ЧӖЛХЕСӖР ХАЛĂХ ПУЛСА ЮЛАС МАРЧЧӖ
Иван Яковлев уçнă шкула халӗ 11 ача çӳрет. Ку тарăн шухăша яракан пулăм…
1992 çултанпа пӗтӗм чăваш апрелӗн 25-мӗшӗнче Чăваш чӗлхи кунне уявлать. Çак кун И.Я.Яковлев çуралнă. Унăн пӗтӗм пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ тăван халăхӗпе, ăна çутта кăларассипе çыхăннă. Апрель уйăхӗн вӗçӗнче пӗтӗм чăваш тӗнчи Яковлев сывлăшӗпе сывлать, унăн кун-çулӗпе пурăнать, ăсне тăнлать тейӗн. Чăваш тымар янă кирек хăш кӗтесре те Чăваш чӗлхи кунӗсем иртеççӗ.
Кăçал та апрелӗн 23-мӗшӗнче сумлă çынсем Иван Яковлевăн тăван ялне – Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкине – çитрӗç. Яковлев палăкӗ умӗнче савăнăçлă митинг иртрӗ, чăвашлăх хастарӗсем умра тăракан тӗллевсене сӳтсе яврӗç. Палăртса хăвармалла: Яковлевăн Кăнна Кушкинчи палăкне Николай Угаслов пулăшнипе уçнă. Çак кунах «Хальхи тапхăрта чăваш чӗлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивӗч ыйтусем тата малашлăх» темăпа çавра сӗтел иртрӗ. Çавра сӗтеле чăваш чӗлхин специалисчӗсем, Чăваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литературин кафедрин пуçлăхӗ А.С.Егорова, Чăваш Енрен килнӗ хăнасем хутшăнчӗç. Чăваш блогерӗ Константин Доброхотов Теччӗ районне çитни пуринчен ытларах та савăнтарчӗ, асăнмалăх сăнӳкерчӗк тăвакансем йышлăн пулчӗç.
Чăваш ӗçӗпе çыхăннă пысăк мероприятисене çак кунсенче мӗнпур чăваш хутшăнчӗ. Таçта та иртрӗç вӗсем. Чи пӗлтерӗшли – вӗсем ячӗшӗн çеç пулманни. Пуç ватмалли, шухăшламалли пайтах, чăтса ирттернӗ мăшкăлӗ те çук мар. Чӗлхене хӗсӗрлени те пулнă. Чăваш вырăса е тата ăнланмалла мар «совет» халăхне çаврăнас патнех çитнӗччӗ, урăх унашкал йăнăш тăвас марччӗ.
Чăваш чăннипех чăтăмлă халăх çав. Хăйӗн пин-пин çулхи кун-çулӗнче вăл тӗнчери 6 пине яхăн этника ушкăнӗнче çухалса каймарӗ: йышпа 1 миллион ытла çын шутланакан халăхсен хушшинче ик çӗрмӗш вырăнта. Эпир – вак халăх мар. Раççейре те хальлӗхе кайрисен йышӗнче тăмастпăр. Çапах лăпланмалли сăлтав-и çакă? Çук, паллах. Чӗлхемӗр пирки çулталăкра пӗр хут кăна аса илме пуçласан чӗлхесӗр халăх пулса юласси те инçех мар. Çавăнпа та юнпа çеç мар, чунпа та яланах чăваш пулар, атте-анне чӗлхине хисеплер.
Темиçе çул каялла Мускаври Ваганьково масарӗ çинче И.Я.Яковлев вилтăприйӗ те юхăннăччӗ. Çуралнă кунӗнче ун патне тăванӗсемсӗр пуçне пыраканӗ те пулман ахăр. Паян вара Мускав чăвашӗсен хастарӗсем çеç мар, пӗтӗм чăваш тӗнчи ăна пуç таять.
Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче те çӗр ытла çул каялла Аслă Вӗрентекен уçнă чиркӳре Илле атте чăваш ӗçне, Яковлев халалне пурнăçа кӗртме пил панăччӗ. Чăваш шкулӗнчи хӗрсен уйрăмӗн çуртӗнче пурăннă Яковлевсем. Патриархăмăр çӳренӗ урай тăрăх утма, вăл пăхнă чӳречерен тинкерме май килни те телей паянхи ăрушăн. Кăнна Кушки тата... Чăваш халăхне вышкайсăр пӗлтерӗшлӗ кун-çул парнеленӗ пӗчӗк, хăй вăхăтӗнче «малашлăхсăр ял» ята тивӗçнӗ кӗтес. Çывăх вăхăтра çак «куршанак» ун çумне каллех çыпçăнас хăрушлăх пур. Ялти шкулта çулсерен ача йышӗ чакса пырать. Хăй вăхăтӗнче Иван Яковлев уçнă шкула 11 ача çӳрет. Ку тарăн шухăша яракан пулăм…
Чăваш чӗлхин XXI ӗмӗрти пӗлтерӗшӗ пирки калаçнă чух çак пулăмсене шута хумаллах: чӗлхе кун-çулӗ вăрăм пуласси унпа общество, политика тытăмӗнче, кил, вӗрентӳ шайӗнче мӗнле усă курнинчен нумай килет.
Пӗр-пӗринпе сапăр пулма, çукшăн-пуршăн чашкăрса çӳресрен, харкашасран аякра тăма сӗннӗ пире çутта кăларакан. «Эпӗ туса пӗтереймен ӗçсене эсир туса пӗтерӗр», – тенӗ вăл.
Иван Яковлевич тăван халăхăмăршăн тунă ӗçсем чикӗсӗр пысăк, унăн утса тухнă кун-çулӗ пархатарлă. Халăхăмăр пекех мăнаçлă вăл, чăн-чăн Улăпăмăр. Халалӗсем, пехилӗсем вилӗмсӗр. «Пӳрт лартма йывăр мар, никӗсне хывма йывăр», – теççӗ халăхра. Никӗс вара пирӗн пур. Ăна И.Я.Яковлев хывнă. Пирӗн унăн ӗçне малалла тăсмалла. Çапла пултăрччӗ.
Теччӗ районӗнче чăваш чӗлхипе литературине 5 шкулта вӗрентеççӗ. Çак шкулсенче те çулсерен ача шучӗ чакса пырать пулин те, Яковлев туса пӗтереймен ӗçӗсене малалла йӗркелесе пыратпăр, унăн сăмахӗсене яланах асра тытатпăр. (Алена ТОРГАШОВА,
Пухтелӗнчи тӗп шкулта чăваш чӗлхипе литертурине вӗрентекенӗ. И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев