Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧИ ХАКЛИ УНШĂН ÇӖРШЫВ УМӖНЧИ ТИВӖÇ ТАТА ÇЕМЬЕЧЧӖ

Пăрăнтăкра çуралса ӳснӗ Иван Сидорова Ульяновскри Паттăрсен аллейинче пытарнă

Çын çемьере кăна телей тупать, хăйне хăтлă, савăнăçлă туять. Ачасене ӳстернӗ май арăмăн  хăйӗн, упăшкан хăйӗн тӗп тивӗçсем пулнине ăнланатăн. Пӗр-пӗрне упрама тăрăшатăн. Пурте пӗрле пӗр сӗтел хушшине пухăннинчен ытларах телей пур-ши çӗр çинче? Çемье пуçӗ вара çар çынни, Раççей çарӗн офицерӗ пулсан, çак евӗклӗ сайра тӗлпулусем пушшех хаклă, паха вӗсем. Пурăнма хавхалантараççӗ, лайăххи пирки çеç ӗмӗтленме шанăç параççӗ.

Ульяновскра Çӗнӗ хулара пурăнакан Аленăпа Иван Сидоровсем 15 çул каялла пӗрлешнӗ. Унтанпа пӗр çулпа иккӗн утнă, пӗр шухăш-тӗллевпе пурăннă. Часах çут тӗнчене кӗтнӗ ывăлпа хӗр килнӗ. Иван – çар çынни, контрактник, Алена – медицина сестри, пандеми вăхăтӗнче коронавируспа чирлисене сиплекен госпитальте «хӗрлӗ зонăра» ӗçленӗ.

 

Февралӗн 25-мӗшӗнче юлашки хут шăнкăравланă

 

Шел, кăçал Питравра Аленăн çуралнă кунне пӗр кӗрекере паллă тума пӳрмен юратакан мăшăра. Ульяновскри 31-мӗш уйрăм гварди штурмпа десант бригадинче контрактпа служба иртекен гварди сержант, взвод командирӗ, 36 çулхи Иван Сидоров Украинăри ятарлă çар операцийӗнче Киев çывăхӗнче Гостомель аэропортне хӳтӗлесе пуç хунă. Вилнӗ хыççăн Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн хушăвӗпе паттăр чăваш арӗ Хăюлăх (Мужество) орденне тивӗçнӗ. 

Çар ӗçӗсен ветеранӗ, командир килне юлашки хут февралӗн 25-мӗшӗнче шăнкăравланă. Темиçе эрне маларах черетлӗ командировкăна кайнăскер хăй мăшăрӗшӗн, пепкисемшӗн тунсăхланине пытарман, килти ӗçсемпе кăсăкланнă. Вунă кун Иванран пӗр хыпар, пӗр шăнкăрав килменнипе хытах пăшăрханса ӳкнӗ Аленăна кӗçех хăй ырă-сывах таврăнасса шанма, кăмăлне хытарма ыйтнă.

Иван Сидоров Çӗпрел райо­нӗнчи Пăрăнтăк станцийӗнче çуралнă. Çӗнӗ Пăрăнтăкри пуçламăш шкултан, Элшел вăтам шкулӗнчен, Ульяновскри патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухнă. Салтакра Хабаровск крайӗнче пулнă. 

– Ванюк ырă кăмăллă, тимлӗ упăшка тата аттеччӗ. Пурне те пулăшма тăрăшатчӗ. «Çынна пулăшни сăвап вăл», – тетчӗ. Пушă вăхăчӗ хӗсӗкрех пулсан та пулăшу аллине тăсма май тупатчӗ, – каласа парать Алена. 

 

Сирире те, Казахстанра та пулнă

 

Савнă мăшăрне пытарнă­ран­па вăл йӗме чарăнман-ха. Куллен асаилӳсен авăрне путать, тунсăхланипе хăй валли вырăн тупаймасть. Ачисене ытала-ытала йӗрет. 

– Ванюк пирки иртнӗ вăхăтра калама питӗ йывăр. Халь унсăр килте те, чун-чӗрере те пушă. Ӗçрен таврăнатчӗ те – ачасене парка уçăлма илсе каятчӗ. Çӗнӗ вырăнсемпе паллаштарма юра­татчӗ. Ывăлӗпе хӗрне компью­терсăр, телефонсăр, интернетсăрах интереслӗ пурнăçпа пурăнма вӗрентесшӗнччӗ. Ачасен килте çирӗп йӗркеччӗ: телефонпа  шăнкăравламалла чухне çеç усă курмалла, кирлӗ-кирлӗ мар сайтсене, чатсене кӗрсе вăхăта пустуй ирттермелле мар. Пӗчӗкскерсем итлетчӗç ашшӗне, – ку сăмахсене каланă чухне çамрăк хӗрарăмăн пит-куçӗ çуталнăн туйăнчӗ.

Иван Сидоров – çар ӗçӗсене илсе пырас çӗрте пысăк опыт пухнă десантник. Вăл – профессиллӗ çар çынни. Оборона министерствипе те  салтакран таврăнсанах килӗшӳ тунă. 2014 çулта Крымра çар тивӗçӗсене пурнăçланă, 2019 çулта – Сирире, 2022 çулта – Казахстанра. Цуголра (2018), Донгузра (2019), Рязаньпе Астраханьте (2020), Чулхула çывăхӗнчи Саваслейкăра (2021) иртнӗ ученисене хутшăннă. Кашни операцирех, хирӗçтăрусем тухнă çӗршывсенче Раççей çарӗн йышӗнче тăнăçлăхшăн кӗрешнӗ вăл, çар тивӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланăшăн пысăк наградăсемпе таврăннă. Чи хаклисен хушшинче – II степеньлӗ «Çарти хастарлăхшăн», «Центр – 2019» стратегиллӗ командăпа штаб вӗренӗвӗн, «Крыма тавăрнăшăн», «Сирири çар операцине хутшăннăшăн» тата ытти медальсемпе кăкăр çине çакмалли паллăсем, Хисеп хучӗсем. 2022 çул пуçламăшӗнче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн Алексей Русских аллинчен Тав çырăвӗ илнӗ.

Ванюк çумра чух нимӗнрен те хăрамастăмччӗ

 

– Мухтавлă çар çынни, хисеп­лӗ гражданинччӗ мăшăр. Ватă çынсене уйрăмах сума сăватчӗ, хисеплетчӗ вăл. Пӗррехинче ӗçрен таврăннă чухне чарăну тӗлӗнче пӗр кинемей ӳксе ури çине тăрайманнине асăрханă. Ванюк инкек тӳснӗ çын хирӗçленине пăхмасăр хистесех васкавлă пулăшу чӗнтерсе илнӗ. Ури хуçăлнă пулнă иккен. Пӗлтӗр ӗçрен таврăннă чухне гаражсен комплексӗнче сӗрӗм тивнӗ арçынна вилӗмрен çăлса хăварнă, – унашкал тӗслӗхсене пайтах аса илчӗ юратакан мăшăрӗ. – Упăшка кăмăл çирӗп­лӗхӗпе уйрăлса тăратчӗ, тепӗр чух ытла та тарăн шухăшлă, чӗмсӗрччӗ, кулма юратмастчӗ. Çапах пысăк та ырă чӗреллӗччӗ. Раççей çарне чун хавалӗпе мӗнле парăнса тăратчӗ – çавăн пекех шанчăклă çемье çынниччӗ. Унпа эпир нихăçан та, нимӗнрен те хăраман. Хӳтлӗхре, чăн юман хӳттинчи пек туйнă.

Пӗрлехи пурнăçра Алена мăшăрӗ пӗрремӗш приказпах килтен васкаса тухса кайнине курма хăнăхнă. Кану кунӗсенче, уявсенче вара Ванюка кӗтсе сӗтел хушшине каярах ларнă е плансене сасартăк улăштарнă тӗслӗхсем туллиех. Ашшӗ службăра пулнипе ӗç йӗрки те унăн ыттисенчен урăхларах иккенне ачисем те аван пӗлнӗ. 

Мӗн тесен те çар çыннин арăмӗ ытти хӗрарăмсенчен, мăшăрсенчен раснарах пулмалла. Вӗсем пӗр кӗтмен çӗртен сиксе тухакан хуть те мӗнле лару-тăрăва та хатӗр вăйлă этемсем. Упăшки çук чухне пур арçын ӗçне те туххăмрах пурнăçлама (лампочка пăрса хума, шыва чарса лартма, пӗрремӗш пулăшу пама...) пултарать. Пуринчен ытла вара ачисен ашшӗне кӗтме пӗлет – эрнешер, уйăхшар... Çӗрле, кăвак çутăлла... 

– Эпӗ хам Чăваш Киштекӗнчен (Пăва районӗ). Ульяновскри тӗп клиника больницинче медицина сестринче вăй хуратăп. Пирӗн туй 2007 çулхи раштавăн 31-мӗшӗнче пулчӗ. Паллашма Ванюкпа ăнсăртран телефонпа паллашрăмăр. 15 çул килӗштерсе, юратса пурăнтăмăр. Унпа юнашар кăна хама телейлӗ туятăп. Кӗрӳшне ман аттепе анне те питӗ юрататчӗç. Унăн хăйӗн амăшӗпе ашшӗ – Лидия Михайловнăпа Олег Иванович Сидоровсем – ир çӗре кӗнипе хунямăшӗпе хуняшшӗне çывăх куратчӗ. Мăшăр хуть те кампа та туххăмрах пӗр сăмах тупма, парне тума юрататчӗ. Унăн чи çывăх çыннисем – юратнă çемйи, арăмӗн кил-йышӗ тата икӗ пӗртăванӗччӗ. Акăшӗсенчен пӗри Мускавра, тепри Димитровградра пурăнаççӗ.

 

Ачасене чăн-чăн патриот туса çитӗнтерме ӗмӗтленетчӗ... 

 

Çемйишӗн, шанчăклă тусӗ­семшӗн, службăра пӗрле тăракан юлташӗсемшӗн тем тума та хатӗр çын хăй пурăнакан нумай хваттерлӗ, темиçе подъездлă çуртри ӗçсене те май пур таран тимлесе тăнă. Аслине çурт кил-кар­тишӗнчи ӗçсене пурнăçа кӗртме пулăшнă. Вӗçӗмсӗрех территорири хăйтытăмлăх управленийӗн çитӗнӗвӗсемпе тата нушисемпе кăсăкланнă. Кирлӗ канашсем панă çеç мар, пурне те ӗçлеттерме, итлеттерме пӗлнӗ. Унăн çынсемпе хутшăнас çӗрти пултарулăхне пӗр çуртра пурăнакансем паян ăшшăн аса илсе калаçаççӗ.

– Упăшкана çӗнӗрен чӗртсе тăратма май пулсан хамăн пурнăçа та шеллемен пулăттăм эпӗ, – çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксемпе, наградăсемпе паллаштарать Алена. – «Чи хакли маншăн – çарти туссем, Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçӗм, çемье тата юрату», – çапла тăтăшах калатчӗ Ванюк. Иксӗмӗр хушăри хӗрӳ туйăма сыхласа хăварас тесен кунран-кун ӗçлемеллине, хутшăнусене çирӗп­летсех тăмаллине, хавхалантарма-каçарма пӗлмеллине ăнланаттăм эпӗ. Çар тивӗçне пурнăçласа таврăнакан мăшăр килти хăтлăха туйтăр теттӗм. Ачасене вара Ванюк чăн патриотсем туса çитӗнтерме тӗллев лартнăччӗ. Ывăла кăçал Ульяновскри Суворов училищине парасшăнччӗ вăл, хӗрачана спорта явăçтарасшăнччӗ... 

Иван Сидорова Çӗнӗ хулари «Паттăрсен аллейинче» пытарнă. Ульяновец-геройсемпе юнашар. 

 

Елена СЕЛИВАНОВА.

Сидоровсен çемье 

архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев