗ
Иртнӗ шăматкун, декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта, К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх драма театрӗнче Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Çитменлӗхсем шутне Валерий Клементьев президиум йышӗ улшăнсах тăнине, укçа-тенкӗ кирлӗ ӗçсене пурнăçлама çитсе пыманнине кӗртрӗ
Иртнӗ шăматкун, декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта, К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх драма театрӗнче Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче пурӗ те икӗ ыйту: «Чăваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи обществăлла пӗрлешӗвӗн президиумӗн 2023 çулта тунă ӗçӗсем тата малашнехи тӗллевсем çинчен; ЧНК 2024 çулхи ӗç планне пăхса тухасси.
Лару ӗçне ЧНК президенчӗ Валерий Клементьев йӗркелесе ертсе пычӗ. вăлах тӗп доклад тăвакан пулчӗ.
Валерий Леонидович палăртнă тăрăх кăçалхи мероприятисем ытларах И. Я. Яковлевăн 175 çуллăхӗпе çыхăннă. Чăваш Енре кăна мар, ытти регионсенче иртнӗ мероприятисене те Конгресс активлă хутшăннă. Анлă мероприятисен шутне РФ педагогпа наставник çулталăкне халалласа «Ман юратнă вӗрентекен» литература пултарулăхӗн конкурсне кӗртрӗ.
«Пирӗн ачасем чăвашла лайăх калаçма, çырма тата вулама вӗренччӗр, тăван халăх историйӗпе культурине лайăх пӗлччӗр тесе шкул чылай тăрăшать. Чăваш ачишӗн тăван чӗлхе пӗрремӗш вырăнта тăмалла. Тымарӗ çирӗп пулмасан йывăç ӳсеймест. Чӗлхе те çаплах», — терӗ Валерий Клементьев вӗрентӳ енӗпе кăçал пысăк ӗçсем тунине палăртса. Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи Чăваш уйрăмӗпе тата Ульяновск хулинчи 57№ шкулпа икӗ енлӗ килӗшӳ тунине асăнса хăварчӗ.
Чăваш ачисем ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă ӳсчӗр тесе вӗсене чăваш халăхӗн паллă çыннисемпе паллаштарас тӗллевпе нумай мероприяти йӗркеленӗ. Марфа Трубинан 135 çуллăхне палăртас тӗллевпе çыравçă ячӗллӗ библиотекăпа пӗрле регионсен хушшинчи «Асăнмалăх, савăнмалăх» литература викторинине ирттернӗ. Унта Чăваш Енсӗр пуçне Тутарстан, Пушкăртсан, Ульяновск облаçӗн, Кострома хулинче вӗренекен чăваш шкул ачисем, ача сачӗсен воспитателӗсемпе вӗрентекенсенчен пӗтӗмпе 450 ытла ӗç килнӗ. 36 çӗнтерӳçӗ палăртнă вӗсен хушшинче.
Валерий Клементьев çулталăк хушшинчи ӗçсене пӗтӗмлетсе вӗсемпе çыхăннă видеосене те пăхма сӗнчӗ.
2023 çул Чăваш наци конгресӗн тунă ӗçӗсем пайтах. Пӗлтерӗшлӗ ӗçсен шутӗнче ЧНК çумӗнче ӗçлекен Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗ сӗннипе «Чăваш Республикин халăх учителӗ» ята çирӗплетни, Йӗпреç округӗнчи Пучинке ялӗнче учительсен аллейине уçни, «Чăваш çемйинчи телейлӗ ачалăх» регионсен хушшинчи ача-пăча конкурсне ирттерни, «Телейлӗ ачалăх тӗнчи» регионсен шайӗнчи чăвашла сăвă вулакансен конкурсне йӗркелени, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннисене гуманитарлă пулăшу ăсатни, вӗсем патне концертпа кайса килни тата ытти те.
Çула та час-час тухса çӳренӗ Конгресс представителӗсем. Вӗсем Мускаври, Севастопольти, Пензăри, Чӗмпӗрти Акатуйсене хутшăннă.
Паллах, çулсерен ирттерекен «Кӗмӗл сасă» фестиваль-конкурса, «Раççей Чăваш пики» илемпе пултарулăх конкурсне аса илмесӗр хăварма çук. «Чăваш хӗрарăмӗ» комитет йӗркелекен «Хӗрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурса та халăх ăшшăн йышăннă. Культура комитечӗ вара çулсерен «Чăваш тӗрри — халăх пуянлăхӗ», «Чăваш ташши илемӗ», «Чăвашсен авалхи йăли-йӗрки», «Чăваш ачи чăвашах», «Ахах-мерчен аваллăхӗ» уявсене те ырласа йышăннă.
Çитменлӗхсем шутне Валерий Клементьев президиум йышӗ çирӗп йӗркеленсе çитменнине, вăл улшăнсах тăнине, ӗç укçи вăхăтлă тӳлессине татса паманнине, Ыркăмăллăх фондне укçа хывакансем сахалăн пулнипе укçа-тенкӗ кирлӗ ӗçсене пурнăçлама çитсе пыманнине, грант илес енӗпе начар ӗçленине кӗртрӗ.
Çапах тунă ӗçсене кирлӗ шайра ирттернине шута илсе Мăн Канаш 2023 çулти ӗçе ырласа йышăнчӗ.
Малалла çитес çула ӗç планне палăртрӗç.
Мăн Канаш йышăнăвӗпе 2024 çулта Раççей Федерацийӗнче Çемье çулталăкӗ, Чăваш Енре Экологи культурипе çутçанталăкпа перекетлӗн усă курассин çулталăкӗ пулнă май вӗсен хӳттинче иртекен мероприятисене хастар хутшăнма, витӗмлӗ мерăсем йышăнма палăртрӗç. Чăваш Республикин патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органӗсемпе пӗрле чăваш халăхӗн, çӗршыв историйӗн, республикăн тата тăван енӗн хăйевӗр культурине хисеплеме, ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм хаклăхӗсене упрассипе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеме, çитӗнекен ăрупа патриотизм енӗпе ытларах ӗçлеме тӗллев лартрӗç.
Умра тăракан тӗп ӗçсен шутӗнче РФ Президенчӗн суйлавне активлă хутшăнасси те, регионсенчи автономисемпе тата Чăваш Ен округӗсенчи чăваш центрӗсемпе пӗрлехи ӗçе вăйлатасси те, Ыркăмăллăх ӗçӗн фондне предприятисемпе организацисен ертӳçисене хутшăнтарасси, вӗсене Конгресс ӗçӗпе интереслентересси те пур.
Тӗп доклада итленӗ хыççăн регионсенчи Чăваш наципе культура автономийӗсен ертӳçисем хăйсен ӗçӗсемпе кӗскен паллаштарса тӗрлӗ сӗнӳсемпе тухрӗç. Çавсен шутӗнче Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА председателӗ Владимир Бабайкин, «Сувар-фильм» телевидеокомпанин президенчӗ, «Асам» кинофестивале йӗркелекенсенчен пӗри, обществăлла ӗçчен Олег Цыпленков тата ыттисем пулчӗç. Мăн Канаш ларăвӗ ӗçре палăрнисене ЧНК Хисеп хучӗпе чысланипе вӗçленчӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев