Чӗмпӗр чăвашла вӗренесшӗн
Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн Олег Морозовăн Указӗпе, 2021 çула регионта Кӗнеке çулталăкӗ тесе йышăннă. Чăваш çырулăхӗ йӗркеленнӗренпе 150 çул çитнипе тӳр килни ăнсăртран мар-тăр.
Кӗнеке çулталăкӗ-тӗк, библиотекăсем ăна тата тӗплӗнрех хатӗрленӗç. Область библиотекарӗсем мероприятисен планне хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗрне наци кӗнекисене халалланă. Килес çул июнь уйăхӗ тăршшӗпех тӗрлӗ халăх çыравçисен пултарулăхпе паллаштарӗç. Авторсем хăйсен кӗнекине (е литературăпа çыхăннă организациех) хăтлама пултараççӗ. Унта хуть кам та хутшăнма пултарать, кун валли маларах область библиотекин сайтне заявка кăна ямалла.
Кунсăр пуçне тепӗр пысăк ӗçе те пуçарасшăн вӗсем. Хальхи вăхăтра библиотека çумӗнче китай, япони, акăлчан чӗлхисене вӗрентекен курссем йӗркеленӗ, анчах та Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхине тимлӗх уйăрман. Çак çитменлӗхе пӗтерсе вӗсем чăваш чӗлхине вӗрентекен курс йӗркелесшӗн. Пархатарлă çак ӗçе УОЧНКА пулăшасса шанса библиотекарьсем чăваш литература форумӗнче сӗнӳпе тухрӗç. Чӗмпӗрсем çурма çулта чарăнни пулман-ха, хальлӗхе. Нумай кӗттермесӗр ӗçе тивӗçлӗ шайра йӗркелессе иккӗленместпӗр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев