ЧĂВАШ ВĂЛ ПĂХМА КĂНА ЙĂВАШ
Хамăр ӗçе, пурнăç çулне – Çӗршыва сыхлама – тупнă эпир
Хамăр ӗçе, пурнăç çулне – Çӗршыва сыхлама – тупнă эпир
Чăн-чăн салтаксем Раççейре ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пулнă, пур, малашне те пуласси иккӗлентермест. Çавăнпа ӗç çуккипе контрактпа çара каяççӗ текенсемпе килӗшместӗп: пӗрремӗшӗнчен, йывăр та хăрушă ӗç вăл, иккӗмӗшӗнчен, чун туртнисӗр пурнăçлама çук. Çӗпрел район каччисем Константин Годуновпа Максим Журавлев та акă профессие чун туртнипех суйланă. Салтак тивӗçне малтан Сирире, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пурнăçлаççӗ. Артиллерист-ентешсемпе эпир вӗсем киле отпуска килсен курса калаçрăмăр.
тани панипе, те çӗршыва хӳтӗлеме вăхăт вӗсене суйланипе çулӗсене кура мар маттур хăйсем, кашни сăмаха шухăшласа, виçеллӗ калаçаççӗ. Салтак пурнăçне суйланăшăн иккӗленнин, ӳкӗннин сӗмӗ сассисенче те палăрмарӗ. Ыйтусене чăн-чăн арçынла кӗске те, татăклăн хуравларӗç. «Украинăри ятарлă çар операцине хăвăр ирӗкӗрпе кайрăр-и е мобилизаципе?» – тесе ыйтсан Константин пӗр шухăшласа тăмасăр: «Повесткăпа кайнисем мар, контракт çырнисем. Хамăр ӗçе, пурнăç çулне – Çӗршыва сыхлама – тупнă эпир. Çавăнпа пӗрремӗш кунранпах унта», – терӗ. Костя службăра пӗрремӗш çул мар. Салтакран килсен виçӗ çултан тепӗр хут çара, хальхинче контрактпа, кайнă. Максим вара Шупашкарта экономика колледжӗнчен вӗренсе тухсан шăпана çарпа çыхăнтарнă. Ентешсем Хусанти Росгвардин ятарлă тӗллевлӗ «Барс – 26» отрячӗн миномет батарейин артиллерисчӗсем. Салтак нушине Сирире, халӗ Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пӗрле пайланăран пӗртăванран кая мар çывăх вӗсем, пӗрин пурнăçӗ тепринчен нумай килнӗ вăхăтра урăхла пулаймасть те.
Чăн-чăн салтак вăл эмоци хыççăн кайса кăмăла йӳле яраканни мар. Ентешсем те акă хăйсене Украинăна ярассине килтисене пӗлтермен. Пăшăрхантарас темен. Максимăн çамрăк мăшăрӗ вăл ăçтине пӗлмесӗрех юлнă. «Кристина малтан нимӗн те пӗлместчӗ-ха, кайран вара хуйхăрчӗ», – терӗ салтак кун пирки кӗскен.
Çӗршыва хӳтӗлес професси çăмăл маррине аван пӗлекен контрактниксем вăрçă лару-тăрăвне хатӗрри паллă-ха, мобилизаципе кайнисем мӗнлерех-ши, мӗн кирли çитет-ши вӗсене?
– Мобилизаципе кайнисем те хăнăхса пыраççӗ ӗнтӗ. Хамăр та пӗрремӗш кун мар, хăнăхрăмăр. Апат, тумтир енчен йывăрлăхсем çук: çитереççӗ-тăхăнтараççӗ, посылкăсем килеççӗ, – пулчӗ ентеш-артиллеристсен хуравӗ.
Çӗпрел тăрăхӗн çак каччисемшӗн ятарлă çар операцийӗ 2022 çулхи февраль уйăхӗнчех пуçланнă. Хăйсем каланă тăрăх, 26-мӗшӗнче каçхине Киев çывăхӗнчи Гостомеле кӗнӗ те пӗр уйăх тăнă вӗсем.
– Вырăнти халăхпа курса калаçнă-и, мӗн туса çӳретӗр кунта текенсем çукчӗ-и? – тесе ыйтрăм тахçантанпах хама хумхантаракан ыйтăвăн тупсăмне пӗлес шутпа.
– Вырăнти çынсене Гостомельте чухне курнăччӗ, çумрах тăратчӗç, хăшӗ-пӗри подвалта пурăнатчӗ. «Ахмат» çарӗсем сыхлатчӗç вӗсене, апат, шыв кӳрсе паратчӗç. Пире хирӗççисем тухса кайнăччӗ ӗнтӗ унтан, çавăнпа мӗн тума килтӗр текеннисем çукчӗ, ытларах: «Мӗншӗн халь тин кăна килтӗр?» – тесе ыйтатчӗç.
– Гостомель нумай ишӗлчӗ-и?
– Ишӗлчӗ ӗнтӗ, нумай хутлă çурчӗсене ВСУ хăйех пере-пере çунтарчӗ. Кăна хамăр курса тăтăмăр. Кайран хыпарсене вулатпăр та эпир пенӗ теççӗ, – ВСУн икӗпитлӗхӗнчен тӗлӗннине пытармарӗç салтаксем.
– Каласа парăр-ха, пӗрремӗш кунсем хăрушăччӗ-и? Юлташăрсем вилнине те курма тиврӗ пуль...
– Малтан хăрушăччӗ ӗнтӗ, çын вӗт вăл мӗне те хăнăхать. Артиллеристсем эпир малта мар, хамăрăннисене хӳтӗлесе хыçаларах тăратпăр. Координатсем параççӗ те перетпӗр. Пирӗн подразделенире вилнисем пулмарӗç, февралӗн 27-мӗшӗнче комбат уринчен аманчӗ, мартăн 10-мӗшӗсенче икӗ водителӗн урисене осколок лекрӗ.
– Турра шанатăр-и?
– Унта ӗненменни те Турра шанма тытăнать.
– Отпуск вӗçленсе пырать, каяс та килмест пуль?
– Каяс килмест теместпӗр, шухăшпа эпир унта ӗнтӗ, тăвансене кăна хурлантарас килмест. Атте-аннесем иксӗмӗрӗн те çамрăк мар, вӗсем хуйхăраççӗ, эпир – вӗсемшӗн.
– Ятарлă çар операцийӗ пирки тӗрлӗрен калакансем пур. Çапах та çӗршыва сыхламаллах вӗт-ха. Украина нацисчӗсен енчен хăрушлăх чăнах та пурччӗ-и?
– Кам-тăр шанмасть те пуль, хам куçпа курнине калатăп эпӗ, кун пек хăрушлăх ун чухнех пурччӗ, халӗ те пур, – терӗ Костя çирӗппӗн унти чăн лару-тăрăва хак парса.
Костьăпа Максимăн отпускӗ вӗçленчӗ ӗнтӗ, вӗсем хальхи вăхăтра каллех ятарлă çар операцийӗнче. Сăмах май, отрядра чăвашсем нумаййине каларӗç вӗсем, хамăр республикăран та, кӳршӗллӗ регионсенчен те пур иккен. Çавăнпа атьсене малалла та Турă сыхласа тăтăр, мăн-мăн асатте-асаннесем упраччăр, тăшмана хирӗç тăма вăй-хăват паччăр. Чăваш вăл пăхма кăна йăваш, çапăçу хирӗнче арăсланран кая мар вăйлă. Çапла пулнă, пур, пулать те.
Ирина КУЗЬМИНА.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев