Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӗре тухтӑрӗсем Хусана пухӑнаҫҫӗ

Ют ҫӗршыв специалисчӗсем 10 ытла доклад вуламалла

 

Хусанта Кордиологсен конгресӗ иртет. Унта пине яхӑн специалист тухшӑнать. Куҫӑн мар майпа форумра 10 пин ытла ҫын хутшӑнӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Атӑлҫи федераллӑ округӑн штатра тӑман тӗп кардиологӗ Альберт Галявич пӗлтернӗ.
Мероприятин трансляцине курас текен врачсен шучӗ 10 пин ҫынран та иртме пултарать. Covid-19 пандемиине пула ют ҫӗршыврисем Хусана килмеҫҫӗ, конгреса онлайн меслетпе хутшӑнаҫҫӗ.
Ют ҫӗршыв специалисчӗсем 10 ытла доклад вуламалла. Сентябрӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 1-мӗшӗччен 160 симпозиум ирттерме палӑртнӑ.
"Ку вӑл Раҫҫейри кардиологи пӗрлешӗвӗн кашни ҫул иртекен конгресӗ, унта 7 пин ытла пайташ кӗрет. Ҫулсерен конгресс тӗрлӗ хуласенче иртет. Ӑна ирттерме тӑватӑ хула кӑна тивӗҫнӗ: Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург тата Хусан",– тесе палӑртнӑ  Альберт Галявич.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев