«Сююмбикене» билетсем юлман
Чăвашсем чăвашлăха сыхласа хăварасси пирки нумай калаçаççӗ, ӗçӗ çук. Тутарсен вара каллех çӗнӗлӗх – «Сююмбике» опера.
Кӗтни çитрӗ. Сентябрӗн 26-27-мӗшӗсенче Хусанти М.Джалиль ячӗллӗ тутар патшалăх оперăпа балет академи театрӗнче Резеда Ахиярова кӗввипе тахçантанпа кӗтнӗ «Сююмбике» оперăн премьери пулать. Сююмбике историлле паллă сăнар пулин те, халиччен ун çинчен опера лартакан тупăнман. Тема интереслӗ те, анчах историлле çăлкуçсем питӗ сахал. Йăнăшасран асăрханни тытса тăнă темелле. Тутар халăх поэчӗн Ренат Харисăн либреттине Раççей халăх артисчӗ, режиссер-постановщик Юрий Александров асăрхиччен. Сăмах май каласан, спектакль тавра питӗ те пултаруллă, талантлă çынсем пуçтарăннă. Либреттăна музыка чӗлхи çине Резеда Ахиярова куçарнă, оперăн художник-постановщикӗ – Раççейӗн тава тивӗçлӗ ӳнерçи Виктор Герасименко, хор ертӳçи Тутарстан искусствисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Любовь Дразнина, паллă балетмейстер Давид Авдыш (Раççей шоу-бизнесӗн сахал артисчӗпе ӗçлемен вăл. Филипп Киркоров халӗ те унăн балет труппипе ӗçлет).
– Хуть хăçан та йăлт çӗнӗрен пуçлама интереслӗ. Икӗ çул хушшинче «Сююмбикепе» 4-5 партитура çыртăм. Сююмбике маншăн питӗ интереслӗ сăнар, патша пек те, хӗрарăм пек те. Шăпи унăн йывăр, хуйхăллă. Малтан вăл мăшăрне çухатать, унтан – ирӗкне, вара – ывăлне. Çак оперăна лартнă чухне театр халиччен тӗкӗнмен япаласене перӗнчӗ. Спектакль 16 ӗмӗрте вырăс çӗршывӗ тӗнчери хăйӗн вырăнӗшӗн, статусӗшӗн кӗрешнипе пуçланать. Ку халӗ те актуаллă, мӗншӗн тесен Раççей паян та хăй пӗлтерӗшне тӗнчере çирӗплетме тăрăшать. Çакăн пек лару-тăрура, шел те, çын шăписем аманаççӗ. Пур-ши халăхпа власть хушшинче шайлашу, ăнлану? Ыратупа çухату, акă мӗн çинчен шухăшласа çӳрерӗм оперăна лартма шутласан, – терӗ Юрий Александров «Татар-информ» ИАра сентябрӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире. Режиссер тутар халăх легендипе çыхăннă йывăрлăхсем, Сююмбикен çӗнӗ сăнарӗ çинчен калаçрӗ. Ун сăмахӗсемпе, спектакль чи малтан хӗрарăм çинчен. «Постановкăн тӗп ăнлавӗ хаярлăхпа пусмăрлăхăн наци палли çуккипе те çыхăннă, вӗсем хуйхăпа инкек кăна çуратаççӗ. Опера финалӗнче Сююмбикене пысăк йывăрлăхсем, ыратупа хуйхă çавăрса илеççӗ. Спектакле мӗнле те пулин çӳлтен анакан çăмăллăхпа вӗçлес килчӗ. Çавăнпа либреттиста та, композитора та хăй пурнăçне тăван халăхӗшӗн панă çутă хӗрарăмăн сăнарне хисеплесе спектакле лăпкăн, тӳлеккӗн вӗçлеме кирлине каларăм», – терӗ Юрий Исакович.
Режиссер пӗлтернӗ тăрăх, тин çеç çырнă хайлавпа ӗçлеме питӗ интереслӗ пулнă. Композиторпа, либретто авторӗпе паллашнă хыççăн чăкăлтăш та кăткăс ӗç пуçланнă – спектакль лартасси. Ку ӗç халӗ те вӗçленмен. Юрий Александров оперăна тӳрлетӳсем кӗртесси вăл сцена çине тухас вăхăтченех тăсăлассине пӗлтерчӗ.
Опера виçӗ пайран тăрать, кашнине хăйне уйрăм постановка пек кăтартма та пулать. Пӗрремӗш акт Хусанпа, вырăнти пысăк политиксен хушшинчи хӗрӗçтăрусемпе, иккӗмӗшӗ Мускавпа, çамрăк Хаяр Иванпа, боярсемпе, тӗрлӗ каварлăхпа, виççӗмӗшӗ Сююмбике пурнăçран уйрăлнă Касимовпа çыхăннă. Режиссер сăмахӗсемпе, ытти оперăсенче курма хăнăхнă евӗр Хаяр Иван ватă та кăра кăмăллă, оперăн трафаретлă сăнарӗ мар, «Сююмбикере» вăл вӗри юнлă çамрăк патша. Паллах, актер умне йывăр задача лартнă режиссер. Хаяр Иван юнлă, хаяр, çирӗп патша çулне пуçланă кăна-ха, анчах вăл Раççее ура çине тăратма пултарнах. Çамрăк патшана Мариински театрӗн артисчӗ Ахмед Агади вылять.
Юрий Александров палăртнă тăрăх, Хусанти оперăпа балет театрӗ шăпах чи пултаруллă артистсене чӗнме пуçланăранпа вăйлă аталанма тытăннă та. Çакăнпа уйрăлса тăрать вăл ытти театрсенчен. «Сююмбикере» вылякан артистсене чи пултаруллисем темелле. Сююмбике рольне икӗ артистка – Гульнора Гатинапа Зоя Церерина выляççӗ. Хаяр Иван арăмне, Анастасийăна, Д.Хворостовский ячӗллӗ Красноярскри патшалăх оперăпа балет театрӗн артистки Дарья Рябинкопа Е.В.Колобов ячӗллӗ «Новая опера» Мускав театрӗн артистки Александра Саульская-Шулятьева выляççӗ.
Оперăн музыка авторӗ Резеда Ахиярова çак проекта тахçанах кӗтнине, историпе çыхăннă темăсене юратнине, Сююмбикере пӗр харăсах патшапа ахаль хӗрарăмăн чи лайăх енӗсене кăтартма шутланине каларӗ. «Юрий Исаковичпа ӗçлеме питӗ кăмăллă пулчӗ, икӗ çул пӗрле тертлентӗмӗр, çак тапхăрти пурнăçа йăлтах опрăна халалларăмăр. Режиссерăн постановкăпа çыхăннă партитурăсем 4-5 пулсан, манăн чылай полка нотăсемпе тулчӗ. Пурне те тав тăватăп, командăна та, артистсене те. Çапах, ман шутпа, спектакль шăпине куракан татса парӗ. Вăл уншăн интереслӗ пулсан, «Сююмбикен» сцена çинчи ӗмӗрӗ вăрăм пулӗ.
– Ыттисен темиçе вариант пулнă-тăк, манăн чăн малтанласах – пӗрре. Унта та, кунта та сулăнмарăм. Ахальтен мар малтан сăмах пулнă теççӗ. Либреттăна çырнă чух никама та кӳрентерес килмерӗ, тутарсене те, вырăссене те, конфессисене те. Кашнин хăйӗн тӗрӗслӗхӗ, халăхăн, политиксен. Шел, историпе çыхăннă çухатусем нумай пулаççӗ. Коранра çăтмахпа тамăк хушшинче Сират кӗпер пур. Вăл çипрен те çинçерех. Кăшт тайăлсан тамăка ӳкетӗн. Вăт, оперăпа ӗçленӗ чух эпир Сират кӗперӗпе утрăмăр темелле. Ун пек каласан пӗрне, кун пек çырсан теприне кӳрентерме пулать. Пирӗн вара ун пек задача çукчӗ, – терӗ Ренат Харис. Либретто авторӗ, тутар халăх поэчӗ Сююмбикепе Хаяр Иванăн амăшӗн Еленăн, Хаяр Иванпа Сююмбике ывăлӗн Утямышăн шăписен пӗрпеклӗхӗ, 16 ӗмӗрте тутар чӗлхи иккӗмӗш патшалăх чӗлхи вырăнӗнче пулни, Хаяр Иван тутарла пит лайăх калаçни çинчен интереслӗ каласа пачӗ.
«Сююмбике» оперăн шăпи мӗнле пуласси сентябрӗн 26-27-мӗшӗсенче палăрӗ. Билетсене тахçан маларах илсе пӗтернӗ иккен.
Каласа хăвармалла, опера вырăс тата тутар чӗлхисемпе пулӗ. Вырăс артисчӗсем тутар чӗлхипе калаçма вӗренсе çитеймесен те юрлама тутарсенчен те ирттерсе юрлаççӗ. (Сăнӳкерчӗк kazan-opera.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев