Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш пики Донбасра пулчӗ

2021 çулта «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗнче «Çепӗç пике» номинацире çӗнтернӗ Анат Кама пики, Хусанти энергетика университечӗн студентки, ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Оксана Ситриванова Донбаса хӳтӗлекен «Атăл» батальона тата фронт линийӗнчен 5–7 çухрăмра тăракан хамăр салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăнчӗ.

Оксанăпа эпир ятарласа тӗл пулса çак мисси мӗнле иртни пирки ыйтса пӗлтӗмӗр.

 – Украинăри ятарлă çар операцийӗ пирки хальхи çамрăксен шухăшӗсем тӗрлӗрен, япăх калаçаканнисем те пур. Эсӗ вара, çамрăк хӗр пулсан та, Донбаса кайсах килтӗн. Ăнсăртран çуралнă шухăш-и ку е тахçанах палăртса хуни?

 – Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан çывăх тăвансем, юлташсем никамах çук пулсан та Украинăра мӗн пулса иртни мана нумай шухăшлаттарать. Хамăр атьсем вӗт-ха унта, мӗнпе те пулсан пулăшас килет. Çулталăк çурă «Единая Россия» партире тăратăп. Ку ыйтупа нумай ӗçлеме тивет, тӗслӗхрен, темиçе уйăх ӗнтӗ Лисичанск халăхӗ валли гуманитари пулăшăвӗ пухатпăр. Пӗлтӗр çулла сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ачасем валли рюкзаксем хатӗрленӗ чухне халăх унта мӗнле пурăннине кайсах хам куçпа курас килчӗ. Капла япала пухатăн та суккăрла тенӗ пек ăсататăн. Усси пур-и кунтан, тен, вӗсене урăххи ытларах кирлӗ? Çавăнпа «Единая Россия» партире хама Донбаса яма темиçе те ыйтрăм, анчах кашнинче: «Ан та шутла, саншăн хăрамалла тата, кунтан пулăш», – терӗç кăна. Çавăн чухне май пулсанах каятăп тесе хама сăмах патăм. Тӗллев лартрăм пулсан пурнăçлакан çын эпӗ. Çапла çур çул çак шухăшпа пурăнтăм.

– Майӗ тупăнчӗ вара, çапла-и?

 – Пӗлтӗр декабрьте Шупашкарта иртнӗ «Раççей Чăваш пики» конкурса хаклама чӗнчӗç. Жюрире çиччӗнччӗ эпир. Хутшăннă май паллашрăмăр, пӗр-пӗрин телефон номерӗсене илтӗмӗр. Февраль уйăхӗн вӗçӗнче çав çынсенчен пӗри Алексей Муллин ватсапри ушкăнӗнче Донбаса кайма хатӗрленни, салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухни пирки хыпар лартрӗ. Манăн та Донбаса кайма шухăш пурри çинчен çырса ярсан, атя терӗ вăл. Эпӗ шӳтлеменнине тӳрех шанмарӗ те пуль хăй. Ун хыççăн темиçе хутчен те шăнкăравласа: «Чăнахах пыратăн-и, лайăх шухăшларăн-и?» – тесе ыйтрӗ. Кашнинче вырăн пулсан кăна илсе каяссине астутарчӗ. Каясси татăклăн паллă пулсан вара хампа мӗн-мӗн илмеллине каларӗ. Шикленес йăла çук манăн, пуçтарăнма тытăнтăм. Çур çул çак шухăшпа пурăннă япала пӗрре те иккӗленмерӗм, çавах та каяс умӗн пӗр кун маларах: «Каялла таврăнаятăп-ши?» пек шухăшсем пуçра явăнчӗçех. Çавах та йăлтах лайăх пулассине шанса Шупашкаралла çул тытрăм. Гуманитари пулăшăвӗн машинисем шăпах унтан кайрӗç, çула май Канаш хулине кӗрсе пачăшка, Николай аттене, вăл пухнă гуманитари пулăшăвне илтӗмӗр.

– Чăваш доброволецӗсен «Атăл» батальонне ятарласа суйламан эппин эсӗ? Пӗтӗмпе миçен кайрăр, çул çинче чăрмавсем пулмарӗç-и, калăпăр, чикӗ хӗрринчи çулсем ванса пӗтни пирки вуланăччӗ.

 – Донбаса ӗçсӗр аптăранăран мар, чун ыйтнипе кайрăм. Урăхла каласан, мӗнпе пулăшсан лайăхраххине хам куçпа курма. Çавăнпа хăш регион салтакӗсем патне каясси пӗлтерӗшлех марччӗ маншăн. Пӗтӗмпе улттăн çула тухрăмăр. Хӗрсенчен хам кăна пулни те хăратмарӗ, çулташсем лайăххисем лекрӗç. Николай атте тӗлӗнмелли çын, ун çумӗнче нимӗн те хăрушă пулмарӗ. Çул çинче икӗ кун пултăмăр.Таганрог енчен кайнипе-и – çулсем япăххине курмарăмăр, юсаса ӗлкӗрнӗччӗ-ши?

– Чикӗ патне çитсен чӗре канăçсăр тапма пуçламарӗ-и, мӗн тесен те леш енче çар хирӗçӗвӗ пырать.

 – Чикӗри постра машинăран тухмалла, документсене, транспорта тӗрӗслеççӗ. Чикӗ урлă каçас текен транспорт нумай. Кăшкăрашаççӗ, пурте хăвăртрах иртсе кайма тăрăшаççӗ. «Халех çапла та малалла мӗнле пулать-ши, кунта килсе тӗрӗсех турăм-ши?» – тесе пӗр хушă иккӗленсе те илтӗм. Хӗртсе хӗртекен хӗвел çинче икӗ сехет те тăтăмăр пуль. Пирӗн водитель гуманитари пулăшăвӗ кӳнине ӗнентерекен, пирӗн даннăйсене çырнă хутсене кăтартсан та мӗн тӗллевпе, кампа, миçемӗш хут килни пирки тӗпчерӗç. Водитель хыççăн темшӗн тӳрех манран ыйтма пуçларӗç. «Чикӗ урлă каçармаççӗ иккен тупата», – тесе те шутларăм. Паспорта каялла парсан хаш! сывласа ятăм вара, çапла Турă пулăшнипе малалла кайрăмăр.

 – Çул кăтартакан ятарлă çынсăр салтаксем патне çитме çук теççӗ, сирӗн те пурччӗ-и кун пек çыннăр? Мӗнлерех кӗтсе илчӗ Раççейӗн çӗнӗ регионӗ сире?

– Çул кăтартакансем пулмарӗç. Пирӗн пӗри «Атăл» батальон çыннипе çыхăну тытрӗ. Ăçта-ăçта каймаллине ăнлантарчӗç. Хирсене минăран тасатнине, çулсем хӗрринче çар техники, хăшӗ тин кăна килнӗ те шалалла кӗме хатӗрленет, хăшӗ çуннă, юрăхсăр ларать, йӗри-таврара çапăçу пынă йӗрсем... Çакна курсан пӗр хушă чӗлхесӗр пулса лартăм. Нумай пулмасть кăна кунта çав тери хăрушă пулни куç тӗлне тухрӗ. Мариуполь хулине çитсен ăна хăвăрт йӗркене кӗртсе пыни курăнчӗ, хула урамӗсенче светофорсем ӗçлеççӗ, полици пур. Çавах та снарядсем шăтарнă çуртсене курсан çан-çурăм çӳçенсе илет. Хапхисем çине «Кунта мирлӗ çынсем пурăнаççӗ» тесе çыра-çыра хунă ишӗлнӗ харпăр çуртсем тăлăххăн лараççӗ. «Азовсталь» çывăхӗнче те пулса куртăмăр. Хăрушă картина: завод та, çывăхӗнчи кӗпер те ишӗлнӗ. Хăçан-тăр пулнă çав тери пысăк завод хуп-хура ларать халӗ. Кунта мӗн пулса иртнине хыпарсенчи сюжетсем туллин кăтартайман пек те туйăнчӗ мана. Паллах, ун территорине никама та кӗртмеççӗ, кӗперсене те çар çыннисем лайăх сыхлаççӗ. Хула çийӗн вӗçӗмсӗр вӗçекен беспилотниксем лару-тăрăва сăнаса тăраççӗ.

– Вырăнти халăхпа калаçма май пулчӗ-и, куç айӗн пăхмарӗç-и?

 – Хамăрăннисем патне васканипе мариупольсемпе калаçма питех май та пулмарӗ пирӗн. Ишӗлнӗ çурт çумӗнчи пӗр пысăках мар пасара кӗрсе какай туянтăмăр. Сутуçăсемпе кăшт шӳтлесе те илтӗмӗр. Йӗркеллех калаçрӗç, курайманлăха сисмерӗм. Сăмах май, пасарта мӗн кирли веçех пур, анчах укçан кăна туянма пулать. Хула хăй еккипе пурăнать. Коляскăпа уçăлса çӳрекен аннесем те курăнкалаççӗ. Çул çитмен хӗрсемпе каччăсем те ирӗклӗн çӳреççӗ. Хаваслă кăна мар вӗсем, ахăлтатса кулмаççӗ, шухăшлăн. 

 – Хамăрăннисене хăвăрт тупайрăр-и?

 – Пасартан тухсан хамăрăннисем патне кайрăмăр, суккăрла тенӗ пек, мӗншӗн тесен телефонсем çинчен симкăсене кăларттарчӗç, геолокацие сӳнтерттерчӗç. Тăвăр урамра «Атăл» шевронӗллӗ пӗр салтака курсан чарăнтăмăр. Пирӗнпе тӳрех тараватлă пулчӗ тесе калаймастăп, асăрханса калаçрӗ, каярах такампа çыхăннă хыççăн тин çул кăтартса ячӗ. Пирӗн салтаксем ăçтине вырăнти çынсем неонацистсене пӗлтернӗ тӗслӗхсем пулнипе автомобиль 21-мӗш регион номерӗллӗ пулсан та асăрханма тивнине пӗлтерчӗ вăл хăй кайран кун пирки.

– Хăйсем патне çамрăк хӗр килессе кӗтменскерсем сана мӗнле йышăнчӗç? Пурнăç условийӗсем мӗнлерех салтаксен?

– Мӗнле кӗтсе илеççӗ-ши тесе чăнах та пăшăрханнăччӗ малтан. Мана вӗт «Единая Россия» партире çур çул: «Мӗн тумалла сан унта, салтаксен хӗрпе калаçса ларас шухăш мар халӗ, апла-капла пулас пулсан тата сана хӳтӗлемелле?» – текен шухăша пуçа çапса кӗртнӗ, кун хыççăн мӗнле шикленмӗн? Шупашкартан килнӗ пулсан та салтаксем хăйсен территорине машинăна тӗрӗслемесӗр кӗртмерӗç. Çитсе чарăнсан хирӗç пӗрин хыççăн тепри 30 яхăн салтак тухрӗ. Пӗр хӗр те çук. Малтан хӗрринерех пăрăнса итлесе кăна тăтăм. Никама та палламастăп вӗт. Юрать Николай атте вашаватскер, хайхисене тӳрех ӗç хушрӗ, хăшӗн кӳнӗ гуманитаркăна пушатмалла, теприн ăçта-тăр мӗн-тӗр йăтса каймалла... Кăшт тăрсан салтаксем манпа та сăмах хушкалама тытăнчӗç. Камăн-тăр арăмӗ тесе шутланă иккен вӗсем ман пирки. Апла маррине пӗлсен çăмăллăнах калаçма тытăнтăмăр. Гуманитари пулăшăвне пушатса пӗтерсен апат çиме илсе кайрӗç. Каснă салмапа аш шӳрпи пӗçернӗччӗ, кукамай яшки пекех тутлăччӗ вăл. Николай атте тӳрех службăна хатӗрленме тытăнчӗ. Çар çыннисем çав териех Турра шаннине шутламан та эп малтан. Территорире пур çӗрте те салтаксем, ушкăн-ушкăн пуçтарăнса калаçса тăраканнисем те пур. Канаççӗ иккен вӗсем кунта. Николай атте службăна хатӗрленнӗ вăхăтра темиçе салтак мана хăйсен пурăнмалли вырăнӗсене кăтартса çӳрерӗ. Мӗн кирли вӗсен веçех пурччӗ, кушаккисемпе йыттисем таранах. Çывăрмалли, апатланмалли вырăнӗсем те япăх марччӗ. Хăйсем тӗллӗн мунча та лартнă. 

– Кăмăл-туйăмӗсем мӗнлерехчӗ вӗсен, мӗн тесен те ача вăййи вылямаççӗ вӗт.

– Унти салтаксем çав тери ывăннă, шăпана кӳреннӗ, депрессире пуль тесе шутласа пынăччӗ кайнă чух эп. Çук иккен, çӗкленӳллӗ кăмăллă хăйсем, пӗр-пӗрин хушшинчи хутшăнăвне вара ăмсанмалăх та пур. «Кăна тумастăп», «мана кирлӗ мар» тени çук унта, хушнине сăмахсăрах пурнăçлаççӗ. Пӗр çемьери пек туслă, пӗр-пӗриншӗн яваплă. Вырăсла та, чăвашла та калаçаççӗ.

– Пӗрремӗш кунӗ паллă-ха, çӗнӗ вырăн, адреналин, иккӗмӗш кунхине киле тарас килмерӗ-и, хăрушсăр мар вӗт-ха кун пек çӗрте, пирӗн салтаксем пурăнакан вырăн яланах тăшманшăн мишень? 

– Пӗтӗмпе икӗ каç выртрăмăр унта. Пӗрремӗш кунхине «Атăлăн» пӗрремӗш ротине кăнтăрла хыççăн çитрӗмӗр. Николай атте служба ирттерсен çӗр выртма иккӗмӗш ротăна илсе кайрӗç. Вӗсем патне пӗр 40 минут та кайрăмăр пуль. Унта вара пире кӗтсе тăратчӗç ӗнтӗ. «Атăл» батальон тăракан вырăн фронтран 150 çухрăмра пулнипе-ши – хăрани-мӗнӗ пулмарӗ. Каçхине çывăрас умӗн кăна пӗр кунхине ăçта-тăр 6-ра, 12-ре пенӗ сасăсем илтӗннине раципе каларӗç. Иккӗн тӗрӗслеме кайрӗç, дронсене асăрхаса пени кăна пулнă иккен. Тепӗр кун ирхине вара чăнах та фронт линийӗнчен 7 çухрăмра тăракан мобилизаципе кайнă салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ леçрӗмӗр. Пӗр енне кăна виçӗ сехет ытла кайрăмăр.

 – Фронт патне çывхарнăçем «пейзаж» улшăнса пынипе чӗре ура тӗпне те анчӗ пуль? 

– Хăраканах çын мар эпӗ, çитменнине пӗр кун маларах БТР çӳретсе те, автоматран персе те пăхрăм. «Атăлсем» экипировкăсăр ямарӗç пире. 16 килограмлă бронежилет маншăн йывăррипе çăмăллатнине, 8 килограмлине, тăхăнтартрӗç. Тӗлӗнетӗп, мӗнле йăтса çӳреççӗ-ши вӗсене салтаксем тата снаряд-пульăран та сыхланмалла, хăйсен те пемелле вӗт-ха. Мобилизованныйсемпе хăйсемпе калаçма май килмерӗ хальхинче. Вӗсем пурăнакан вырăна пире кӗртмерӗç. Çул çинче пур çӗрте те çар çыннисем тăраççӗ, çирӗп тӗрӗслеççӗ. Хăш рота, кам валли посылка илсе килнине тата ыттине ыйтаççӗ. Раципе калаçнă хыççăн гуманитари склачӗ патне хăйсем хыççăн хăвăрт, ниçта чарăнмасăр пыма каларӗç. Гуманитари пулăшăвне илме чăвашсем хăйсем килчӗç. Унта та пире нумай тăратмарӗç, çур сехет пек кăна. «Атăл» батальонӗнчисем те, мобилизаципе кайнисем те пурте пире курсан савăнчӗç, килте пулнă пекех туйăнчӗ терӗç. Йӗри-таврари «пейзаж» кунта чăнах та çӳçентерекенни. Фронта мӗн чухлӗ çывăхрах – çавăн чухлӗ хăрушăрах. Çул хӗрринче çуннă техника нумай, унта та кунта танксене хирӗç чавнă окопсем. Пирӗн окопсем тăп-тăваткал, пысăк, тарăн, лешсен шăтăк кăна, окоп чавма вăхăчӗсем пулман-ши? Çавăнпа çулсăр пуçне яка, пушă вырăн çук та кунта. Çав вăхăтра пеместчӗç, шăплăх сехечӗ пырать тесе ăнлантарчӗç. Мӗнле калаçса татăлнă енсем – пӗлместӗп. Таврара шăп, ăшă, вӗçен кайăксем юрлатчӗç. Çав самантсенче ку тӗлте вăхăт чарăннă пекех туйăнчӗ мана... Салтаксем патӗнче икӗ кун мар, чылай нумайрах пултăм пек туйăнчӗ. Çак вăхăтра вӗсенчен кашни тăван пекех çывăх пулса кайрӗ. Уйрăлнă чух куççуль те тухрӗ.

– Вăрçă пыракан тӗлтен çын урăхланса килет теççӗ. Хăвăнта мӗнле-тӗр улшăнусем пулнине сисрӗн-и?

 – Украинăри ятарлă çар операцийӗ маншăн малтан абстрактлă япала пек туйăнатчӗ пулсан, халӗ хам куçпа курнă хыççăн ун çине урăхла пăхатăп, кăшт лăплантăм та пек. Кун пек вырăнта улшăнмасăр май çук, мӗншӗн тесен пурнăç хаклăхӗсем урăххисем унта, малти вырăнта – çынлăх, чăн-чăн туслăх, яваплăх, урăхла каласан этем çӳп-çапран, ăшри хывăхран тасарах. Эпӗ те акă çак çулçӳреврен кăшт аслăрах та ăслăрах пулса таврăнтăм пек туйăнать. Унта кайиччен, Украинăри çар операцийӗнче манăн пӗр çывăх тăван та, юлташ та çукчӗ, халӗ хам паллашнă çак 100 ытла çын тăван пекех çывăх маншăн. Чикӗ урлă каялла каçсан ку атьсем çав хăрушлăхра юлнăшăн, эпӗ вара кунта мирлӗ пурнăçпа пурăнма таврăннăшăн хама намăс пек те туйăнчӗ.

– Украинăна каяссине аçу-аннӳ мӗнле йышăнчӗ, малашне тепре те кайма шутлатăн-и?

– Эпӗ унта каяссине атте-аннене каламан. Вӗсем маншăн çав тери пăшăрханасса пӗлетӗп вӗт. Каланă пулсан вӗсем те, эпӗ те канăçа çухатнă пулăттăмăр. Çавăнпа таврăнсан кăна пӗлтерме малтанах шутласа хутăм. Анне хыпара лăпкăн йышăнчӗ-ха, хăнăхнă вăл эп пӗр вырăнта ларманнине, атте вара: «Оксана-а-а, каласа каймалла кун пек чух!» – терӗ çирӗппӗн. Каярах кăна ку уншăн пӗрре те кӗтменлӗх пулманнине каларӗ. Малашнехи план тенӗрен, гуманитари пулăшăвӗ леçесси курса-канса çӳремелли çӳлçӳрев маррине малтанах картса хунăччӗ эпӗ. Кайнă-курнă, кайран пулăшмалла тенӗччӗ. Хамăр республикăри чăвашсем хушшинче гуманитари пулăшăвӗ пуçтарас шухăш пур ман халь. «Единая Россия» парти урлă Мариуполе ӗçлеме каяс кăмăл та пысăк, анчах пӗлетӗп: унта мана партирен те, атте-анне те ямаççӗ. Эппин, кунтан пулăшмалли кăна юлать. Çитменнине Энергетика университетӗнчен вӗренсе тухсан малалла тата патшалăх управленецне вӗренме ӗмӗтленетӗп. Мӗншӗн тесен хама малашне реклама, общественнăçпа çыхăну тытакан специалист пек курмастăп, мӗн-тӗр урăххи тата пӗлтерӗшлӗрех професси кирлӗ. (О.Ситриванова  сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

1

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество