Чăваш Шупашкарӗн фермерӗ сӗт сăвассипе малта
Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче пурăнакан Людмила Ивановнăпа Сергей Васильевич Ильдуловсем 2019 çулта кӳршӗллӗ Вырăс Шупашкарӗнче фермер хуçалăхне йӗркеленӗ. Мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетеççӗ, сӗт сăваççӗ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 100 пуç ытла ӗне-выльăх, вӗсенчен 55-шӗ сăвăнаканни. Районти пӗчӗк фермерпа хресчен хуçалăхӗсен (150 пуçа çитиччен выльăхлисем) хушшинче сӗт сăвассипе малта пыраççӗ.
Иртнӗ эрнере ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн Чӗнӗвӗнче ял хуçалăх отраслӗн ӗне-выльăх шутне сыхласа хăварасси тӗп задача пулмаллине палăртрӗ. Пӗлтӗр 2 миллион тонна сӗт суса республика Раççейре мала тухнă. Кăçал та ку кăтартуран чакмалла мар пирӗн. Фермер хуçалăхӗсене агрохолдингсемпе танлашма йывăр, çапах та вӗсем хăйсенчен сисӗнмелле пай кӗртеççӗ, çав шутра Ильдуловсем те.
Фермер ӗçне пуçăннăранпа тупăша алăра питех тытса та курманнине пытармаççӗ Чăваш Шупашкарӗн фермерӗсем. Пухăннă укçана ӗç çине ярса пыраççӗ: хуçалăх территорине карта тытса çавăрнă, электрокӗтӳç туянннă, утă-улăм, тырă валли 100 метр тăршӗллӗ кӗлет, 200 пуç вырнаçмалли пысăк ферма туса лартнă, çуллахи тата хӗллехи ферма çурчӗсенче сӗт пăрăхӗсем янă, сӗте сивӗтмелли оборудовани туяннă, канмалли пӳлӗмре тата хуралçă пӳртӗнче ăшă урайсем тунă. Кашни çул тенӗ пекех ăратлă выльăх та туянаççӗ. Пӗлтӗр кӗркунне кăна-ха кӗтӗве ăратлă 10 тына туянса çӗнетнӗ. Техника та ванмасăр тăмасть. Çӗр лаптăкӗ вӗсен 72 гектар таранах, тырă, курăк акса илеççӗ. Кун пек пысăк ӗç тăкаксăр пулмасть, патшалăх пулăшăвӗпе кăна тума çук вӗсене. Çапах та малаллах талпăнаççӗ-ха чăваш-фермерсем, планра вӗсен ӗне-выльăх шутне ӳстерсе çемье бизнесне аталантарасси.
Илнӗ тупăш ытларах ӗç çинех кайса пынипе çынна ӗçе илеймеççӗ-ха Ильдуловсем хальлӗхе. Сезонра тара тынипе кăна çырлахаççӗ. Çапах та малашне ӗне-выльăх шутне ӳстерсе алă çавăрса ярсан пӗр трактористпа дояркăна яланхи ӗçе илмех шутлаççӗ, куçласа хунă çыннисем те пур. Халӗ вара хăйсем тӗллӗнех ӗлкӗрме тăрăшаççӗ, ачисем пулăшаççӗ. Выльăх апачӗ хатӗрлеме аслă ывăлӗсем Николайпа Дмитрий килеççӗ пулсан, 8-мӗш класра вӗренекен йӗкӗреш хӗрӗсем Машăпа Даша ӗне сума çӳреççӗ. 1-мӗш класра вӗренекен Миша валли те ӗç пур, аслисене вăл ӗне хăваласа пулăшать.
Кăçал типӗ çанталăк тăнăран ытти ял хуçалăхӗсем пекех Ильдуловсене те выльăх апачӗ хатӗрлеме çăмăлах пулман. 18 гектарти тырри аванах çитӗннӗ-ха, пӗр гектартан вăтамран 18-19 центнерах илнӗ. Людмила Ивановна каланă тăрăх, ку вӗсене Çӗнӗ çулччен çитме тивӗç, унтан сутăн илӗç. Улăмӗ тепӗр çула юлмалăхах та пур. Утă енчен вара кансӗре килнӗ, мӗншӗн тесен хăйсен çӗрӗ çинчи нумай çул ӳсекен курăкӗ савăнтарман кăçал. Ӳркенмен чăвашсем пурпӗр майне тупнă, таврари çырма-çатрасенчен, улăх-çарансенчен çулса хӗл каçмалăх утă хатӗрленех. Çемье пуçӗ Сергей Васильевич утта çулса типӗтнӗ хыççăн тюк туса тăнă пулсан, аслă ывăлӗсем ерçеймен чух (вӗсем Анат Камăра ӗçлеççӗ) мăшăрӗ Людмила Ивановна хăйех тюксене тракторпа кӗлете турттарнă.
Фермер хуçалăхӗнчи йывăр ӗç ытларах Сергей Васильевич çине тиенет пулсан, кил Людмила Ивановна çинче. Хуть мӗнле техникăна та çӳретеекен çак хӗрарăмшăн талăкра 24 сехет мар, чылай ытларах та пек туйăнать тепӗр чух. Вăл пилӗк ача амăшӗ, фермер кăна мар, Чăваш Шупашкарӗнчи Культура çурчӗн хормейстерӗ те тата, вăл ертсе пыракан «Çăлкуç» ача-пăча ансамблӗ тӗрлӗ конкурс çӗнтерӳçипе лауреачӗ.
Сăмах май, ансамбль валли костюмсем çӗлеме Ильдуловсем хăйсем пулăшаççӗ, çаплах ял мероприятийӗсене ирттерме те май пур таран пулăшма тăрăшаççӗ. Кил тӗрӗшре сахал-им-ха ӗç ял хӗрарăмӗн? Фермерсем килте те картиш тулли выльăх усраççӗ. Чăх-чӗпӗ те, сыснисем те пур. Пахчинче те мӗн кăна ӳсмест. Килти пахча çимӗçӗ кăçал та ăнса пулнă вӗсен, хăйсене çитмелӗх те, сутмалăх та, Лисичанск халăхне пулăшу памалăх та.
Тӗрлӗ çын пурăнать халь ялсенчен. Хăшӗ чăх та усрамасть, пахчине те темех лартмасть, Ильдуловсен вара апла мар, асатте-асаннесенчен юлнă йăлана çирӗп пăхăнса картишре, пахчара мăян шăтма памаççӗ, мӗншӗн тесен çӗре хисеплеме пӗлеççӗ. (Ильдуловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев