Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен пӗрремӗш журналӗ тухма пуçланăранпа 105 çул

Тӗрлӗ сăлтавсене пула 1921 çулта «Шурăмпуç» журналăн юлашки номерӗ тухнă. Пурӗ 18 кăларăм кун çути курма ӗлкӗрнӗ çак кӗске вăхăтра.

1919 çул пуçламăшӗнче Хусанта тухма пуçланă политикăпа ăслăлăх тата литература журналӗн малтанхи номерӗн ум статйинче «Епир, чăвашсем, халиччен хамăр чӗлхепе çырнă журнал таврашӗ курманччӗ-ха, ку пирӗн чи пуçламăшӗ,пӗртен-пӗр журнал. Вăл вӗреннӗ çынсем мӗнле ăслăлăх тупса, мӗн каланине чăваш халăх хушшине сарӗ. Йепле тӗттӗм çӗр хыççăн шурăм-пуç çуталса, çутă кун çитессине пӗлтерет, çавăн пек çак пирӗн çӗнӗ журнал та чăваш халăхӗ çутта тухассине пӗлтерет. Çавăнпа унăн ячӗ те „ШУРĂМ-ПУÇ“ пулать…», —
тесе çырнă.

Çавăнпа пӗрлех журналта политика, наука тата литература уйрăмӗсем пуласса палăртса хăварнă. Кашни пай чи çӗнӗ ăслăлăхсем çинчен çырӗ тесе асăнса хăварнă. «Политический тийекен отдел пӗтӗм тӗнчери халăхсен пурăнăçӗ çинчен çырса пӗлтерӗ. Хăш патшалăхра мӗнле йӗрке, ăçта халăх аван, ăçта начар пурăнать…»
Тепӗр пайӗ «Научный» ятпа пулать. Унта вара «çӗр çинчи çӗнӗ ăслăлăх мӗн çырнине тӗттӗм чăваш халăхне каласа ăнлантарӗç. Унта халăх йе выльăх-чӗрлӗх хушшинчи чир-чӗрсем çинчен (медицина и ветеринария), йепле майпа чир-чӗртен хăтăлмалли çинчен çырса тăрӗç, тата çут-çанталăк çинчен (естествознание, природоведение) каласа ăнлантарӗç. Тӗрлӗ халăха пит кирлӗ ăслăлăхсем çинчен (химия, физика, зоология, ботаника тата ытти те) çырӗç. Çак научный отделтах тата çӗр мӗнле ӗçлесси çинчен (сельское хозяйство) çырӗç. Мӗнле çӗр ӗçлесен асап сахалтарах та усси нумайтараххине каласа ăнлантарӗç. Тата кӗсемсӗр пуçне çак отделтах чăваш халăхӗн истори çинчен, ăçта вăл, йепле пурăнни çинчен чăваша паллаштарӗç».

3-мӗш «Литературный» ятлă пайӗнче «…тӗрлӗрен чăваш сăввисем (стихотворения), пурăнăç йӗркине сăмахпа каласа кăтартни (рассказы, повести) тӗрлӗрен халлапсем, йумахсем, пйескăсем тата урăх нумай тем тӗрлӗ çырусем çаптарӗç. Тата вырăсла, йе урăх чӗлхерен куçарнă аван çырусем те пулӗç», — тесе пӗлтернӗ.
Палăртнă пекех, журнал страницисенче политика ыйтăвӗсене çутатакан статьясемпе очерксем те, халăхăн иртнӗ кунӗсем çинчен каласа кăтартнисем те чылай пичетленнӗ. Журналăн 1-мӗш номерӗнче (1919) С. Зимницкий профессорăн «Испани чирӗ» статйипе паллашма пулать. Вăл вăхăтра анлă сарăлнă чир çинчен питӗ ăнланмалла çырса кăтартнă. Чирлесенех мӗнле паллăсем пулнине, мӗн ыратнине, ытти чирсенчен мӗнле уйăрмаллине, лексен миçе кунтан аптратнине, çак чир виçӗ тӗслӗ пулни çинчен пӗлме пулать. Çав çулти журналăн 4-мӗш номерӗнче «Стенка Раçинпа чăваш халăхӗ» статьяпа паллашма пулать. Çак статьяра Çӗрпӳ уесӗнчи Раçина пулăшнă чăваш ялӗсен вырăсла списокӗ пур. 5-мӗш номерте (1919) пичетленнӗ Юркка Иванӗн «Чăваш чӗлхи çинчен ӗлӗкех çырнă кӗнекесем» списокпа паллашма питӗ интереслӗ пулмалла. 1737 çултан пуçласа 1912 çулччен тухнă кӗнекесен списокӗ питӗ пуян. Çакăнта Н. И. Ашмаринăн «Материалы для изучения чувашского языка» (1898), «Опыт исследования чувашского синтаксиса» кӗнекен 1-мӗш пайӗ (1903), «Словарь чувашского языка» кӗнекен 1-мӗшпе 2-мӗш кăларăмӗсем (1910) тата Н. В. Никольскин Хусанта тухнă «Русско-чувашский словарь» (1910) тата ытти те кӗнӗ.

Чăвашсен паллă çыравçисем çырнă сăвăсемпе поэмăсене, калавсемпе ытти хайлавсене халăх хушшинче сарма пулăшаканӗ шăпах ӗнтӗ «Шурăмпуç» журнал пулнă. Журналăн малтанхи номерӗсенче К.Ивановăн вилӗмсӗр «Нарспи», Н.Шупуççыннин «Хитре Чӗкеç» поэмисем, Ф.Павловăн «Сутра» комедийӗ, Г.Тал-Мăрсан «Пуян Петӗр» калавӗ пичетленнӗ. Вырăс писателӗсен паллă хайлавӗсем те тăтăшах кун çути курнă журналта. И. А. Крыловăн юптарăвӗсене, Л. Н. Толстой произведенийӗсене, А. П. Чехов пьесисене тата ыттисене те чăвашла куçарса пичетленӗ.
Тӗрлӗ сăлтавсене пула 1921 çулта «Шурăмпуç» журналăн юлашки номерӗ тухнă. Пурӗ 18 кăларăм кун çути курма ӗлкӗрнӗ çак кӗске вăхăтра.
1995 çулта «Шурăмпуç» ятпа Тутарстанри чăваш çыравçисен журналӗ тухма пуçланă. «Сувар» хаçат ӗçченӗсем тăрăшнипе вăл темиçе çулта пӗрре те пулсан тухсах тăрать. Акă халӗ те çӗнӗ номере пичете пама хатӗрленеççӗ Хусанти чăваш хаçатӗнче тăрăшакансем.
(Дина Тимофеева, Чăваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрăмӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России