Чăваш çыравçисем Нурлатра
Мартăн 1-мӗшӗнче Нурлатра Чăваш литературипе культурин кунӗ иртрӗ. Ăна Нурлатри ЧНКЦ, Чăваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗпе «Тăван Атăл» журнал редакцийӗ йӗркеленӗ.
Нурлатри Культура çуртӗнче Тутарстанри Çарăмсан, Аксу, Лениногорск, Элмет, Нурлат ытти районсенчи, кӳршӗри Ульяновск, Самар облаçӗсенчи культура ӗçченӗсем, библиотекарьсем, чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, чăваш литературине юратакансем, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем, çыравçăсем пухăнчӗç.
Мероприятие Шупашкартан килнӗ хăнасем, писательсемпе поэтсем, артистсем хутшăнчӗç. Фойере хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе, юрă-ташăпа кӗтсе илчӗç.
Залра Тутарстан, Чăваш Ен, Чăваш тӗнчин гимнӗсем янăрарӗç. Районти чăваш ялӗсенчи фольклор ансамблӗсем пухăннисене хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.
Пухăннисене район администрацийӗн культура уйрăмӗн ертӳçи Ляйсан Нафигина, Нурлатри Туслăх çурчӗн директорӗ, Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Галина Терентьева саламларӗç.
Мероприятие «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналӗн редакторӗ, журналист-публицист, çыравçă Лидия Филиппова ертсе пычӗ.
Шупашкартан килнӗ хăна Анатолий Ефимов (Хмыт) Тутарстан çӗрӗ çинче – Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралса ӳснӗ. Тӗлпулура вăл халӗ Чăваш Енре пурăнакан ентешсем çинчен каласа пачӗ.
Мероприяти ӗçне хăнасем: «Тăван Атăл» журналăн редколлеги пайташӗ, журналист, çыравçă Николай Ларионов, ЧР Наци библиотекин наци литертурипе библиографи уйрăмӗн ертӳçи Галина Соловьева, Иван Ивник ячӗллӗ преми лауреачӗ, «Литературная Чувашия» конкурсăн нумай хутченхи çӗнтерӳçи, Вăрнар район депутачӗ, строительство организацийӗн генеральнăй директорӗ, çыравçă, журналист Улькка Эльмен, драматург-çыравçă, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, М.Çеçпӗл, П.Осипов, И.Яковлев ячӗллӗ премисен лауреачӗ Арсений Тарасов, Теччӗ районӗнче çуралса ӳснӗ журналист, писатель-сатирик Геннадий Федотов, журналист, çыравçă, драматург Владислав Николаев, поэт, журналист-публицист, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Н.Никольский ячӗллӗ преми лауреачӗ Альбина Юрату, ача-пăча çыравçи Раиса Воробьева тата ыттисем хутшăнчӗç, сăмах каларӗç.
Эстрада юрăçи, Чăваш наци конгресӗн Культура комитечӗн пайташӗ Роза Степанова куракансене илемлӗ юррисемпе, çамрăк çыравçă Инесса Шашкина чăваш ташшипе савăнтарчӗç.
Çак кун «Тăван Атăл» журнал редакцийӗпе Нурлатри «Туслăх хаçат çумӗнчи «Асамат кӗперӗ» литература пӗрлешӗвӗн пайташӗсем Валентин Бурайкин, Маргарита Литта, Андриян Григорьев, Иван Актай пӗрле çыхăнса ӗçлесси пирки килӗшӳ турӗç, алă пусрӗç.
Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче Владимир Малютин балетмейстер-педагог пухăннисемпе ташлас енӗпе ăсталăх урокӗ ирттерчӗ. Тутарстанри ентешсем çыравçăсене хăйсем патне татах та килсе çӳреме йыхравларӗç. (М.Литта сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев