ЧИ ЛАЙĂХ ФЕРМЕРСЕН ШУТӖНЧЕ
Ферма пурри пуриншӗн те лайăх. Ялта ӗç вырăнӗ пулать, апла-тăк çемьене тăрантарас шутпа таçта инçетре ӗç шырамалла мар
Çак пултаруллă хӗрарăмран тӗлӗнсе пӗтерейместӗн. Пурне те тума, пур çӗре те çитме ăçтан вăхăтне тупать-ши? Пӗрремӗшӗнчен, вăл нумай ачаллă анне, иккӗмӗшӗнчен, çемье фермине упăшкипе пӗрле тытса пыраççӗ, виççӗмӗшӗнчен, ялти клубра балетмейстер пулса ӗçлет, тăваттăмӗшӗнчен, кил хуçи хӗрарăмӗ. Кил хуçи хӗрарăмӗн вара çӗр ӗç, куçа курăнманни тата мӗн чухлӗ. Ахăртнех талăкра унăн 36 сехет. Хăш чух вăл энерджайзер батарейкине аса илтерет.
Хальхинче те телефона тытсанах Людмила Ильдуловăна янравлă та уçă сассинчен тӳрех палласа илтӗм. Хăйсен фермин çӗнӗ вите комплексне хута ярассине шăнкăравласа пӗлтерчӗ вăл, ăна уçнă çӗре чӗнчӗ.
Аса илтеретпӗр, Сергей Васильевичпа Людмила Ивановна Ильдуловсем Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкар ялӗнче пурăнаççӗ, пилӗк ача мăшăрăн. Вӗсен çемйи çинчен «Суварта» иртнӗ çулти пӗр номерте çырса пӗлтернӗччӗ эпир. Ун чухне вӗсем шăпах патшалăх панă грант укçипе витен бетон никӗсне хывнăччӗ. Халӗ ак туса пӗтернине пӗлтерчӗç.
Фермăн çӗнӗ комплексне чаплă лару-тăрура ноябрӗн 14-мӗшӗнче уçрӗç. Унта Çӗнӗ Шуçăм районӗн пуçлăхӗ Вячеслав Козлов, Ял хуçалăх управленийӗн пуçлăхӗ Леонид Богомолов, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Моляков, ял-йыш хутшăнчӗç.
«Пирӗн районшăн ку питӗ пысăк пулăм. Нумай вăхăт хушши, йывăрпа тунă объект уçăлать. Нушаланса çуралнă ача пултăклă пулать теççӗ. Шанатăп, паян уçăлакан ферма та ăнăçлă пулӗ. Ильдуловсен ферми районӗпе те чи лайăххисенчен пӗри. Ăна грант пулăшăвӗпе кăна туман, харпăр укçа-тенкӗ те хывнă. Мӗн чухлӗ вăй-хал, нерв кирлӗ пулнă», – терӗ район пуçлăхӗ.
Людмила Ильдулова хăйсен савăнăçне икӗ ялтан пуçтарăнса килнӗ халăхпа пӗрле пайланине хӗпӗртесе каласа пачӗ. Ара, ферма пурри пуриншӗн те лайăх-çке. Ялта ӗç вырăнӗ пулать, апла пулсан çемьене тăрантарас шутпа таçта инçетре ӗç шырамалла мар. Кил çумӗнче ӗç пурри вăл пысăк телей. Апла пулсан Ильдуловсен республикăн социаллă политикин пурнăçланăвӗнче те пайта пур.
Ферма уçнă кун Ильдуловсем ял-йыша хисеп туса вӗри чейпе икерчӗ, шашлыкпа хашлама пӗçерсе пурне те сăйланă. Тата пӗр вӑкӑр пусса килекенсене пӑру ашӗ салатнă. Ваттисемпе инвалидсене аш-какая килнех леçсе панă. Ваттисен умӗнче пултӑр тесе кӑвакал пусса унран хуплу пӗçерсе район администрацийӗнчен килнисене хăналанă.
Ялти чи ватă çынсем Ильдуловсене ватăличчен чипер ӗçлеме, тупăшӗ кӗрсех пытăр тесе пил панă. Ильдуловсем парăмра юлман, пурне те кучченеç валеçнӗ. Ялта çуралнă ачана – хӗрпӗрчине те манса хăварман, çак кун вăл та парнеллӗ пулнă. «Пӗчӗк София Николаева тӗрӗс-тӗкел те сывă, телейлӗ ӳснӗ пек пирӗн выльăх-чӗрлӗх ăрăвӗ те сывă ӳстӗр», – терӗ Людмила Ивановна.
Ильдуловсен фермине эпир уçиччен маларах пырса куртăмăр. Сăмах май, вăл Вырăс Шупашкарӗнче вырнаçнă. Витене тумаллипех тунă, капмарскер таçтан курăнса ларать. Эпир çитнӗ чухне Людмила Ивановна унта пӗчченехчӗ, мăшăрӗ Сергей Васильевич ӗçпе кайнă терӗ.
Ферма вити 200 ытла ӗне вырнаçмалăх. Грант укçи (3 миллион тенкӗ) тӗрӗссипе, никӗсне хывма кăна çитнӗ. Ытти, 8 миллион тенке яхăнӗ, хăйсенчен тухнă. Людмила Ивановна каланă тăрăх, кайнă тăкака патшалăх саплаштармасть.
– Витене икӗ пая пайлатпăр. Пӗр енче сăвăнакан ӗнесем тăрӗç, тепӗр енче пăрулаканнисен тата çамрăк пăрушкасен уйрăмӗ пулать, – ӗç-пуçпа паллаштарать Людмила Ильдулова.
Вите комплексне автоматизациленӗ, навус кăларакан транспортер лартнă, ӗçмелли шыв выльăх-чӗрлӗх патне пăрăхсемпе çитет. Малашне сунă сӗте те аппаратран тӳрех пăрăхпа яма ӗмӗтленеççӗ фермерсем. Тӳрех йăлт тума çук.
– Кăçал вăй çитерейместпӗр-ха ăна тума. Аппаратпа сунă хыççăн сӗте алăпа йăтма тивет.
Вите хӗлле хутăнаканни мар пулсан та ăшă тытаканни. Ăна сэндвич-панельрен тунипе вăл сивве шала кӗртмест, ăшăннă сывлăша та тула кăлармасть. Дояркăсем валли ятарласа «хӗрлӗ кӗтес» хатӗрленӗ тата хуралçă валли ăшă пӳлӗм пулать.
Людмила Ивановна пӗлтернӗ тăрăх, ферма заведующине тупнă та ӗнтӗ. Хӗрӗхри Галимьян Замалединов Пушкăртстанранах ятарласа куçса килнӗ.
– Питӗ кăмăллă çын Галимьян Сабирович, йӗркеллӗскер. Пурăнма ун валли çурт та пӗлтӗрех илсе хунăччӗ. Чупса çӳресе ӗçлет, хăйне питӗ килӗшет пулмалла, пире те кăмăллă ӗнтӗ. Тата малашне икӗ доярка кирлӗ пулать. Вӗсене Галимьян тупап терӗ. Тата пăру пăхакан кирлӗ пулать, – тет Людмила Ивановна.
Паянхи куна Ильдуловсен мăйракаллă шултра выльăх шучӗ 50 пуçпа танлашать. Çывăх вăхăтра тата темиçе пуç илме палăртнă.
Людмилăн шучӗпе, выльăх-чӗрлӗх ӗçне ăнланмасан ăна тытăнмалла та мар. Çынран пăхнипе хăв ӗçне мала яма çук, шанчăклă мар вăл тет.
– Эпир ӗмӗр тăршшӗпе выльăхпа аппаланатпăр пулин те ку ӗçе халь тин ăнланса пыратпăр. Сӗт сунипе районӗпе пӗрремӗш вырăнта пулни савăнтарать, паллах, – тет пултаруллă хӗрарăм.
Ильдуловсем сӗте Чистай хулине ăсатаççӗ. Холодильниксем лартсан малашне Хусанти сӗт заводне ăсатма тӗллев пур. Халӗ сӗте пӗр литрӗшӗн 25 тенкӗпе параççӗ пулсан, Хусан 28-29 тенкӗпе йышăнма хатӗр.
Савăнтарать çакăн пек ӗçчен те тăрăшуллă çынсем ялта пулнишӗн. Тӗрӗссипе, паянхи кун ӗçчен пулни кăна çитмест, хăюлăх та кирлӗ. Ильдуловсен вара вăл та, ку та пур.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев