Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш чӗлхи учителӗсене вӗрентӳ министрӗ илтрӗ-ши?

Июнӗн 28-мӗшӗнче Балтаси районӗнче «Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ системин приоритетлă задачи шутланакан чӗлхесен тӗрлӗлӗхне упраса хăварасси» Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ ӗçченӗсен канашлăвӗ иртрӗ. Тӳрех палăртас килет: çак мероприятирен питӗ нумай кӗтрӗм. Вăл шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче тăван чӗлхене вӗрентессипе çыхăннă нумай ыйтăва татса пама пулăшасса шаннăччӗ. Шел те, вӗрентекенсем хăйсен проблемисене тӳреммӗн министр хăлхине çитереймерӗç. Чăваш, тутар, мари, удмурт, мăкшăпа ирçе чӗлхисене вӗрентекенсем пленарлă лару хыççăн секцисем çине пайланса ӗçлерӗç. Графикран кăштах тухса кайнипе çавра сӗтел ӗçӗ туллин иртеймерӗ, васканипе «лӳчӗркенсе» пӗтрӗ. Йышăнакан район тара тытнă автобуссене палăртнă сехетрен ытла тытса тăрайманнипе ӗçе васкаса вӗçлеме тиврӗ.

Июнӗн 28-мӗшӗнче Балтаси районӗнче «Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ системин приоритетлă задачи шутланакан чӗлхесен тӗрлӗлӗхне упраса хăварасси» Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ ӗçченӗсен канашлăвӗ иртрӗ.
Тӳрех палăртас килет: çак мероприятирен питӗ нумай кӗтрӗм. Вăл шкулчченхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче тăван чӗлхене вӗрентессипе çыхăннă нумай ыйтăва татса пама пулăшасса шаннăччӗ. Шел те, вӗрентекенсем хăйсен проблемисене тӳреммӗн министр хăлхине çитереймерӗç. Чăваш, тутар, мари, удмурт, мăкшăпа ирçе чӗлхисене вӗрентекенсем пленарлă лару хыççăн секцисем çине пайланса ӗçлерӗç. Графикран кăштах тухса кайнипе çавра сӗтел ӗçӗ туллин иртеймерӗ, васканипе «лӳчӗркенсе» пӗтрӗ. Йышăнакан район тара тытнă автобуссене палăртнă сехетрен ытла тытса тăрайманнипе ӗçе васкаса вӗçлеме тиврӗ. Çавра сӗтел ӗçӗсем Балтаси район центрӗнче мар, ялсенче пулни те кăштах такăнтарчӗ. Эпир Ципья тата Вăтам Кушкет ялӗсенче пултăмăр. Кунта удмуртсем пурăнаççӗ. Паллах ӗнтӗ, хуçасем канашлăва килнисене шкулсен ӗçӗпе туллин паллаштарас килнӗ. Сăмах çук, шкулӗсем кашни хăйне евӗр, лайăх ӗçлеççӗ. Тăван чӗлхене вӗрентессипе методика çӗнӗлӗхӗсем те пур. Ципьяри тата Вăтам Кушкетри удмурт шкулӗсем тăван чӗлхе вӗрентекенӗсене хăйсен ӗçӗпе тӗрлӗ мастер-классем ирттерсе паллаштарчӗç.  

 

Кун йышши мероприятисенче вăхăт енӗпе палăртнă планран тухмасăр пулса пымасть. Вăл е ку проблема сиксе тухать. Ытларах чухне пуçлăхсене кӗтсе каярах пуçланать. Çакна шута илсе тумалла апла плана. Шел те, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе тухса калаçнисем тăрăх резолюци йышăнса ӗлкӗреймерӗмӗр. Zoom урлă пирӗнпе çыхăнăва кӗнӗ ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствин «Чăваш Республикин вӗрентӳ институчӗ» профессилле хушма вӗрентӳ учрежденийӗн чăваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ Анна Егоровăн та ирӗксӗрех хăй калаçăвне вӗçлеме тиврӗ. Апла мӗншӗн пуçтарăннă-ха эпир?
Чăвашсен секцине ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев ертсе пычӗ. Ун сăмахӗпе, районсенчи чăваш шкулӗсенче проблемăсем питӗ нумай. Вӗсене пурне те республика ертӳçисем пӗлнине, наци шкулӗсен проблемисене татса пама ятарлă комисси йӗркеленине, унта хăй те кӗнине пӗлтерчӗ. Ассамблея Ӗçтăвкомӗн ертӳçи чăваш пулни нумай ыйтăва татса парассинче пулăшасса шанас килет-ха. Анчах хамăрăн та алă усса лармалла мар. Константин Яковлев ку вăхăтра районсенчи шкулсене тӗрӗслевпе тухса çӳреме тытăнни çинчен каларӗ. Комисси пайташӗсем паяна Кукмор, Менделеевск, Павлă, Сарман, Пăвара, Балтасинче, Çырчаллинче пулнă. Çывăх вăхăтра Çарăмсан, Нурлат, Элкел районне çитмелле. Комисси муниципаллă районсене тӗрӗслев шухăшӗпе мар, наци культурипе тăван чӗлхесен аталанăвӗпе çыхăннă проблемăсене палăртас тӗллевпе çӳрет. Комисси шутне вӗрентӳ, культура министрӗсен çумӗсем, Ассамблея представителӗсем кӗреççӗ. Чи малтан ача сачӗсене çитеççӗ, унтан шкулсене. Унта тăван чӗлхесене ачасенчен миçе проценчӗ пӗлнипе вӗреннине, вӗрентӳ программине шута илеççӗ.   
–Эпир миçе процент ача тăван чӗлхепе калаçать, миçе проценчӗ вулать – йăлт шута илетпӗр. Çакна çирӗп контроле илетпӗр, халиччен районсенчен ку енӗпе хытă ыйтман. Май килнӗ таран пирӗн чăваш шкулӗсене упраса хăвармалла. Шел те, паянхи кун ачасене тăван чӗлхене вӗрентес ӗç кăткăсланса пырать. Çавăнпа вӗрентӳ ӗçӗнче çӗнӗ меслетсем шырамалла, – терӗ Константин Яковлев.   
Кăçал Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче муниципаллă районсенчи кашни чăваш шкулне вӗрентӳ кӗнекисемпе, методика пособийӗсемпе тата илемлӗ литературăпа тивӗçтермелле. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви маларах пӗлтернӗ тăрăх, ку тӗллевпе бюджетран укçа уйăрнă. Чăваш шкулӗсен директорӗсем вара пӗр саслăн пулса халӗ те-ха пӗр кӗнеке те çитмен терӗç. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ тӗлне вӗсем библиотекăсене çитессе шанас килет.

Министр калаçать

Каласа хăвармаллах ӗнтӗ, пленарлă ларăва ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, Тутарстан Республикин Президенчӗн Шалти ыйтусен политикин департаменчӗн Наци политикине пурнăçлассипе управлени пуçлăхӗ Данил Мустафин, Балтаси муниципаллă район пуçлăхӗ Рамиль Нутфуллин, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, «Чăваш Республикин вӗрентӳ институчӗ» профессилле хушма вӗрентӳ учрежденийӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин заведующийӗ Анна Егорова, наци чӗлхисене вӗрентессипе ӗçлекен наука сотрудникӗсем, тăван чӗлхе педагогӗсем хутшăнчӗç. Ларăва министр хăй йӗркелесе пычӗ. Асăннă çынсем кашниех тăван чӗлхе кирлӗлӗхӗ, ăна вӗрентмелли пирки каларӗç. Уйрăмах министра итлеме интереслӗ пулчӗ. Ведомствăна педагогика пӗлӗвӗллӗ специалист ертсе пыни савăнтарать. Сăмах май, Ильсур Хадиуллин хăй те шкул директорӗ пулса нумай çул ӗçленӗ. Апла пулсан педагогсен проблемисене шалтан пӗлет.
– Кăçал пирӗн ӗç нумай. Раççейре Наукăпа технологисен, Тутарстанра Тăван чӗлхесен çулталăкӗ, сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене вӗрентессипе, шкул ачисене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессипе те нумай задача лартнă хамăр ума. Çавăнпа чи малтан воспитанипе ӗçлемелле. Ку енӗпе РФ Президенчӗн ятарлă хушăвӗ те пур. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа воспитани программипе тачă ӗçлеме тытăнатпăр. Вăл кашни педагог патне çитӗ. Анчах кунта асăрхаттарас та килет. Çак программăсен пурнăçланăвне ухмаха тухса каясла тӗрӗслемелле мар: мӗн таран вӗсене илемлӗ çырнă, мӗнле мероприятисем йӗркелеме шутланă, мӗнлерех çул карттисем тунă тата ытти те. Ку вӗрентӳ ӗçне кансӗрлеме те пултарать. Пирӗн ачасене те, вӗрентекенсене те, шкулсене те кирлӗ мар мероприятисенчен хăтармалла. Эпир сире РФ Çутӗç министерствинчен килекен мероприятисене ярса пани вӗрентекенсем çак ӗçсемпе кăна ӗçлемеллине пӗлтермест. Ун валли директорсем, завучсем пур. Ку чухне хула, район шайӗнче вăл е ку акцие кам, хăш шкул хутшăнассине татса памалла. Пӗр мероприятие пӗр шкул, тепӗр акцие урăх шкул хутшăнтăр, – терӗ вӗрентӳ министрӗ. Ун сăмахӗпе, халӗ ирттернӗ мероприятисен шучӗпе çыхăннă рейтинг çук. Тăван чӗлхесене вӗрентесси çинчен каласа вăл ытти предметсене оптимизацилесе вӗсем валли хушма сехет тупма сӗнчӗ.
– Пӗлетӗр-и, хисеплӗ вӗрентекенсем, инвариативлă вӗрентӳ пайне пурнăçланă чухне вариативлă пайран эпир лăпкăнах тăван чӗлхене 2+1 (ку минимум) е 2+2, 3+2 форматпа вӗрентме пултаратпăр. Çавăнпа полномочисене ытлашшипех кăтартса  «Мӗнле тăвас килет, çапла тăвап», – тени тӗрӗс мар. Пӗлетӗр-и, полномочисем çавăнтах вӗçленме те пултараççӗ – манăн та, сирӗн те. Пирӗн халăхшăн тăрăшмалла. Тепӗр 20-30 е 100 çултан пирех килес ăрусем пулнă епле-тӗр министрсем, специалистсем тесе тăван чӗлхесене пӗтернӗшӗн вăрçӗç. Мӗнле-ха тăван чӗлхепе литературăна 1-рер сехет вӗренмелле? Сахалтан та икшер урок пулмалла эрнене. Кам валли ӗçлеççӗ писательсем, поэтсем? Хăш чух вӗрентекен чирлесси те пулать, урок çухалать. Ку питӗ начар. Çавăнпа тăван чӗлхесен сехечӗсем çителӗклӗ пулмалла», – хӗрӳллӗн калаçрӗ министр.
Ильсур Хадиуллин чăваш, мари, удмурт, мăкшăпа ирçе чӗлхисене вӗрентессипе ӗçлекен наука сотрудникӗсене çӗнӗ вӗрентӳ кӗнекисем хатӗрлессипе, этнокультура компоненчӗллӗ шкулсем  уçассине пропагандăлассипе активлăрах ӗçлеме ыйтрӗ.  
Тен, çакăн хыççăн районсенчи чăваш шкулӗсен администрацийӗсем тăван чӗлхене вӗрентме çӳлтен сахал сехет уйăрма хушаççӗ теме пăрахӗç?
Статьяна çавах ыррипе вӗçлес килет. Канашлура тăван чӗлхепе литературине вӗрентес ӗçре палăрнисене патшалăх наградисемпе тата Хисеп хучӗсемпе палăртрӗç. Анат Камăри 34№ гимназин вӗрентекенӗ Татьяна Леонтьева, Çӗпрел районӗнчи Упири Дементьев ячӗллӗ шкул педагогӗ Надежда Сердцева, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Лилия Сахбиева «Чăваш Республикин вӗрентӳ институчӗ» профессилле хушма вӗрентӳ учрежденийӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин Тав çырăвне тивӗçрӗç. Унсăр пуçне Надежда Сердцевăпа Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнайӗнчи шкул директорне Николай Хвостова ТР Вӗрентӳпе наука министерстви «Вӗрентӳ ӗçӗнчи тивӗçсемшӗн»  паллăпа палăртрӗ.  
   
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.    

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование