ЧĂВАШ ХӖРӖ ФЕОФАНИЯ – МУСКАВРИ ПУКРАВ МĂНАСТИРӖН ИГУМЕНИЙӖ
Ольга Мискина Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен тухнă чăваш çемйинче çуралса ӳснӗ
Чыслă ӗçӗшӗн Феофания чылай наградăна тивӗçнӗ. 1990 çулта ăна Вырăс Православи Чиркӗвӗн сăваплă çыннин – Мускав Даниилӗн медальне парса хаклаççӗ. 2005 çулта ăна Пукрав чиркӗвне çӗнетсе тăратассишӗн нумай вăй хунăшăн «Çулталăк çынни – 2005» наци премине панă. 2012 çулта сăваплă Марк апостол орденне тивӗçнӗ. Сăваплă Ольга княгиня ячӗллӗ орден та, Патриарх грамоти те пур. 2018 çулхи ноябрьте Раççей Президенчӗ Владимир Путин вара Кремльте Феофанийăна IV степеньлӗ «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден парса чысланă. Кăçалхи март уйăхӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл ăна Евфросинья аслă княгиня орденне парса чысланă.
Турă пулăшнипе
Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел çыннисем – Дмитрий Михайлович Мискин (1931 çулхи) тата Валентина Ивановна Миронова (1933 çулхи) 1956 çулта Кăшарнире пӗрлешсе çемье çавăрнă. Каласа хăварас пулать: Валентина Ивановна П.М.Миронов паллă математик йăхӗнчен. Пӗррехинче çамрăк хӗрарăм чирлесе ӳкет те ниçтан чӗрӗлеймест, больницăсем тăрăх çӳрени те пулăшаймасть. Аптăранă енне вăл чиркӗве кайса Турăран пулăшу ыйтма пуçлать. Çакăн хыççăн, тӗлӗнмелле пулин те, хӗрарăм сывалать. Çакăнтан вара вăл чиркӗве тăтăшах çӳрет, унта хӳтлӗх шырать.
Мискинсен Çӗнӗ Йӗлмелӗнче, ашшӗ килӗнче, пӗрремӗш ачи çуралать – Александр. 1958 çулта вара çамрăк çемье Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă поселокне куçать, унта вăл вăхăтра сахăр завочӗ тунă. Кунта Мискинсен тата сакăр ача çуралать, вӗсене ашшӗ-амăшӗ пӗчӗклех тӗн воспитанийӗпе ӳстернӗ.
Струнинăна куçни
1976 çулта вара тăхăр ачаллă çемье Владимир облаçӗнчи Струнино хулине пурăнма куçма шутлать, мӗншӗн тесен ку вырăнтан Сергиев Посад хулине (совет вăхăтӗнче Загорск ятлăччӗ) çур сехетрех çитме май пур. Мискинсене кунтан Сергий Радонежский сăваплă çын ӳчӗ выртакан храма çитме, кӗлӗсене çӳреме меллӗ пулнă. Ачисене малалла вӗренме, аталанма çӗнӗ вырăнта майсем ытларах пулни те илӗртет. Çемьене ятарласа пӗр вакун уйăрса параççӗ, унта вӗсем пӗтӗм япалине – çав шутра ӗнине, сурăхӗсене, сыснине, хурӗсене – тиеççӗ те чукун çулпа тăватă талăк каяççӗ. Струнинăра çурт туянаççӗ, анчах унти чиркӳ ӗçлемен. Çавăнпа кашни шăматкун çемье чи пӗчӗккисене кукамăшӗпе (Валентина Ивановнăн амăшӗпе) хăварса Сăваплă Троица Сергий Лаврне çула тухнă, унтах каç выртнă, ирех вара кӗлле кӗнӗ. Амăшӗ килӗнче те ачисене Турă йӗркипе пурăнма, кашни кун кӗлтума вӗрентнӗ. Çитӗнсе çитнӗ Марина хӗрӗ мăнастире кайма шутласан вара амăшӗ чармасть, пил парать. Çак çулпа вӗсен мӗнпур ачи каять, вӗсем тӗн çыннисем пулса тăраççӗ.
Мускав Патриархине лекни
Чи çӳллӗ картлашка çине хăпараканни вара – Ольга. Вăл 1965 çулхи июлӗн 2-мӗшӗнче çуралнă. Шкул пӗтерсен амăшӗ пил панипе Лавра каять, регента вӗренет. Чан çапнă çӗрте тăрăшать. Çӗвӗçӗсен тата тӗрӗçӗсен курсне пӗтерет. Александров хулинче радиозаводра вăй хурать. Серафим Саровский сăваплă çынна питӗ хисеплет, ун ӳчӗ выртакан Дивеевăна çӳрет. Ун чухне вăл ахаль ял кăна пулнă-ха, хальхи пек пулман. 1987 çулччен Раççейре мăнастирсем пачах пулман. Ольга вара çамрăк чухнех пӗртăванӗн ачисене çапла каланă: «Эсир, тен, мăнастирсем уçнине те курăр-ха».
Ольга Мискина 1987 çулта конкурс питӗ пысăк пулнине пăхмасăр (пӗр вырăна 25 çын) Корец хулинчи (Украина, Ровно облаçӗ) хӗрарăмсен мăнастирне лекет. Унта вăл ӗне витинче ӗçлет, çӗвӗçе пулăшать. Кунта вăл 10 уйăх пулать. Вăл пӗлмен-ха: ăна, пултаруллă пулнине кура, Мускав Патриархийӗнче ӗçлеме хатӗрлеççӗ иккен. Унта вăл 1988 çулта лекет, çӗршывра ун чухне Руçа тӗне кӗртни 1000 çул çитнине уявлама хатӗрленнӗ. Ольга хăйне шанса панă ӗçсене питӗ тăрăшса тунă, виçӗ çыншăн ӗçленӗ. Пачăшкăсем валли тум çӗленӗ, кухньăра пулăшнă. Мăнастирте йӗркесем салтакринчен те çирӗпрех, хушнине тумаллах, хирӗçлесе сăмах чӗнме юрамасть. Аслисем Ольга питӗ тăрăшнине, чунне парса ӗçленине асăрханă, çавăнпа Мускав Патриархийӗнчех хăварнă. Ольга снабжени, строительство, хуçалăх ӗçӗсенче тăрăшать, питӗ сахал çывăрать, çывăрман кунсем те пулнă. Пимен Патриарх вилнӗ хыççăн Ольга хăйне Дивеевăри хӗрарăмсен мăнастирне яма ыйтать. II Алексий пил панипе ăна унта яраççӗ. Икӗ çул çурăран Ольгăна каллех Мускав Патриархине чӗнсе илеççӗ. Дивеевăри тапхăра Ольга питӗ хака хурса аса илет.
1995 çулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче вара II Алексий Ольга инокинийăна Феофания ят парса манашкăна çавăрнă. Историре çак ятлă патша пулнă.
Храма чӗртсе çӗнетес тесе
Ольгăна кăшт маларах, 1995 çулхи февралӗн 22-мӗшӗнче, Пукрав храмӗн настоятельници вырăнне шанса панă. Çапла вара çак храма çӗнӗрен пуçарса ярас ӗç пуçланнă. Феофания патне пулăшăва аппăшӗ Калисфения пынă, вăл малтан Капитолина ятлă пулнă. Хăйсене выртса тăма кравать те пулман вӗсен, алтарьте пурăннă. Храма çӗклес тесе метрора çынсенчен укçа пуçтарнă. Пӗртăвансем юхăнса выртакан храмра хăйсемех кӗлӗ ирттернӗ, хăйсемех юрланă. Мускав халăхӗ мăнастире çӗнетме шутланине ăнланать, ырлать, çавăнпа укçа-тенкӗпе пулăшма килӗшет. Феофания аппăшӗсемпе тата йăмăкӗсемпе пӗрле тăтăшах Матрона сăваплă çын вилтăприйӗ çине çӳрет, кӗлтуса унран пулăшу ыйтать. Матрона вилтăприйӗ çинчен хăйăр илсе килсе пулас мăнастир вырăнне сапать, кашни кун Турăран пулăшу ыйтса кӗлӗ вулать.
Çапла вара чылай терт курнă хыççăн Феофания игумения мăнастире юридици органӗсенче регистраци тăвать, ИНН илет, банкра счет уçать. Истори архивӗсем тăрăх çӳрет, кивӗ документсем, сăнӳкерчӗксем шырать. Хăйӗн пӗтӗм ӗç укçине хутсен копине тума ярать. 1995 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче вара вăл храмсен çăраççине аллине илет, тата икӗ эрнерен – Пукрав кунӗнче – Пукрав храмне кӗлтуса уçаççӗ. Анчах мăнастир çурчӗсенчен малтан тара илнӗ организацисем кайма васкамаççӗ-ха. Çак хирӗçтăру виçӗ çула тăсăлать.
1996 çулта Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ II Алексий Пукрав мăнастирӗнче кӗлӗ ирттерет. Çакăн хыççăн тин мăнастир территорийӗнчи çуртсене Пукрав храмне тавăрса параççӗ. Арендаторсем тата икӗ çултан çеç тухса каяççӗ-ха кунтан – Матрона сăваплă çын ӳтне храма илсе килес умӗн. 1998 çулхи майăн 1-мӗшӗнче Матрона ӳтне Пукрав храмне илсе килеççӗ, çак ятпа мăнастирте II Алексий Патриарх кӗлӗ тăвать.
2002 çулхи май уйăхӗнче вара Патриарх Феофания матушкăна власть паллине – игумения туйине парать.
ЮНЕСКО
палăкӗсенчен пӗри
Халӗ Пукрав мăнастирӗ – ЮНЕСКО палăкӗсен шутне кӗрет, вăл куллен туллин ӗçлет, унта яланах халăх, храм патне пыма та вăрăм черет. Ку мăнастире 1635 çулта Михаил Федорович патша вăхăтӗнчех никӗсленӗ, Алексей Михайлович вăхăтӗнче вара хăпартса лартнă. Малтанласа вăл арçынсен мăнастирӗ пулнă, ăна патша мăнастирӗ тенӗ. Ку вырăнта некрополь пулнă, Раççее чапа кăларнă пин çурă ытла çынна пытарнă: патша çемйинчи çынсем, митрополитсем, архиепископсем, писательсем, поэтсем, художниксем... XX ӗмӗрти коммунизм политики мăнастиршӗн чи хăрушши пулнă, 1929 çулта ăна хупса хунă, çавăнпа вăл юхăнсах кайнă. 1980-мӗш çулсенче ăна юсама çук тесе тустарма та шутланă...
Паян кунта мăнастир приютӗнчи ачасем валли шкул уçнă, унта спортзал та пур, ачасем юрлама та вӗренеççӗ. Çаплах 2000 çултанпа Раменски районӗнчи Марково ялӗнче хушма хуçалăх та ӗçлет (çак ялтах Феофанийăн ашшӗне – Дмитрий Михайлович Мискина, 2013 çулта вилнӗскере, пытарнă). Хуçалăхра ӗне тата лаша витисем пур, чăх-чӗп усраççӗ. Тата пахча, сад, пулă ӗрчетмелли пӗве... Мăнастир паян апат-çимӗçпе хăйне çеç мар, больницăсене, Мускаври 116-мӗш ача садне те тивӗçтерсе тăрать. 2015 çулта вара мăнастир территорийӗнче пилӗк çăлтăрлă хăна çурчӗ уçнă, унăн пуçлăхӗ – Феофания игумения.
Пӗртăвансем – тӗн çыннисем
Феофанийăпа пӗртăванӗсем те пурнăçне пурте тӗнпе çыхăнтарнă. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1956 çулта çуралнă Александр Тверь облаçӗнче протоиерей, унăн пилӗк ача. 1959 çулта çуралнă Ирина та Пукрав храмӗнче ӗçлет, ун упăшки протодьякон. Вӗсен ачисем – Сергейпе Игорь – художниксем, турăш ӳкерекенсем. Капитолина (халӗ Калисфения) 1961 çулта çуралнă, Матрона чиркӗвӗнчи благочиннăй. Марина (халӗ Николая) Ярославльте пурăнать, манашка, хӗрарăмсен мăнастирӗнче благочиннăй. Татьяна (1967 çулхи) Ярославль облаçӗнче пурăнать, водитель, Варвара игуменийăна автомашинăпа турттарать. Павелпа (1969 çулхи) Аркадий (1972 çулхи) Сергиев Посадра пурăнаççӗ, Ярославльте хăйсен мастерской пур, унта вӗсем чиркӳре тыткаламалли япаласем тăваççӗ – çурта, турăш... Павелăн кӗрӳшӗ, Екатерина ятлă хӗрӗн упăшки – Сергей Платонов – православи тӗнӗн «Спас» телеканалӗнче кăларăмсем ертсе пырать. Раиса вара (1974 çулхи) юрист ӗçне вӗреннӗ, адвокат.
Чыслă ӗçшӗн
Чыслă ӗçӗшӗн Феофания чылай наградăна тивӗçнӗ. 1990 çулта ăна Вырăс Православи Чиркӗвӗн сăваплă çыннин – Мускав Даниилӗн медальне парса хаклаççӗ. 2005 çулта Пукрав чиркӗвне çӗнетсе тăратассишӗн нумай вăй хунăшăн «Çулталăк çынни – 2005» наци премине панă. 2012 çулта сăваплă Марк апостол орденне тивӗçнӗ. Сăваплă Ольга княгиня ячӗллӗ орден та, Патриарх грамоти те пур. 2018 çулхи ноябрьте Раççей Президенчӗ Владимир Путин вара Кремльте Феофанийăна IV степеньлӗ «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орден парса чысланă. Кăçалхи март уйăхӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл ăна Евфросинья аслă княгиня орденне парса чысланă.
Ентешсене – парне
Феофания игуменийăн халь ашшӗпе амăшӗн тăван ялне те, хăй çуралнă Чăнлă поселокне те килсе çӳреме май çук, ӗçӗ çапларах. Анчах вăл хăй енчен ентешӗсене пулăшма яланах хатӗр. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Николай Михайлович Мискин (1947 çулхи), Феофанийăн ашшӗпе пӗртăванӗ, çемьере чи кӗçӗнни, темиçе çул каялла ял хӗрринчи Çут лапӗ текен вырăнта, çăлкуç тапса тăракан çӗрте, часавай лартма шутлать. Мискинсен çемйи çак ӗçе хăйсен вăйӗпе, Турă пулăшнипе пуçăнать. Çăлкуç тапса тăракан вырăна экскаваторпа тарăнрах чавтарнă хыççăн унта ывăлӗсем, тăванӗсем, ял çыннисем пулăшнипе часавай лартаççӗ. Ялти пачăшкăпа калаçса татăлнă хыççăн Николай Михайлович хăйӗн мăшăрӗпе Ольга Ивановнăпа Мускава каять, вӗсем Феофанийăна хăйсен шухăшне пӗлтереççӗ, игумения вара вӗсене часавай çине çакма Матронăн пысăк турăшне тата шала хума виçӗ пӗчӗкрех турăш парнелет. 2016 çулхи майăн 2-мӗшӗнче – Матрона вилнӗ кун – Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче кӗлӗ туса часавай уçрӗç.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
РФ Президенчӗ В.В.Путин Феофанийăна орденпа чысланă самант.
Валентинăпа Дмитрий Мискинсем тăхăр ачипе пӗрле Струнинăри çурчӗ умӗнче.
Феофания игумения Кирилл Патриархпа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев