ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов ТР Президенчӗн Чӗнӗвне пысăк хак пачӗ
Эпир нумай нациллӗ, нумай конфесиллӗ республикăра пурăнатпăр. Туслă йышпа. Туслăх çиелтен кăтартни мар, вăл халăхсем пӗр-пӗрне хисеплени, ăнланни çинче никӗсленнӗ. Тутарстан халăхсен Ассамблейин тытăмӗнче ӗçленӗ май çавна лайăх куратăп. Республика ертӳçисем пире пулăшса пыраççӗ. Çитес çулта, вăл тӳрремӗн тăван чӗлхепе тата халăхсен пӗрлӗхпе çыхăннă май, влаçăн кашни тытăмӗ енчен пулăшу тата та курăмлăрах пуласса шанатăп.
«Ку йышăнăва эпир кӗтеттӗмӗр, çитес çул тăван чӗлхе çулталăкӗ пуласси пирки калаçусем пыратчӗç. Паллах, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Патшалăх Канашӗ умне çулленхи Чӗнӗвӗпе тухсан йышăнăва çирӗплетни питӗ савăнтарчӗ», – терӗ ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов хăй шухăшне пӗлтерсе. – Патшалăх Раççей халăхӗн наци чӗлхисене упраса хăварассипе ахаль те нумай ӗç илсе пырать. Пире хамăр культурăна, тăван чӗлхене аталантарма условисем туса параççӗ. Ӗçле кăна. 2021 çула тăван чӗхепе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ турӗç пулсан тата пысăкрах вăйпа ӗçлеме тивет. Татса паман ыйтусемпе ӗçсем пирӗн пур-ха. Президент хăй Чӗнӗвне тăван чӗлхене кӗртсе пире тата активлăрах ӗçлеме импульс парать.
Эпир нумай нациллӗ, нумай конфесиллӗ республикăра пурăнатпăр. Туслă йышпа. Туслăх çиелтен кăтартни мар, вăл халăхсем пӗр-пӗрне хисеплени, ăнланни çинче никӗсленнӗ. Тутарстан халăхсен Ассамблейин тытăмӗнче ӗçленӗ май çавна лайăх куратăп. Республика ертӳçисем пире пулăшса пыраççӗ. Çитес çулта, вăл тӳрремӗн тăван чӗлхепе тата халăхсен пӗрлӗхпе çыхăннă май, влаçăн кашни тытăмӗ енчен пулăшу тата та курăмлăрах пуласса шанатăп.
Хамăр енчен те çине тăрса ӗçлеме хатӗр. Пирӗн тӗп тӗллев – ку ӗçе çамрăксене ытларах явăçтарасси. Çавăнпа ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен пӗрлешӗвӗн аталанăвӗшӗн, çав шутра районсенчи йӗркеленӳсемпе те, малашне тата вăйлăрах ӗçлеме шутлатпăр.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев