Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ИЛЕМĔ СĂВĂРА

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ «Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» акци ирттернĕ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.Эп вара сисмесĕрех тăрса юлнă. Кая юлса пулсан та хамăн сăмаха калас тесе çакăн пек сăвă шăрçаларăм.  Альбина ЮРАТУ

«Чӑваш чӗлхи илемӗ сӑвӑра» -
Кашни сăмах шăрçаланать чунра.
Кашни йĕрке тулли çут сăнарпа,
Каланă чух сăвва пуятăн туйăмпа.

Хитре рифмăланать чăваш чĕлхи,
Типмен-ха, ешерет çĕн пучаххи.
Тытать ун тилхепи пусăмсене,
Чăн сăвăç чĕрипе туять ун илемне.

Эй, сăвăçсем, çырар çĕн сăвăсем!
Юратчăр чĕлхене чăвашăмсем!
Чĕлхемĕрен вăйне, сапăрлăхне
Ăспа, тăнпа хывайччăр чун-чĕрисене!

Тăхăмсене пиллер хĕм чĕлхене!
Итлеччĕр шăнкăр-шăнкăр сассине.
Калаçнă май янрать чĕлхе кĕвви,
Иртнипеле пуласлăха çыхать тĕвви.

Чăваш чĕлхи вĕçет çут юрă пек,
Сăвăланса юхать таса çăл пек.
Сап-сар хĕвел пек йăлтăрать çути,
Пылтан пылак чăваш чĕлхин шерпет тути.

Мăнаçлăхĕ те пур тăван чĕлхен,
Унпа калаçнă ĕмĕр-ĕмĕртен!
Пиртен ан татăлтăр чĕлхен çиппи,
Чĕлхемĕн тĕррине тĕрлет кун-çул йĕппи.

Чĕлхе ирĕклĕхне туйса куллен
Пахалăхне туптанă ĕлĕкрен.
Юлас тесен чăн-чăн чăваш пулса
Чĕлхемĕр илемне пурнар шеп упраса!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев