Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чебоксарик. Ăçта логика?

550 çул тултаракан ватă, мăнаçлă хулан талисманӗ мӗншӗн кăвакал чӗппи-ха (герб çинче те вӗçеври кăвакал-çке) çитменнине тата Чебоксарик, ăçта кунта логика?

Шупашкарсем тӗлӗнтерме пăрахмаççӗ, мӗн-тӗр çӗннине, пуçа шăнăçайманнине шутласа кăларсах тăраççӗ. «Открытый город» портал сасăлав йӗркелесех юбилей талисманӗ  – кăвакал чӗппи – валли ят суйланине хыпарлать forum.na-svyazi.ru сайт. Пӗтӗмпе сасăлава 1580 çын хутшăннă, çавсенчен 20 проценчӗ Чебоксарикшăн сасăланă иккен. Çынсем сӗннӗ ытти ятсем тата интереслӗрех, фантази чикӗсӗр: Чеба, Волгарик, Чебруша, Тарават, Савик («сав»), Жемчужинка, Чеб, Чебокряша, Чебоксарик, Чебик.

Кун пек чӗрчун-талисман Европа, тӗнче шайӗнчи пысăк спорт мероприятийӗсен кăна пулаканччӗ мар-и вара? Иртнӗ çулсене аса илсен, Хусанти Универсиадăн – шурă барс, футболпа тӗнче чемпионачӗн забивака кашкăр, Сочири Олимпиадăн леопард, шурă упа, мулкач. Сăмах май, юлашкин авторӗ Чăваш Енри Тăвай районӗнчи шкул ачи Сильвия Петроваччӗ. Чăн та, Олимпиада çулăмӗ Шупашкара çитсен, йăтса чупакансен йышне кӗртмен мăнтарăна, ура айӗнче ан пăтрантăр тенӗ ахăртнех.

Вырăссем калашле, шупашкарсене нумай чухне ăспа ăнланма çук. 550 çул тултаракан ватă, мăнаçлă хулан талисманӗ мӗншӗн кăвакал чӗппи-ха (герб çинче те вӗçеври кăвакал-çке) çитменнине тата  Чебоксарик, ăçта кунта логика? Шупашкар кам умӗнче халӗ те кăвакал чӗппи-ши? Нивушлӗ пилӗк ӗмӗр çурă тултаракан Шурă Шупашкар хальччен сум çӗнсе илнӗ хула мар? Кам мӗнле пуль те, Чăваш Ен çынни пулмасан та, мана ку талисман хурлантарать, кӳрентерет те. Кунта сахалтан та пӗр-пӗр сумлă, вăйлă, пӗтӗм чăваш характерне сăнлакан персонаж пулмаллахчӗ пек. Капла вара халӗ те мультфильм шайӗнчи Чебоксарик пек кăна пулса тухать Шупашкар.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество