Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЧĂВАШ ПОЭЗИЙӖН ЧИ ÇУТĂ ÇĂЛТĂРӖ»

Пуçватмăш ыйтăвӗсене хуравлăр. Сăмахсене чăвашла тӗрӗс çырсан çӳлтен аялалла паллă çыравçăн литературăри хушма хушаматне (псевдонимне) вулатăр.

1. Поэтăн чăн хушамачӗ – Казанков. Çак хушамат мӗнле хула ятӗнчен пулнă? 

2. Чăваш халăх поэчӗн псевдонимӗ мӗн ятлă хула çумне -кай аффикс  ху­шăнса пулнă?

3. П.Хусанкай хăш паллă вырăс поэ­чӗн хайлавӗсене чăвашла куçарнă? Хушаматне калăр.

4. «Вăрман юрлать» сăвă ярăмӗнчи йывăç ячӗ.

5. Петӗр 6-7 çулсенче пӗрремӗш хут паллашнă илемлӗ хайлав ячӗ.

6. Чăваш чӗлхине чунтан юратма, уншăн вăй хума пулас поэта вӗрентнӗ учительницăн хушамачӗ.

7. П.Хусанкай кун-çулӗпе тачă çыхăннă Чăваш Республикин хули.

8. Зоя Космодемьянскаян Тă­ван çӗршывăн Аслă вăрçинчи вилӗмсӗр паттăрлăхне кăтартакан поэма ячӗ.

 9. П.Хусанкай 1928 çулта Хусанта хăш вырăс поэтне курнă тата вăл сăвă каланине итленӗ?

 

Геронтий НИКИФОРОВ, 

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев