Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш пики Анастасия Иванова «Науруз гузеле – 2026» конкурсра «Мисс Хавхалану» номинацире çӗнтерчӗ

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанта республикăра пурăнакан тӗрӗк тата иран халăхӗсем «Науруз» уявне паллă турӗç. Вăл хальхинче те ипподромра иртрӗ.

Кашни çулхи пекех, асăннă праçник шайӗнче тӗрӗк тата иран халăхӗсен пикисен «Науруз гузеле» конкурсӗ пулчӗ. Кăçал финала 13 халăх хӗрӗ тухнă. Кашниех хăйӗн нацине тивӗçлӗн кăтартрӗ сцена çинче: тумӗсем те хитреччӗ, пултарулăх номерӗсем те интереслӗччӗ…

Çапах та кун пек конкурссенче çӗнтерӳçӗ пӗрре пулать. «Науруз гузеле – 2026» ята хальхинче таджик хӗрӗ Инобат Очилова çӗнсе илчӗ. «I Вице-Мисс Науруз гузеле» ята иран пики Пакманеш Садаф,  «II Вице-Мисс Науруз гузеле» титула узбек хӗрӗ Холида Хайтбоева тивӗçрӗç.

Чăваш халăхӗн чысне конкурсра Анастасия Иванова хӳтӗлерӗ кăçал. Пирӗн чиперкке «Мисс Вдохновение Науруз гузеле» номинаци çӗнтерӳçи пулса тăчӗ. Саламлатпăр маттур пикене!

Ытти номинацисен çӗнтерӳçисем:

Мисс Грация Науруз Гузэле 2026 – Фазилат Атаханова (туркмен пики)

 

Мисс Элегантность Науруз Гузэле 2026 – Вилория Чульдум (тува пики)

 

Мисс Энергия Науруз Гузэле 2026 – Инобат Очилова (таджик пики)

 

Мисс Очарование Науруз Гузэле 2026 – Камилла Махмудова (азербайджан пики)

 

Мисс Уверенность Науруз Гузэле 2026 – Руфина Хафизова (пушкăрт пики)

 

Мисс Благородство Науруз Гузэле 2026 – Азелия Конурбаева (кăркăс пики)

 

Мисс Гармония Науруз Гузэле 2026 – Айзана Саитова (дагестан пики)

 

Мисс Эрудированность Науруз Гузэле 2026 – Айнара Аспенбетова  (казах пики)

 

Мисс Артистичность Науруз Гузэле 2026 – Холида Хайтбоева (узбек пики)

 

Мисс Оригинальность Науруз Гузэле 2026 – Садаф Пакманеш (иран пики)

 

Мисс Нежность Науруз Гузэле 2026 – Кристина Чалчикова (алтай пики)

 

Мисс Искренность Науруз Гузэле 2026 – Алина Набиева (тутар пики)

 

Мисс Зрительских симпатий Науруз Гузэле 2026 – Вилория Чульдум (тува пики).

 

Сăнӳкерчӗксем Халăхсен Туслăх Çурчӗн тата «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Науруз