Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ветеран 100 çул тултарчӗ

Хусан хулинчи Мирный поселокӗнче пурăнакан вăрçă ветеранӗ, Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу чăвашӗ Федор Федорович Мердюков январӗн 14-мӗшӗнче 100 çулхи юбилейне паллă турӗ.

Федор Федорович чăннипех телейлӗ çын, шăпа ăна вăрăм кун-çул, йышлă тăван парнеленисӗр пуçне пурнăç тăршшӗпех упранă та. 1943 çулхи январь уйăхӗнче 18 тултарсан темиçе кунранах çар комиссариатне чӗнтернӗ ăна. Вăл вăхăтра чылай каччă тӳрех фронт окопне лекнӗ пулсан, ентешӗмӗре Турă çак нушаран тата çулталăк сыхланă. Мускав облаçӗнчи çар чаçӗнче хӗсметре тăраканскере политработниксен курсне вӗренме янă. 

Фронта 1944 çулта лекнӗ вăл. Иккӗмӗш Белорусси фрончӗн артиллерист-наводчикӗ Кенигсберга (халӗ Калининград), Польшăна ирӗке кăларнă. Çӗнтерӗве Германире, Берлинран 20 çухрăмра, кӗтсе илнӗ. Кунсăр пуçне тата ротăн политработникӗ те пулнă. «Политработник ӗçӗ çав тери йывăрччӗ, нумай вуламалла, нумай пӗлмеллеччӗ. Эпӗ вӗт çарта 10 çул ытла тăнă», – аса илчӗ çав вăхăтсене ветеран. Рота командирӗн çумӗ вăрçă хыççăн Ригăри сывлăш çар политучилищинче тата икӗ çул вӗреннӗ. Çапла замполит 1956 çулта тин çартан демобилизациленнӗ. 

100 çулти Федор Федорович ăс-тăнпа халӗ те çирӗп-ха. Ăнлă калаçать, йышлă тăванӗсен ачисемпе мăнукӗсене (8 пӗртăванран 6-шӗ сывă çитӗннӗ) пурне те паллать. «Хваттер туянайрăн-и?» – хальхинче те интересленчӗ хăйне саламлама килнӗ пӗртăванӗн мăнукӗнчен Наташа Мердюковăран. Çамрăк тăванӗ 25-мӗш хутра хваттер илнине пӗлсен: «Хваттерӳ ăшă-и хăть, шыв пусăмӗ лайăх-и?» – тесе тӗпчеме тытăнчӗ.

– Пӗлетӗр-и, пирӗн кукаç çав тери ырă кăмăллă çын. Куками (çурма белорус, çурма украинкаччӗ) çирӗпрехчӗ. Тинӗс хӗррине пӗрле канма илсе кайсан унăн сасси кăна илтӗнсе тăнине халӗ те астăватăп-ха. Кукаçи вара апла мар. Хусанта пӗртен-пӗр пиччӗшӗ пулнипе ялтан килнӗ кашни тăванне пулăшма тăрăшатчӗ, кама прописка тума, кама ӗçе вырнаçма... – питӗ ăшшăн каласа пачӗ кӗçӗн мăнукӗ. Сăмах май, ветеранăн 100 çулхи юбилейне тăванӗсем пӳрт туллиех пуçтарăннăччӗ, Хусантан, Ульяновскран тата Çӗпрел районӗнчен ятарласах килнӗччӗ, киленсе чăвашла калаçрӗ вӗсемпе Федор Федорович. Тӳрех сисӗнет – юратаççӗ пиччӗшне тăванӗсем.

Кӗçӗн Аксу чăвашне шăпа фронтра та, каярах Польшăра сывлăш-çар чаçӗнче хӗсметре тăнă чух та упранă курăнать, пӗрре те аманман вăл. Пурнăç юлташӗ пулма вара хăй пекех фронтовика, авиаполкра службăра тăнă Брянск облаçӗн пикине Екатерина Кузьминична Шестеринăна суйланă. 1951 çулта Краков хулинчи çар чаçӗнче пӗрлешнӗскерсем, 67 çул килӗштерсе пӗрле пурăннă.

1956 çулта çартан демобилизациленсен Мердюковсем тăван ялта темиçе уйăх пурăннă-ха, унтан Хусана куçнă. Федор Федорович «Теплоконтроль» завода слесарь пулса вырнаçнă, 20 çул ӗçленӗ вăл кунта. Тивӗçлӗ канăва тухас умӗн Хусанти сӗт-çу комбиначӗ çумӗнчи «Татремонта» куçнă, оборудованисене юсакан маçтăрта тăрăшаканскер, республикăри нумай-нумай хуçалăха оборудованисене юсама пулăшнă. Çемье малтан «Теплоконтроль» завод çывăхӗнчи Калиновка ялӗнче, 1961 çултанпа Мирный поселокӗнче тӗпленнӗ. 

Ентеш-ветерана хальхи вăхăтра хӗрӗ Валентина Федоровна пăхса тăрать. Федор Федоровичăн икӗ мăнук, виçӗ кӗçӗн мăнукӗпе пӗр кӗçӗн мăнукӗн ачи. Хусанта пурăнаканскерсем, кукашшӗ-мăн кукашшӗ патне килсех çӳреççӗ.

– Эп вăрçă çинчен питех калаçма тăрăшмастăп аттепе, юратмасть вăл çав вăхăтсене аса илме, – сăмаха пуçларӗ хӗрӗ Валентина Федоровна Дементьева. – Ырă кăмăлӗ, çынлăхӗ, тӗрӗслӗхӗ пуринчен ытла килӗшет мана тата йăлăнтараканни мар вăл пирӗн, пӗрре те. Тăвансем çав тери нумай ялта. Аттен пӗртăванӗсен ачисен шутне астумастăп та хăш чух. Килсех çӳреççӗ. Тăван ялӗнче атте кайранхи хут кӗçӗн шăллӗне пытарнă чух 2012 çулта пулнăччӗ, – терӗ.

Вăрăм ӗмӗрӗ Федор Федоровичăн Турă парни кăна мар, хăй тăрăшни те. Валентина Федоровна каланă тăрăх, ашшӗ нихăçан та эрех ӗçмен, пирус туртман, кун режимне çирӗп пăхăннă – куллен пӗр вăхăтра апатланассине (чамаласа тата кирлине кăна çиессине), выртса канассине йăлана кӗртнӗ.

– Атте нихăçан та медицинăна шанман. Ковидпа чирлесен те 4 таблетка эмел ӗçрӗ те урăх килӗшмерӗ, – вăрăм ӗмӗрӗн вăрттăнлăхне уçрӗ Валентина Федоровна. – Пӗрремӗшӗнчен, атте упранă хăйне, усал йăласемпе туслашман. Аннепе иккӗшӗ черетпе çуллен е çул сиктерсе санаторипе курортсенче, ытларах Хӗвел анăç Украинăпа Кисловодскра, сипленетчӗç. Килте нихçан та ахаль тăмастчӗ, çăвӗпех пахчара аппаланатчӗ, кил-çуртра тусни-ваннине юсатчӗ. Мӗн ватăличчен качакасем, чăхсем тытрӗç аннепе вӗсем. Ӗмӗр тăршшӗпех экологи енчен таса вырăнта (хыçрах вăрман пирӗн) пурăнни те витӗм пачӗ пуль. Атте ыхра-сухан питӗ юратать тата, – мăнаçланчӗ ашшӗпе. 

Сывă пурнăç йӗркине тытса пырасси вăл çынран çирӗп дисциплина ыйтать. Федор Федоровичăн ку енӗ халӗ те палăрать. Кун режимне пăсмасть, мӗнпурӗпе интересленсех тăрать. Халăх мелӗсем чунне çывăх пулнă уншăн.

– Анне тухтăрсене киле чӗнтерсе сывлăхне тӗрӗслеттерсех тăрать. Кукаçин юн тымарӗсем тап-таса. Пахчари çулла техӗмлӗ курăк, хӗлӗпе ыхра-сухан çини пулăшать-тӗр тесе шутлатпăр. Эп астăвасса, вăрмана качакасене кӗтме кайсан çулçă-курăк пуçтарса таврăнатчӗ те мачча çинче типӗтетчӗ. Ялан хурăн çулçи, типӗтнӗ хура пилеш е ытти çулçă-курăка вӗретсе ӗçетчӗ. Халăх мелӗсем çинчен кӗнекесем, календарьсем туянатчӗ, хаçат-журналта çырнисене касса илетчӗ, – калаçăва малалла тăсрӗ аслă мăнукӗ. 

Политработник пулнăран-ши Федор Федорович халӗ те политикăпа интересленет-ха, чăн та телеканалсенчен пӗр «Эфира» кăна пăхать. Ытларах радио итлет.  Украинăри лару-тăру çав тери хумхантарать ăна. Вăрçă мӗншӗн пуçланнине, пӗр халăх пӗр-пӗрне вӗлернине ниепле те ăнланма пултараймасть. «Пирӗн юлташсем вӗт, вăрçăра пӗрле тăшмана çӗнтернӗ эпир. Веçех пурччӗ вӗт вӗсен, мӗн çитмерӗ?» – тесе тӗлӗнет. 

Çӗнтерӗве çывхартнă ветеран хăйӗн юбилейӗнче те вăрçă темине асăнмасăр иртмерӗ ватă салтак. «Вăрçи часрах пӗттӗрччӗ ӗнтӗ», – тесе пăшăрханчӗ. 

Январӗн 14-мӗшӗнче Мердюковсен хапха алăкӗ хупăнмарӗ, хăнасем кунӗпе пӗрин хыççăн тепри килсе тăчӗç. РФ Президенчӗн В.Путинăн, ТР Раисӗн Р.Миннихановăн, Хусан мэрӗн И.Метшинăн саламне Хусанти Приволжски тата Вахитов районӗсен пуçлăхӗ Альберт Салихов çитернӗ май Хусан Федор Федоровича юбилейлă Çӗнтерӳ парадне кӗтнине пӗлтерчӗ. Тăван Çӗпрел тăрăхӗнчен пысăк делегаци килнӗшӗн чунтан хӗпӗртерӗ ватă салтак. Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров, унăн çумӗ, районти ЧНКЦ председателӗ Алексей Ярухин, Кивӗ Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Артем Солдатов саламлама ятарласах килчӗç. «Пурăнса çитрӗм иккен, район хăй ман пата килчӗ», – ăшшăн шӳтлерӗ ветеран. «Çулсем начарччӗ районта...» – тесе хучӗ унтан. «Халӗ çулсем аван, Федор Федорович, çулла ятарласах тăван района, яла кăтартмашкăн килсех илсе кайăпăр», – шантарчӗ Марат Гафаров ветерана юбилейпе саламласа. Унтан Федор Федоровичăн кăкăрӗ çине районăн 90 çулхи юбилейӗн медальне çакрӗ. «Эсир пирӗншӗн, районшăн, республикăшăн тӗслӗх. Сывлăх сире, 105 çулхи юбилейӗре те килесшӗн-ха эпир», – терӗ.

Паллах, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем эпир те юлмарăмăр. Тӗп редакторпа Ирина Трифоновăпа ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малыше, çак йӗркесен авторӗ эпӗ те хисеплӗ ветерана ăшшăн саламласа парнесем патăмăр. Аслă Çӗнтерӗве туптанă чăваш ветерана, хисеплӗ ентешӗмӗре хамăр вулакансен ятӗнчен ăшшăн саламласа малашне те тăвансен ăшшине туйса, пуриншӗн çут тӗслӗх пулса нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2025 ГодЗащитникаОтечества 80-летие Великой Победы