Çеçпӗл Мишши фончӗ поэзие юратакансене çӗнӗ кӗнекесем парнелесех тăрать
1998 çулта йӗркеленнӗ Çеçпӗл Мишши фончӗ юлашки çулсенче поэзие юратакансене çӗнӗ кӗнекесем парнелесех тăрать. 2022-2023 çулсенче кăна çак обществăлла организаци çине тăрса ӗçленине пула Петӗр Хусанкайăн «Тилли кăна, Тилли тееççӗ...», Тутарстан халăх поэчӗн Ренат Харисăн «Кӗрхи чечексем», Чăваш халăх поэчӗн Валери Туркайăн «Ан хăр, юман, ан хуçăл!», Дагестан халăх поэчӗн Расул Гамзатовăн «Вучах умӗнче» кӗнекисем кун çути курчӗç.
Çак кунсенче Çеçпӗл Мишши фончӗ тепӗр пархатарлă, пысăк ӗç турӗ — чăваш вулаканне Пушкăртстанра çуралса ӳснӗ, халӗ те унтах пурăнакан питӗ пултаруллă чăваш поэтессин Зинаида Сурпанăн «Атя-ха, чунăм, калаçар...» ятлă кӗнекине парнелерӗ.
Зинаида Сурпан (Зинаида Николаевна СЕМЕНОВА) 1959 çулта Пушкăртстанри Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ятлă чăваш ялӗнче çуралнă. Çтерлӗри культурăпа çутӗç техникумӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн, 1988 çултанпа паянхи кунчченех тăван ялӗнчи «Ашкатар çăлкуçӗсем» фольклор тата юрăпа ташă халăх ушкăнне ертсе пырать. Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Фатих Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ. Сумлă та паллă сăвăç тăван ялӗнче пурăнать.
Çывăх вăхăтра Пушкăртстанăн тӗп хулинче Ӗпхӳре Зинаида Сурпанăн «Атя-ха, чунăм, калаçар...» кӗнеки кун çути курнă ятпа поэзипе туслăх каçне ирттерме палăртнă.
Валери ТУРКАЙ,
Чăваш халăх поэчӗ.
Сăнӳкерчӗк З.Сурпанăн харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев