Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çеçпӗл Мишшин юбилейне тăван тăрăхӗнче чаплăн паллă турӗç

Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗнче Чăваш Енри Канаш округӗнче Çеçпӗл Мишшин çуралнă кунне сумлăн паллă турӗç. Ирхине Шупашкарта Çеçпӗл палăкӗ умне чечек хунă хыççăн Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова, Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗсем – çыравçăсем – тата ытти культура учрежденийӗн ӗçченӗсем çула тухрӗç, Çеçпӗл ялне васкарӗç. Унта вӗсене Канаш округӗн пуçлăхӗ Сергей Михайлов тата поэта сума сăвакансем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç.

Çеçпӗл Мишши палăкӗ умӗнче митинг иртрӗ: «Чăваш халăхӗн ывăлӗпе – Çеçпӗл Мишшипе – эпир мухтанатпăр, унăн сăввисене паян та асра тытатпăр. Поэт кăçал 125 çул тултарнине пӗтӗм республикăпа, çӗршыври пур чăвашсемпе пӗрле паллă тăватпăр. Эпир аслă поэтăмăра яланах асра тытатпăр, вăл чӗнсе каланине пурнăçа кӗртсе пыратпăр. Пӗрле эпир Чăваш Енӗн мухтавлă ывăл-хӗрӗсен ятне çитӗнекен ăру валли упраса хăварма пултарасса шанса тăратăп», – терӗ Светлана Анатольевна. Уява килнисене, ăна йӗркелекенсене чӗререн тав турӗ. Палăк умӗнче Çеçпӗл шкулӗнче вӗренекенсем кăвар чӗреллӗ поэт сăввисене янраттарчӗç.

 

Чечек çыххи хунă хыççăн митинг Шăхасанти Канаш округӗн тӗп бибилотеки умӗнче малалла тăсăлчӗ. Унта Анатолий Кибеч, Раиса Сарби чăваш халăх çыравçисем тухса калаçрӗç, хăйсен сăввисене вуланă, палăк умне чечексем хунă хыççăн хăнасем вулавăшри Литература аслă пӳлӗмӗнче пухăнчӗç. Унта вӗсене пӗчӗк çеçпӗлçӗсем хăйсен аллипе ăсталанă çеçпӗл чечекӗсене парнелерӗç. Поэт хăйӗн хушма ячӗ валли шăпах çеçпӗл чечек ятне суйласа илнӗ-çке.

 

Унтан Шăхасанти тӗп культура çуртӗнче «Çеçпӗл йыхравӗ» концерт уява илем кӳчӗ. Халăх йышлă пухăннă кунта. Светлана Каликова пурне те уяв ячӗпе тепӗр хут саламларӗ, пултаруллисене тав хучӗпе чысларӗ.

Канаш округӗн Пуçлăхӗ Сергей Николаевич та пурне те Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнипе саламларӗ. Сцена çине чăваш çыравçисем, Чăваш наци конгерсӗн пайташӗсем, Çамрăксен театрӗн артисчӗсем... – Çеçпӗл ятне асра тытса Чăваш Еншӗн пархатарлă ӗç тăвакансем – тухса калаçрӗç.

 

Канаш çӗрӗ пултаруллă çынсемпе пуян. Акă Анатолий Кибеч чăваш халăх çыравçи сăмах илчӗ. «Çеçпӗл Мишши – пирӗн Канаш район ачи. Вăл çакăнта пурнăç сӗткенне илсе вăй пухнă, кунта литература çулӗ çине тăнă. Вулатăн та – унăн пултарулăхӗнче Канаш тăрăхӗн калаçăвӗ тӗпре пулни палăрать. Çакăнпа эпир, канашсем, мăнаçланатпăр», – терӗ вăл сцена çине тухсан. Çавăн пекех Канаш районӗнчен тухнă çыравçăсем те – Светлана Асамат чăваш халăх поэчӗ, Лидия Филиппова Çеçпӗл ентешӗ, Ольга Васильева Канаш районӗн хӗрӗ – хаваспах уява хутшăнчӗç.

Унта Çеçпӗл сăввисем, поэтсен хайлавӗсем, чăваш юрри-кӗвви янăрарӗ. Поэтăмăр сăввисене ачасем чăн чăвашла, чуна пырса тивмелле янраттарни уйрăмах чуна ăшăтрӗ.

 

Ольга ФЕДОРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев