Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çеçпӗл юратăвӗ: хавхалану-ши, асап-ши? Çак ыйту нумайăшне шухăшлаттарать

Чăваш литературин урокӗнче эпир тӗрлӗ çыравçăсемпе паллашатпăр. Пултарулăхне тишкернӗ май, тӗрлӗ кăсăклă информаципе тӗл пулатпăр. Çапла, Çеçпӗл Мишшин пултарулăхне тишкернӗ чухне Анастасия Червякован çырăвӗсемпе паллашрăмăр. Пурте пӗлетпӗр, Анастасия Червякова поэт пурнӑçне унăн хӗрӳллӗ юратӑвӗ пек кӗрсе юлнă. Çырăвӗсене вулатăн та асамлăх тӗнчине кӗрсе ӳкетӗн. Шел пулин те, паянхи кун çак тӗлӗнмелле юратăва тӗрлӗрен хаклаççӗ.

Çеçпӗл юратăвӗ еплерех пулнă-ши?"Хавхалану-ши, асап-ши?" Çак ыйту нумайăшне шухăшлаттарать. Эпир те кăсăкланса кайрăмăр. Çак тӗллевпе тӗпчев ӗçӗ ирттертӗмӗр. 

Малтан, Юрий Сементерӗн «Ялав» журналта тухнă тишкерӗвне тата çырусене вуласа тухрăмăр. Кунта унăн 99 çыруне пичетленӗ. 
Кам пулнă-ха Анастасия Червякова?

Çак ыйтăва хуравлас тӗллевпе Ульяновскри библиотекăна шăнкăравларăмăр, Анастасия Червякова шăпах çав библиотекăра ӗçленӗ. Нуся çинчен çак информацие пӗлтӗмӗр: 
1. Хитре те чипер Нуся Чӗмпӗр кӗпӗрнинче Улатăр хули çывăхӗнчи Сартуркка (Астрадамовка) ялӗнче Александр Сапрыгин чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Амăшӗ Маша нумай çул хушши улпут патӗнче тарçăра ӗçленӗ. Кӗпе-йӗм çунă, яшка-çăкăр пӗçернӗ.
2. Нуся иккӗре чухне амăшӗ вилсе каять. Мӗн пӗчӗкрен Нуся Чӗмпӗрти куккăшӗ — Петр Сыромятников — патӗнче пурăннă. Çавăнпа ăна Анастасия Петровна Сыромятникова тенӗ.
3. Петр Сыромятниковăн хăйӗн ачисем пулман, куккăшӗпе инкӗшӗ усрав хӗре тăван ачи вырăнне хурса юратса ӳстернӗ. Хайхи улпут пулăшнипе Сыромятников хулара вак-тӗвекпе сутă туса пурăнакан хуçа пулса тăнă. Хула училищинче вӗреннӗ чухне Нуся ашшӗне пулăшма пуçланă. Бухгалтер ӗçӗсене туса пынă.
4. Унтан тăван мар ашшӗ 22 çулхи Нусьăна пӗр ватă хусаха, уесри çӗрӗç пайӗнче ӗçлекен çул-йӗр техник-строителе Николай Червякова качча парать. Упăшкипе вӗсем пӗр ача та çуратса ӳстермен. Мăшăрӗ 1920 çул вӗçӗнче чирлесе вилет. Анастасия вара мӗн виличченех пӗччен пурăнать. Ӗçлессе Чӗмпӗрти библиотекăра та вăй хунă. Чăвашла калаçма вӗреннӗ.

Малтанхи çырăвӗсенчех Çеçпӗл Анастасия патне хитре сăвăсем çырнă. Пӗрремӗш хут курсанах Çеçпӗле унăн чечек пек хитре куçӗсем илӗртеççӗ. Çеçпӗл юрату тыткăнне лекет. Пирвайхи çырăвне сăвă евӗр çырса пӗлтерет. Кун çинчен Шупашкарти Çеçпӗл музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева питӗ паха материал хатӗрленӗ, çавна шыраса тупрăмăр. Вăл каласа панă тăрăх, малтанхи сăввине вырăсла çырнă: 
«Грустью овеяна, нежно — печальна,
В грустных мечтах утонувшая,
Вы так прекрасны, как греза минувшая,
Как звездочка ясная, ясная, дальняя...»

Малтанхи çырăвӗсене илсенех, Анастасия Çеçпӗле асăрхануллă пулмаллине систерет. Çавна пула, малтанлăха вӗсен хутшăнăвӗ туслăх шайӗнче çеç пулнă. Мӗн тесе çырнă-ха туссем? «Пирӗн хушăра — туслăх, çавăнпа та эпир хăвăра ытарайми тенӗшӗн кӳренме кирлӗ мар. Хӗрарăма пӗр кӗтмен çӗртен çапла калани, паллах, килӗшӳсӗр пулӗччӗ, туссен вара пӗр-пӗрне тус тесе чӗнмелле-тӗр. Çапла шутлатăп, çапла тăватăп», — тет вăл пӗр çырăвӗнче. Паллах, 10 çул аcлăрах хӗрарăм, упăшкипе чиркӳре венчет тăнăскер, хăйӗн туйăмӗсене ирӗке яман, упăшки сывă чухне тепӗр арçынпа пӗрлешесси çинчен калаçу та пулма пултарайман. Вăл хăйӗн чысне варламан. Пӗрремӗш çыруне илнӗ хыççăнах Анастасия хăй мăшăрлă иккенне пӗлтерет, кунтан каясса, çыру çӳретнин усси çуккине хыпарлать. Çеçпӗл вара туслă пулма хистет. Чăнах та, Çеçпӗле хутран-ситрен хуравласа çырусем те çырать. Вӗсем пӗр- пӗрне, тус-юлташ пулнă май, çырусем çырма пуçлаççӗ.

Çырăвӗсене вуланă хыççăн тӗлӗнмелле йӗркесене тупрăмăр, вӗсенче юратни, пӗр-пӗрин патне ăнтăлни курăнать. Малтанласа асапланать вăл. Акă, сăмахран, çакăн пек йӗркесем пур унта.

«Сирӗн пата çыру çыратăп. Çурта çурри ытла çунчӗ. Выртас пулать. Ыйхă килет, куç хупăнать. Юлашки шухăшсем — Сирӗн çинчен. Сире кӗл тăватăп...Мӗншӗн-ха Эсир Турă мар...». «Ют çынсем, ют сăн-питсем пурнăçăмра ман умран хисепсӗр нумай шăва-шăва иртрӗç, анчах вӗсем хушшинче чуншăн çывăххи, ăнланмалли пулмарӗ, пурте ютчӗ маншăн, пурте ютчӗ. Эпӗ шырарăм, ӗмӗт ӗмӗтлентӗм, шухăшăмсем умра таса, çывăх, пур енчен те лайăх çын сăнарне тӗрлерӗç. Тупрăм çав çынна, вăл инçе, вăл çывăх, вăл хӗвел пайăрки пек çутă, унăн чун- чӗри ырăпа усала сисӗмлӗн туйса тăрать. Çав çынна тупсанах эпӗ хама урăх ним те кирлӗ мар тесе тӗв турăм, тавралăхшăн, çутă тӗнчешӗн савăнтăм, унта çавăн пек ырă çынсем пурришӗн хӗпӗртерӗм...» «Сире курмасăр иртнӗ кунăмсемшӗн кулянатăп. Сире курмасăр иртес пилӗк куншăн пăшăрханатăп». 

Паллах, кашни çырăвне вулаймăн. Нумай çырăвӗнче вăл асапланнине, хăйӗн хуйхи-суйхине çырса пӗлтерет. Мӗн тери çепӗç, асамлă сăмахсемпе çырнă, тӗлӗнмелле туйăмсем! Апла пулсан, Çеçпӗл юратнă, асапланнă, чун-чӗререн юратнă. Хулара хăй чун-чӗрине, шалти вăрттăн шухăш-кăмăлне уçса пама, чун-хавалне хăпартакан çынна тӗл пулни Çеçпӗлшӗн савăнăç. Вăл ăна хăйӗн пӗтӗм хуйхи-суйхине, савăнăçне уçса парать. Çеçпӗл Мишши Анастасияна юратни паллă ӗнтӗ. Кăна эпир Балаковăра çыравçă çинчен ӳкернӗ кинокартинăра та куратпăр. Анчах та Анастасия юратнă-ши Çеçпӗл Мишшине е шеллесе çыхăну тытнă-ши? Çакă питӗ кăсăклантарса ячӗ. Эпир ун çинчен, вуланă çырусенчен уççăн калаймастпăр, мӗншӗн тесен Нуся вӗсене кăтартман. Анчах та, юратман пулсан, мӗншӗн çак çырусене вăл упранă? Паллах, Анастасия юратнă. Мӗншӗн тесен вăл çырусене çухатман. Тата Çеçпӗл патне кайран çыру çырать, анчах поэт ун чухне пурăнман ӗнтӗ... 

«Чăтма çук курас килет, куçăнтан пăхас килет. Тата хам сана хут çине çырса кăтартмалла мар вышкайсăр хытă юратнине пӗлтерӗттӗм. Юрататăп сана, чунăм, юратмалли пекех юрататăп. Эсӗ те юрататăн пулсан — ил мана хăвăн патна. Хамăн юратăвăмпа эпӗ сана пурнăç вăйӗ парăп, телей кӳрӗп. Тусăмçăм! Таврăн! Пар мана хăвăн çине пӗрре те пулин пăхса илме».

Çакăн хыççăн Анастасия Червякова Çеçпӗл çырăвӗсене тӗпчев институтне леçнӗ. Унти материалсем çыравçăн пултарулăхне, биографине тӗпчеме малашне кирлӗ пулӗç тесе. 99 çыруне çеç панă, ытти çырăвӗсене, хăшӗнче вăрттăн, чун тыткăнӗнче мӗн пулса иртнине çырса хăварнисене вара паман.
Çеçпӗле арестленӗ хыççăн Анастасия Червякова Чӗмпӗртен, инçе çула пăхмасăр, килсе çитет. Кăна эпир В.Савельевăн «Çеçпӗл» кинокартининчен куратпăр. Упӑшки вилнӗ хыççӑн 1920 çулхи декабрь уйӑхӗнче Анастасия Червякова хӑйӗн асаилӗвӗсенче: «Мишша çинчен асаилӳсемпе çеç пурӑнтӑм», — тесе çырать. Анчах шăпа пӗрлешме май паман. Вӑл унӑн çырӑвӗсене 25 çул хушши упраса пурӑннӑ. Çеçпӗл юратӑвӗ трагедилле вӗçленни тарăн шухӑша ярать. Çеçпӗл вилни çинчен хыпар илтсен Нуся Покрышень патне çапла çырса янӑ: «Шӑпа пире 1919 çулта тӗл пулма кӑмӑл турӗ. Çак паллашу Мишӑшӑн пӗр йӗрсӗр иртмерӗ. Вӑл мана юрататчӗ. Урӑх никама та, нихçан та юратма пултарайман пек. Ун пек лайӑх çынсем çеç юратма пултараççӗ, вӗсем пирӗн ӗмӗрте çав тери сахал...»
Тата нумайрах пӗлес тесе «Халăх шкулӗ» журналти материалпа паллашрăмăр. Зинаида Васильеван «Çеçпӗл — пирӗн чӗрери» статйи шухăша ячӗ. Унта Константин Петровăн асаилӗвӗ пур. Чӗмпӗре вӗренме кӗрсен вăл унти библиотекăра ӗçлекен Анастасия Червяковапа паллашнă. Анастасия ачасенчен яланах Çеçпӗл çинчен ыйта-ыйта пӗлнӗ. «Хăш енчисем?», «Çеçпӗл Мишши ентешӗ-тăванӗ мар-и?» — тесе ыйтнă. Апла пулсан, вăл Çеçпӗлпе ялан интересленнӗ.
Вăрçă хыççăн Анастасия К.Петровпа тӗл пулсан Çеçпӗл çырăвӗсене ăна кăтартнă тата Шупашкарти наукăпа тӗпчев институтне парасси çинчен калаçнă. Анчах Анастасия Червякова хăйне юратнă çыннăн хăш-пӗр çырăвне, вăрттăнраххисене, Шупашкара паман, хăйӗнчех хăварнă иккен. Вăл вӗсене Константин Петрова вулаттарнă. Унта çакăн пек йӗркесем пур.

«Пӗррехинче, çитмӗл çула çитесси 2-3 уйăх пек юлсан, чун-чӗререн хӳхлесе, «Çеçпӗл вилӗмӗшӗн эпӗ айăплă» тесе татăлсах йӗнӗ. Унтан Турăш умне чӗркуçленсе тăрса, çине-çине сăхсăхса пуç çапса Турăран хăйӗн çылăхӗсене каçарма ыйтнă. «Чăваш çынни умӗнче тилмӗрнипе Турă ман çылăхсене каçарнă пек туятăп», — тенӗ хавасланса. Вара упăшки чӗрӗ чухне вӗсен хушшинче мӗнле çыхăну пурри çинчен тӗплӗн каласа панă. 

Пӗтӗмлетӳ
Çак юрату Çеçпӗл Мишшине пурăнма хавхалантарнă. Икӗ çын çырӑвӗсенче çак тӗлӗнмелле сисӗмлӗ те интеллигентлӑ хӗрарӑм Анастасия Червякова тата чӑваш халăхӗн йывӑр шӑпаллӑ паллӑ çыннин, пултаруллă поэчӗн Çеçпӗл Мишшин кӑткӑс шӑпи уçӑлать. Анастасия Çеçпӗл юратӑвне мӗн виличченех упраса хӑварма пултарнă, ун çинчен яланах асра тытса пурӑннă, унӑн юратупа пӗçертсе яракан çырӑвӗсене вуншар-çӗршер хут вуласа тухнă. Апла пулсан, Çеçпӗлпе Анастасийăшăн ку юрату — чун савăнăçӗ, хавхалантарăвӗ пулса тăнă.

Пире, çамрăксене те, çак тӗслӗх пурнăçа тӗрӗс пурăнма вӗрентет, хамăра та çапла пулма хавхалантарать. Чăн-чăн юрату гимнӗ пек янраççӗ Çеçпӗл çырăвӗсем.

Ксения СЕМЕНОВА, Святослав ИНОХОДЦЕВ.
Ертӳçи Н.В.Григорьева, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ. 
В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин Саплăк вăтам шкулӗ,
Çӗпрел районӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев