Чăваш патшалăх педагогика университечӗ Шри-Ланкари Гампаха Викрамараччин университетӗнче вырăс чӗлхин центрне уçма хатӗрленет
Чăваш патшалăх педагогика университечӗшӗн кăçал пӗлтерӗшлӗ çул, Иван Яковлевич Яковлев ячӗпе хисепленекенскер, Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн 175 çулхи юбилейне пысăк та анлă мероприятисемпе палăртма тӗллев лартнă. Ун программипе пире ЧППУн наукăпа инновацисен ӗçӗн управленийӗн пуçлăхӗ Александр Кириллов паллаштарчӗ.
Чăваш патшалăх педагогика университечӗшӗн кăçал пӗлтерӗшлӗ çул, Иван Яковлевич Яковлев ячӗпе хисепленекенскер, Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн 175 çулхи юбилейне пысăк та анлă мероприятисемпе палăртма тӗллев лартнă. Ун программипе пире ЧППУн наукăпа инновацисен ӗçӗн управленийӗн пуçлăхӗ Александр Кириллов паллаштарчӗ. Аслă шкулăн халăхсен хушшинчи ӗçӗсене те вăлах илсе пырать.
Вырăс центрӗсем уçнă
Александр Алексеевич сăмахӗсемпе Чăваш патшалăх педагогика университечӗ Раççей, ют çӗршыв аслă шкулӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлет, ӗçлӗ килӗшӳсен шучӗ пӗтӗмпе 28. 10-шӗ Белоруссири аслă шкулсемпе, ыттисем Китайри, Кăркăсстанри, Узбекистанри, Таджикистанри, Абхазири университетсемпе çыхăннă. Нумай пулмасть Шри-Ланкари Кăнтăр Хӗвелтухăç университечӗпе, Вавуни университечӗпе тата Гампаха Викрамараччин халăх медицинин университечӗпе ӗçлӗ çыхăнусем йӗркеленӗ.
– Килӗшӳсене алă пусса çирӗплетнӗ çӗре Шри-Ланкан Раççейри элчи хутшăнчӗ. Çывăх вăхăтри планра – Гампаха Викрамараччин халăх медицинин университетӗнче Вырăс чӗлхипе культурин центрне уçасси. Центра Иван Яковлевич Яковлевăн ятне пама йышăннă. Пӗлтӗр çакăн пек центр Узбекистанри Индижан патшалăх педагогика институтӗнче уçăлчӗ, ăна Геннадий Волковăн ятне патăмăр, – аслă шкулăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ Александр Кириллов.
Китайпа туслă
Ют çӗршыв университечӗсемпе ӗçлӗ килӗшӳсем туса ЧППУ преподавательсен йышне, студентсене ӗç практикине анлăлатма, вӗренӳ чиккисене сарма майсем туса парать. 2015 çултанпа университет Китайри аслă шкулсемпе студентсемпе ылмашăнас ӗçе йӗркелесе янă. Çак хушăра 40 ытла студент чӗлхе программипе вӗренме кайса килнӗ. Февралӗн 21-22-мӗшӗсенче «Волга – Янцзы» форума та Чăваш патшалăх педагогика университечӗн педагогӗсемпе студенчӗсем хутшăннă. ЧППУран вӗренсе тухнисенчен нумайăшӗ Китайри университетсенче магистратурăра малалла вӗренет. Китайран та Шупашкара аспирантурăна килекенсем йышлă. Ытларах вырăс чӗлхине вӗренме килеççӗ. Александр Алексеевич палăртнă тăрăх, мобильлӗх енчен малашнехи планра Китайри партнерсемпе ӗçлӗ çыхăнусене тата вăйлăрах аталантарасси. Сетьри вӗрентӳ программисене пурнăçлани харăсах бакалавриат шайӗнче икӗ диплом илме май парать. Сăмахран, Кăркăсстанри Ошри патшалăх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисен (информатика специализацийӗпе) ЧППУпа ӗçлӗ çыхăну пуррипе хăйсен çӗршывӗн дипломне илнисӗр пуçне Раççей дипломне те тивӗçеççӗ. Ку, паллах, вӗсене ӗçе вырнаçма самай анлă çул уçса парать. Халӗ çавăн йышши килӗшӗвех (сетьри вӗрентӳ программипе) ЧППУ Китай Халăх Республикин Хебей провинцийӗнчи Баудински патшалăх университечӗпе музыка енӗпе тунă. Çапла майпа Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗ Китай ачисене музыка специальноçӗпе пӗлӳ парӗ. Вӗрентӳ программин пӗр пайӗ китай, тепӗр çурри вырăс чӗлхипе пулӗ.
Европăра
партнерсем çук
Александр Кириллов, палăртнă тăрăх, чăваш чӗлхипе интересленекен ют çӗршыв аслă шкулӗсем те пур, уйрăмах тӗрӗк çӗршывӗсем. «Ректорпа Кăркăсстана, Таджикистана ӗçпе кайсан Владимир Николаевич студентсемпе чăвашлах сывлăх сунса калаçрӗ. Вӗсем çакна савăнса йышăнчӗç. Асăннă çӗршывсенчи аслă шкулсен преподавателӗсем нумайăшӗ Геннадий Никандрович Волковăн вӗренекенӗсем пулнă. Çавăнпа чăваш чӗлхине тӗрӗк ушкăнне кӗнӗ чӗлхе пек пӗлеççӗ. Чăваш культурипе питӗ интересленеççӗ. 2019 çулта Китайра пулнă чух вӗсен халăх тумтирӗпе паллашрăмăр, вӗсен тӗрри пирӗнни пекрех. Ман шутпа пирӗн тымарсем пӗр-пӗрне çывăх тăраççӗ», – каласа парать Александр Алексеевич.
Телее, геополитика лару-тăрăвӗ ЧППУн ют çӗршывсемпе ӗçлӗ çыхăнусен аталанăвне начарпа пырса тивмен. «Ку ӗнтӗ эпир ытларах Хӗвелтухăç çӗршывӗсемпе ӗçленинчен те килет пулӗ. Европа çӗршывӗсенче пирӗн партнерсем çук, – тет Александр Кириллов. – Кăçал профессилле академилле мобильлӗх программин хӳттинче Китайри аслă шкулпа преподавательсемпе ылмашăнатпăр. Унсăр пуçне çулсерен çуллахи наука шкулӗ ӗçлет. Пирӗн пата Кăркăсстанран, Раççей регионӗсенчен профессорсемпе преподавательсем, студентсем килеççӗ. Çавăнпа вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаççӗ».
СССР йышне кӗнӗ çӗршывсемпе ӗçлеме ансатрах
Паллах ӗнтӗ ют çӗршывсемпе хутшăнса ӗçленӗ чух чӗлхе ыйтăвӗ тӗп вырăн йышăнать. СССР йышне кӗнӗ çӗршывсемпе ӗçлеме ансатрах, вырăс чӗлхи манăçман-ха унта. Ытти çӗршывсемпе ӗç мӗнле йӗркеленет-ха? ЧППУн наукăпа инновацисен ӗçӗн управленийӗн пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, куçару йывăрлăхӗсем вӗсен çук. Китайпа пӗр-пӗрне ăнланас тӗллевпе ЧППУра акăлчан-китай чӗлхисен специалисчӗсене хатӗрлеççӗ. Унсăр пуçне Китайри партнерла аслă шкулсенче чăваш университечӗ тăрăшнипе вырăс чӗлхине вӗрентессипе икӗ çуллăх программа хута янă. Ку енӗпе çулсерен 100-шер çын вӗренет. Чăваш патшалăх педагогика университечӗн сотрудникӗсене илес пулсан вӗсенчен нумайăшӗ акăлчан, нимӗç, испан тата ытти чӗлхесене те аван пӗлет.
Потенциал пур
Çапах юлашки çулсенче ЧППУра ют çӗршыв студенчӗсен шучӗ кăштах чакнă. Унччен кашни 5-мӗш вӗренекен Туркменистанран пулнă. Ку Туркменистан ют çӗршывра вӗренессипе чикӗсене кăштах хупнипе те çыхăннă. Вӗсен халь çапларах политика – топ-1000 рейтинга кӗрекен аслă шкулсене кăна хăйсен студенчӗсене вӗренме яраççӗ. Шел пулин те, Чăваш Енӗн пӗр аслă шкулӗ те çак рейтинга кӗмен. Анчах ку вӗсем унта ăнтăлмаççӗ тенине пӗлтермест. Александр Кириллов палăртнă тăрăх, унта кӗрес тесен преподавательсен публицистика ӗçне вăйлатмалла, вӗрентӳри ытти кăтартусене çӗнӗ шая çӗклемелле. Ун валли ЧППУн потенциал пур. Хальлӗхе геополитика лару-тăрăвӗ, Раççее хирӗç йышăннă санкцисем рейтинга кӗме чăрмантараççӗ. Мӗншӗн тесен рейтинг требованийӗсене Европа калăпланă. Вӗсем вара Раççее хальлӗхе çул парас кăмăллă мар.
Каларăмăр ӗнтӗ, Чăваш патшалăх педагогика университечӗ кăçал Иван Яковлевич Яковлевăн 175 çулхи юбилейне анлăн палăртма йышăннă. Программăна пӗтӗмпе 26 мероприяти кӗнӗ. Университет çуртӗнче вырнаçнă музейре, сăмахран, çулталăк тăршшӗпех И.Я.Яковлева халалланă мероприятисем иртӗç. Çавсен шутӗнче аслă Патриархăмăрăн ӗçӗпе пурнăçне тӗпчекен ученăй-тӗпчевçӗсемпе, педагогика ветеранӗсемпе, паллă ентешсемпе тӗлпулусем.
Февраль уйăхӗнче 9–11-мӗш классен хушшинче чăваш чӗлхипе тата литературипе республика олимпиадине, «Эпӗ пулас художник» ача-пăчан халăхсен хушшинчи творчествăлла олимпиадине ирттернӗ. Март уйăхӗнче университет шайӗнче «Чăваш пики – 2023» конкурс иртмелле.
Пуринчен ытла апрель уйăхне нумай мероприяти палăртса хунă. Университет Ульяновск хулинчи Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗпе пӗрле темиçе мероприяти йӗркелеме палăртса хунă: куравсем, çавра сӗтел ӗçӗсем, литературăпа музыка каçӗ тата ытти те. Çапла Иван Яковлев чăваш халăхне хăварнă пуян еткере çӗнӗрен хак парса паянхи куншăн кирлӗлӗхӗпе пӗлтерӗшне палăртма тӗллев лартнă.
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев