ЧĂВАШСЕН ПӖРРЕМӖШ ХАÇАТНЕ НИКӖСЛЕКЕН
Вилес умӗн каланă юлашки сăмахӗсем çапларах пулнă Никольскин: «Никам та эпӗ кахал пулнă тесе каламӗ»
Николай Васильевич Никольский (1878 – 1961) – истори наукисен докторӗ, Хусан университечӗн, Хӗвелтухăç педагогика институчӗн, Мари педагогика институчӗн профессорӗ. Чăвашсенчен магистрăн (1913) тата истори наукисен докторӗн (1947) ученăй степенӗсене, профессорăн (1918) ученăй ятне илнӗ пирвайхи наука ӗçченӗ. Чăваш халăхӗн тата Атăл тăрăхӗнчи ытти халăхăн истори, этнографи, фольклор тата чӗлхе ыйтăвӗсене тӗпчессине пысăк тӳпе хывнă. Чăвашла пирвайхи «Хыпар» хаçатăн никӗслевçи. Музыкант пулнипе тата халăх медицинине лайăх пӗлнипе те паллă. Шупашкарти тӗн училищине, Хусанти тӗн семинарине, Хусанти тӗн академине пӗтернӗскер, Хусанти тӗн академийӗ çумӗнчи миссионерсен курсӗсенче чăваш чӗлхин, историйӗн тата этнографийӗн преподавателӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче истори преподавателӗпе наставникӗнче, Тӗн семинарийӗнче чăваш чӗлхи учителӗнче, Православи миссионер обществин Куçару комиссийӗнче делопроизводитель, секретарь пулса ӗçленӗ. 1906 çулхи кăрлач уйăхӗнче Н.В.Никольский чăвашла пирвайхи хаçат – «Хыпар» – кăларма пуçланă, унăн 22 номерӗн редактор-издателӗ пулнă.
Совет çулӗсенче Н.В.Никольский тӗпрен илсен Хусанти аслă шкулсенче педагогика ӗçӗпе ӗçленӗ. 1948 – 1950 çулсенче – Мари педагогика институчӗн профессорӗ. Нумай кӗнеке кăларнă.
Н.В.Никольский 1961 çулхи чӳк уйăхӗн 2-мӗшӗнче Хусанта 83 çулта вилнӗ. Вилес умӗн каланă юлашки сăмахӗсем çапларах пулнă: «Никам та эпӗ кахал пулнă тесе каламӗ». Хусан хулинчи Ар масарӗнче пытарнă.
Паян, майăн 19-мӗшӗнче, Николай Никольский çуралнăранпа 145 çул çитрӗ. Чăваш халăхӗшӗн ӗмӗр тăршшӗпе ырми-канми тăрăшнă профессор пирки тепӗр профессор, пирӗн ентеш Константин Константинович Петров аса илсе çырса хăварнипе паллашма сӗнетпӗр сире, хаклă вулакансем. Константин Константинович Николай Васильевича лайăх пӗлнӗ, юлашки çулӗсенче вӗсем питӗ туслă пулнă.
«Чăннипех ӗнтӗ: «Ӗмӗр сакки сарлака» теме пулать Николай Никольский пурнăçӗ пирки. Мӗнле кăна ларман вăл çав «саваламан сак» çине, мӗн кăна курман-ши хăйӗн ӗмӗрӗнче? Хӗн-асапне тăраничченех тутанса пăхнă, пысăк хуйхă-суйхă тӳснӗ, пурнăç тути-масине веçех пӗлнӗ. Çапах та Турă тивлечӗпе савăнăç-телей тени те, çутă хӗвел пекех, ялкăшса илнӗ тесе шутлатчӗ профессор хăйӗн «çӳлтен пӳрнӗ» кун-çулӗ пирки. Вăл, чăнах та, çав тери пархатарлă пурнăç пурăнса ирттернӗ.
Çынна пӗрремӗш хут курни сăнарланса ӗмӗрлӗхех асра юлать. Чи тӗрӗсси, чи хакли теме пулать пӗрремӗш курăма. Иккӗмӗш, виççӗмӗш тата ытларах та курни – хушăмсем çеç.
Николай Васильевич Никольские эпӗ пуçласа 1946 çулхи кӗркунне куртăм. Хусанта, хăйӗн юлашки хваттерӗнче (Бауман урамӗ, 45-мӗш çурт, 8-мӗш хваттер; çак çурт урамăн тепӗр енчи çӳллӗ хӗрлӗ чиркӗве хирӗçех. – Авт.), питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗ вăл мана.
Асăмра мӗнлерех юлчӗ-ха вăл? Утмăл саккăр тултарнă пулин те, хăй вунă çул чухлӗ çамрăкрах пек, ытла çӳллӗ мар, яштака, çутă сăнлă, типшӗмрех тăрăхла питлӗ, ăшă та çивӗч куçлă, виç кӗтеслӗх пек пӗчӗк мăхăйӗ пур. Тумӗ хаклă йышшиех мар та, анчах тирпейлӗ, таса. Çын çине кăмăлласа пăхать. Хисеплесе, васкамасăр калаçать. Пӳлмест. Пӗр калама пуçласан хавхалансах ăшшăн каласа парать. Мăшăрӗ те, Александра Владимировна, шăл тухтăрӗ, ырă кăмăлӗпе, сăпайлăхӗпе асра юлчӗ.
Икӗ сехете яхăн калаçса лартăмăр малтанхи тӗлпулура. Таса чун-чӗреллӗ çын сăнарӗ яланлăхах тухса тăчӗ ман ума. Çак хаклă астăвăм ан пăсăлтăр, чылайччен куç умӗнче пултăр, лайăх çирӗпленсе юлтăр тесе, эпӗ пӗр самант унпа тӗл пулма тăхтас терӗм.
Çав тапхăрта Хусанта чăвашла тухса тăнă «Хӗрлӗ ялав» хаçата «ман «Хыпарăн» тăсăмӗ» тесе шутлатчӗ Никольский. Ку редакцире эпӗ 1946 – 1963 çулсенче ӗçлерӗм. Вырăнти корреспондентран ял хуçалăх пайӗн заведующине куçса килсен, 1949 çулхи май уйăхӗнче вăл мана хăйӗнчен инçех мар хваттере яракан пурри çинчен пӗлтерчӗ. Çавăнта вырнаçрăм та ӗнтӗ пурăнма. Ку хваттерӗ Никольскисем пурăнакан çурт картишӗнчехчӗ, çавна май чăваш профессорӗпе час-часах тӗл пулаттăмăр. Вăл ман пата кӗретчӗ, эпӗ вӗсем патне хамăн ӗçпе час-часах кайса çӳреттӗм. Манăн Тайăр Тимкки çинчен ыйтса пӗлес килетчӗ. Çавăнпа та чылай чухне эпир унпа Тайăр çинчен сăмахлаттăмăр. Николай Васильевич халăхăмăрăн историйӗ, культури, этнографийӗ çинчен хăйех, ыйтмасăрах каласа пама юрататчӗ. Тӗн пирки те сахал мар калаçнă. Вăл Турра ӗненнӗ вӗт-ха тата православи тӗнне тишкерсе тӗпчев ӗçӗсем нумай çырнă.
Сайра хутра Никольский пирӗн редакцие кӗрсе тухатчӗ, материалсем те илсе пыратчӗ. Редактор та, ытти сотрудниксем те ăна питӗ лайăх пӗлетчӗç. Хисеплетчӗç. Çапах та унăн материалӗсене хаçатра пичетлесех кайман. Мӗншӗн тесен «тӗн шухăш-кăмăллă çыннăн» статйисем тухсан вăл вăхăтра редактора та, ыттисене те пуçран шăлман. Çавăнпа та Никольский материалӗсенчен тытăнарах тăнă.
Николай Васильевич Октябрьти революци хыççăнах профессор ятне илнӗ. Совет влаçне хирӗç тăман вăл. Çаплах ăна ырласа кӗтсе илнӗ теме те май çук. 1918 çулхи августра, Хусана «шуррисем» туртса илнӗ хыççăн, унăн хваттерне пӗр чиновникпа икӗ салтак – виçӗ çын – пырса çитнӗ. Самаях сехӗрленсе ӳкнӗ Александра Владимировна çапла пӗлтернӗ: «Килте çук вăл, çуллахи каникул вăхăтӗнче хăйӗн тăван ялӗнче Купăрляра пулать, унтан Етӗрнери учительсен курсӗнче вӗрентет».
Кӗтмен хăнасем çийӗнчех тухса кайман, профессорăн кӗнеки-хучӗсемпе паллашма пуçланă. Пӗр салтакӗпе чиновник чăваш пулнă. Никольский сӗтелӗ çинче выртакан «Евангелие» тахăшӗ «пӗçертме» те ӗлкӗрнӗ. Кил хуçи хӗрарăмӗн ыйтăвне хуравласа чиновникӗ кунта мӗншӗн килнин сăлтавне çапларах ăнлантарнă: «Николай Васильевича чăваш халăхӗ лайăх пӗлет, ăна хисеплет, юратать, ун сăмахне итлет. Чăваш профессорӗн авторитечӗпе усă курса çӗнӗ власть ăна пысăк вырăна – пӗр-пӗр пуçлăха – лартасшăн пулмалла». Александра Владимировна хирӗçлесе сăмах хушнă: «Ман упăшка нихçан та политикăна хутшăнман, хутшăнас та çук».
Етӗрне таврашӗнчен тухнă çамрăк салтак ейкеленсе сăмах çаптарнă: «Килӗшсессӗн – ăна пуçлăх тăваççӗ, килӗшмесен – пуçне касаççӗ».
Çак пăтăрмаха аса илсе Николай Васильевич пӗррехинче çапла каланăччӗ: «Çавăн чухне эпӗ хулара юлса шуррисем майлă пӗр-пӗр ӗç тунă пулсан сентябрьте Хусана хăтарнă большевиксем чăнласах пуç касма пултарнă». Ара, ун пек тӗслӗхсем чăнласах пулнă-çке. Шуррисем майлă ӗçленӗ чылай-чылай паллă çынна персе пăрахнине Никольский лайăх астăватчӗ.
«Пуç касасси» каярах та пулма пултарнă. Вăтăрмӗш çулсенче талантлă интеллигенцие мӗнле «шӗкӗлчесе» тăкнине эпир пӗлетпӗр. Никольский шуррисемпе çыхăнса чӗрне хури чухлӗ çеç айăпа кӗнӗ пулсан та, ун пурнăçне çăп-çăмăлах татма пултарнă. «Нехекрен Турă сыхларӗ», – тетчӗ профессор, ассăн сывласа.
Çапах та ăна вăтăрмӗш çулсенче тӗрмене лартнă-лартнах. Çав ахăрсамана вăхăтне чӗререн хурланса аса илетчӗ Никольский. Икӗ куçӗ те палăрмаллах шывланатчӗ. Упăшки вилсен (1961) унăн мăшăрӗ те çав пăтăрмаха час-часах аса илетчӗ.
Ӗçӗ çавăн пекрех пулса иртнӗ: Никольскин хваттерне малтан ухтарнă, «çивӗч материалсем» шыранă. Унтан Николай Васильевича хула тӗрмине тытса хупнă. «Тав Турра, «кирлӗ хутсем» тупайманнипе темиçе уйăхран Кольăна тӗрмерен кăларчӗç», – тесе каласа панăччӗ мана Александра Владимировна. Хăй вăл Николай Васильевич патне тӗрмене апат леçме çӳренӗ.
Никольские тытса хупни, унăн асаилӗвӗ тăрăх, пӗрре мар пулнă. Çавăнпах ӗнтӗ унăн кӗрлесе юхса пыракан кун-çулӗ çинчен çырни 1931 çула çитсен пат татăлать. Мӗн туса пурăннă вăл малашне? Унăн биографине кăтартнă чух «1931 – 1940 çулсенче Николай Васильевич пенсире пулнă» е «чирлӗ выртнă» тесе палăртни пур.
Эрлӗк мар-и? Чип-чипер ӗçлесе пурăннă çӗртенех ним айăпсăр çынна тӗрмене хупса лартаççӗ. Тепӗр самантран каллех тамăкри пек «тӗрме шăтăкне» илсе каяççӗ, çавăнта тискерле допрос тăваççӗ.
Тӗрмен якалса пӗтнӗ сакки çинче ларнă чухне, вилӗм çăварӗнчи лару-тăрура Никольский мӗн çинчен шутланă-ши? Большевиксене чунтанах ылханнă пулӗ. Ирӗке тухма ӗмӗтленсе, çӳлтен пулăшу ыйтса, Турра кӗлтунă пулӗ...
Вилӗм йăллинчен хăтăлса тухни шуйттан ытамӗнчен вӗçерӗнсе çӗнӗрен çуралса пурăнма пуçланă пекех туйăннă ăна.
Нумай хутчен тӗл пулса чунтан калаçнă чухне Никольский хăйӗн малтанхи юратăвне уçса паратчӗ. Чăн чăваш хӗрне чунтан-вартан савни çинчен каланăччӗ. «Хыпар» хаçата йӗркелесе ярас тесе шараçланнă вăхăтра, ăна кăларса тăма пуçланă чухне те вăл çирӗм çиччӗ урлă каçнă каччă пулнă-ха. Вăрнар тăрăхӗнчи Мăн Явăшри Владимир пачăшкăн чипер хӗрне Шурăна куçланă. Çак вырăс хӗрне качча илнӗ. Венчете тăнă. Ӗмӗр сакки çине çумлăн ларса 54 çул хушши ялан пӗрле пулнă вӗсем. Пӗр-пӗрне çав тери хисепленӗ. Юратнă упăшкин сывлăхне сыхлас тӗлӗшпе канăçсăр арăмӗ вута-шыва кӗме те хатӗр пулнă.
Юлашки кунӗсенче питӗ чухăн пурăнатчӗç вӗсем. Апат-çимӗçӗ япăх, тумтирӗ кивелсе çитнӗ. 1960 çулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче Н.В.Никольский Хусанти «конфликт комиссине» çакăн пек çырни пур: «...читал лекции ИЯЛИ по чувашскому научному языкознанию, всего 14 лекций. Мне было обещано по 25 рублей за каждую лекцию, всего следует мне за работу 350 рублей. До сих пор я их не могу получить. Прошу разобраться и навести справедливость». Анчах та «эта работа проведена вне плана» тесе сăлтавланипе, ӗçлесе тунă çăкăр таткилӗх çак укçана та илеймест вăл. Вилес умӗн темиçе уйăх маларах Никольский пире «Хыпар» хаçат тухса тăнă кунсем çинчен статья çырса пачӗ. Çав пӗчӗк гонораршăн та чунтанах тав тусаччӗ чухăн профессор. Редактор командировкăна тухса кайсан ун вырăнне вăхăтлăха эпӗ юлнăччӗ. Статйи те ман урлă пичете кайсаччӗ. Хаçатри вӗчӗх чунлă этемсем ăна кун çути парасшăн марччӗ. «Хам куçпа куртăм, – сăмах çаптарать пӗр сотрудник-идеолог, – çав миссионер чиркӳ умӗпе иртсе пынă чухне чарăнчӗ те виçӗ хут сăхсăхса илчӗ». Вӗсем вара хăйсен «ӗçне» турӗç-турӗçех. Мана «çӳле» (парти обкомне) чӗнсе илсе «асăрханусăр пулнăшăн» хытă асăрхаттарчӗç.
Н.И.Ашмарин профессора Чăваш патшалăхӗ çăнăх парса е ытти енӗпе пулăшни пирӗншӗн паллă-ха. Н.В.Никольские вара ун пек пулăшу паман. «Ман чун тутă, – тетчӗ Николай Васильевич яланах. – Хамăн вăрăм ӗмӗрӗн сарлака сакки çине таса çын пулса лартăм эпӗ. Тăван чăваш халăхӗшӗн чуна парса ӗçлерӗм. Çавăншăн савăнатăп».
Пурнăçа тем пек юратсан та, ырă ӗмӗчӗсем пысăк пулсан та сакăр вун тăваттăпа пыракан Николай Васильевич Никольский йывăр чире çӗнтереймерӗ – 1961 çулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче унăн харсăр чӗри тапма чарăннă. Хисеплӗ профессора хула хӗрринчи Ар масарӗ çине чыслăн пытартăмăр.
Вăл вилнӗ, анчах наукăри ӗçӗсем чӗрӗ. Чăвашсем валли тăван чӗлхепе «Хыпар» хаçат уçса панишӗн те уйрăмах пысăка хурса хаклать пирӗн халăх Никольские».
Константин ПЕТРОВĂН
«Хыпар» никӗслевçи» кӗнекинчен.
Сăнӳкерчӗк nasledie.nbchr.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев