Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЕÇКЕРИ ЧЕЧЕК НАЦИ УЯВНЕ ПУÇТАРЧӖ

Марисен «Çимӗкӗ» Агрыз районӗнчи Пелемешре иртрӗ

Иртнӗ шăматкун Агрыз районӗнчи Пелемеш ялӗнче марисен Çимӗкне хутшăнма май пулчӗ. Чăвашсен Çимӗкӗнчен пит уйрăлсах тăмасть уяв – пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă тус-тăвана, кӳршӗ-арша асăннипе çыхăннă. Халăх тӗнӗн кашни уявӗ çутçанталăка сума сунине  кăтартать. Çимӗк çӳлти патшалăха кайнисене асăннипе çыхăннă пулин те çутçанталăк хӗллехи ыйхăран вăранса çитни çине пусăм тăваççӗ ăна хатӗрлесе ирттерекенсем. 

Ял ячӗ çармăссен чӗлхинчен «Çеçкери чечек» тесе куçать. Паллах, ăçта чечек – унта вӗлле хурчӗ. Çавăнпа уяв ирттерекен тӳреме йывăçран касса ăсталанă вӗлле хурчӗсен кӗлеткисемпе, «пыл карасӗсемпе» илемлетнинчен тӗлӗнмӗпӗр. Тӗрлӗ-тӗрлӗ пыл сутакансен лаççи те кунтах, çывăхрах чей сутуçисен кӗтесӗ. Киосксене йывăç турачӗсемпе илемлетнӗ (чăвашсем те ӗлӗкрен çимӗк тӗлне кил-çурта симӗс çулçăллă туратсемпе капăрлатнă). 

Наци тумӗсене илем кӗртме эрешсем тӗрлӗ-тӗрлӗ, суйла кăна. Анчах туянма хӗнрех – халӗ хут укçа енчӗксенче сайра камăн пур, укçа-тенке картта çинче тытма хăнăхрăмăр, сутуçăпа тӳлевне телефон урлă та татма пулать. Анчах уяв иртекен çӗре мобильлӗ компанисен интернечӗ çитмен иккен, тӗллӗн-тӗллӗн кăна вăйсăррăн тытать.

Çăматă йăвалакансен ӗç хатӗрӗсене, йывăçран кӗлетке касса кăларнине сăнаса тăма кăсăк. Мари наци кухнин апатне тутанса пăхас текенсем нумай пулчӗç уявра. Çакна пӗлсе тăнă тейӗн, темиçе çӗрте те кăмака икерчи пӗçерсе вӗри апатпа хăналарӗç çынсене, черете тăрса илеççӗ. 

Халăх авалтан ӗçлесе пурăннă ӗç хатӗрӗсене интересленсех тишкерчӗ. Пелемешпе кӳршӗллӗ Кулегешра пурăнакан Оксана Петрова кавир тӗртсе ларать. Интересленекенсене пир тӗртекенсен станокӗ мӗнле ӗçлени пирки каласа кăтартать.  

Кăçал Çимӗкре шкул çулне çитмен ачасем те чылайччӗ, мари наци тумне тăхăннăскерсем пăхма чечен, хитре чечек пек тӳремре вӗлтӗртетсе çӳреççӗ. Ятнех тата вӗсене вăхăта интереслӗ ирттерме ӳкермелли площадка та, ярăнса савăнма чуччу та, ытти тӗрлӗ-тӗрлӗ вăйăсем йӗркеленӗ. Шкул çулӗнчи çамрăксем те хăйсене юттăн туймарӗç – волейбол выляма тăчӗç, мороженăй çирӗç, ӳкерме юратакансем мольберт умне ларчӗç, çакăнтах пленэр иртрӗ вӗсен.

Илемлӗ пролог хыççăн Тутарстанри ТР Марисен наципе культура автономийӗн пуçлăхӗ тата тӗп карт(мăчавар) Олег Александрович Третьяков сцена çине тухса пухăннисене саламларӗ, аслă вăйсенчен пил ыйтса Çимӗк ялавне хăпартма хушрӗ. Çакăн хыççăн сцена çине Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов тата Марий Эл Республикин Пуçлăхӗ Юрий Зайцев, «Марийцы России» Федераллă наципе культура автономийӗн канашӗн председателӗ  Лариса Яковлева улăхрӗç.

Рустам Нургалиевич халăхăн юрри-ташшин илемне мухтарӗ. Çимӗк республикăри ытти наци уявӗсемпе пӗрле халăхсен туслăхне çирӗплетме пулăшнине палăртрӗ. «Çӗршывра кăткăс лару-тăру тăнă вăхăтра çакă уйрăмах пысăк пӗлтерӗшлине çивӗч туятăн», – терӗ вăл шухăшлăн. Уява хутшăнакансен, курма килнисен йышӗ ӳснине ырларӗ. Ăруран ăрăва эткере типтерлӗн парса пынине, йăлисене упранине мухтарӗ. Питшăллине те пӗр ăруран теприне парса тăраççӗ иккен.  Çакăн пек чаплă уява çӳллӗ шайра хатӗрленӗшӗн ял, район ӗçченӗсене тав турӗ. 

Чи çутă уявсенчен пӗрне палăртма чӗннӗшӗн Юрий Зайцев тав туса сăмах каларӗ: «Сирӗн пата Марий Элтан çитрӗмӗр, хамăра килти пекех туятпăр: яланхи апат сӗтел çинче, таврари çынсем мари чӗлхипе калаçаççӗ, мари халăх йăлисене тăватпăр».

Çимӗк çуллахи наци календарьне уçнине асăнчӗ. Июнӗн 17-мӗшӗнче Марий Элта «Пеледыш пайрем» уяв иртет, Çимӗке килнисене çав уява хаваслă ирттерме йыхравларӗ. Марий Эл Республики этнокультурăна упрама, аталантарма çине тăрать. Тутарстанри мари чӗлхине вӗренекен шкулсене тăван чӗлхепе çырса кăларнă кӗнекесем парнелесси те çакăнпах çыхăннă.  

Тутарстан Республикин Раисӗпе Марий Эл Республикин Пуçлăхӗ наци культурине, вӗрентӗвне пысăк тӳпе кӗртнӗ çынсене Тутарстан тата Марий Эл Республикисен наградисемпе чысларӗç.

Лариса Яковлева хăйӗн сăмахӗнче Тутарстанра наци политикине çӳллӗ шайра тытса пынине палăртрӗ.

Уявăн официаллă пайӗ вӗçленсен пысăк концерт пуçланчӗ. Фольклор коллективӗсем Агрыз районӗнчи ялсенчен çеç мар пуçтарăннă, кӳршӗ районсенчен, Çырчаллинчен, юнашарти Удмурт Республикинчен, Свердловск облаçӗнчен тата, паллах, Марий Эл Республикинчен. Мари Республикин патшалăх юрăпа ташă ансамблӗ пӗлтӗр те килнӗччӗ, кăçал унăн программи тата анлăрах пулчӗ. 

Икӗ кӗçӗн сцена та пушă тăмарӗ. «Чевер Марий Ӳдыр 2023» (Мари пики 2023) тата «Марий Патыр 2023» конкурссенче яшсемпе пикесем чи-чи маттурри пуласшăн тупăшрӗç. Жюри пайташӗсем Хусанти С.Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗренекен Юлия Аксюбинăна Çимӗк пики пулма суйларӗç. Çимӗк паттăрӗ Андрей Атнабаев, Агрыз районӗнчех çуралса ӳснӗ. Халӗ вăл Çырчаллинчи политехника колледжӗнче вӗренет. 

Тутарстанра пурăнакан марисем Агрыз районӗнче уйрăмах йышлă – 10 яхăн мари ялӗ. Юлашки çулсенче нумайăшӗ тăван ялӗсене таврăнаççӗ, предприниматель ӗçне кӳлӗнеççӗ. Çимӗк те кунта тăваттăмӗш хут иртрӗ. Тутарстанăн 10 районӗнче пурăнакан марисем ку таранччен 32-мӗш хут Çимӗке пуçтарăнчӗç. Çитес Çимӗк ăçта иртесси халех паллă – Мамадыш районӗнче. Вăл кăçалхи пекех интереслӗ, хаваслă пуласса шанса тăратпăр.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане