Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чейӗ тутлă пултăр

Ачана миçе çулта чей ӗçтерме юрать? Педиатрсем мӗн шутлаççӗ кун пирки? «Икӗ çултан кӗçӗнрех ачасене хура чей ӗçтермелле мар», – теççӗ вӗсем.

Ачана миçе çулта чей ӗçтерме юрать? Педиатрсем мӗн шутлаççӗ кун пирки? «Икӗ çултан кӗçӗнрех ачасене хура чей ӗçтермелле мар», – теççӗ вӗсем.

Чей– пурте юратакан усăллă ӗçме. Чейре нерв тытăмне ырă витӗм кӳрекен  кофеин пур – ăнланма, çӗннине хăнăхма, астума пулăшать. Анчах çырнисем аслисене пырса тивеççӗ, ачасем пирки кăшт урăхларах каламалла.

Ачан ыйхи çухалнин, канăçсăрланнин сăлтавӗ чейри кофеин пулса тăрать теççӗ тухтăрсем. Чей çулçинчи танноидсем тимӗре «çыхса хураççӗ» çакна пула организм ку минерала йышăнаймасть. Час-час çапла пулнипе анеми аталанас хăрушлăх пур. Танинсем нумай пулнипе вар-хырăм та пăсăлать – апат хуранӗн йӳçеклӗхӗ ӳсет, вар хытать. Çавăн пекех кофеин минералсен (кальципе фосфор) ылмашăвӗ çине те витӗм кӳрет, тӗрӗсрех каласан, ачан шăмă скелетне тӗрӗс аталанма памасть.

Аслисем ӗçекен чейсене шыв нумай хушса ачана 2-3 çула çитсен пама юрать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье