Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЧУНÇӲРЕВ»: ÇУЛСЕМ ТАКĂР ПУЛЧЧĂР

Маларах вырăнти авалхи палăксемпе кăсăкланнă «чунçӳревçӗсем» каярах инçерех те инçерех çӳреме пуçланă. Чăваш Енпе Тутарстан, Ульяновск облаçӗпе Пушкăртстан çӗрӗсем çине кайса юпасем лартса килнӗ хыççăн, темиçе хут Çӗпӗрте, Дагестанра, Казахстанри Туркестан хулинче, Азербайджанра, Гагаузире, Крымра, ытти сăваплă вырăнсенче пулса курнă.

 

«Чунçӳреве» йӗркеленӗренпе 30 çул çитнине халалласа Шупашкарта, Чăваш наци библиотекинче  октябрӗн 4-мӗшӗнче ăслăлăхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта чăваш чӗлхине, культурипе йăли-йӗркине, аваллăхне юратакансем, учительсемпе культура ӗçченӗсем, çыравçăсемпе юрăçсем, кашни çулах «Чунçӳреве» хутшăнса чăвашсен мăн аслашшӗсем  тахçан пурăннă вырăнсене кайса çӳрекенсем хутшăнчӗç.

«Чунçӳрев», чăвашлăх юхăмӗ пек 1989 çулта çуралнăскер, чăвашсен тӗнчекурăмне чылай анлăлатрӗ, чăвашлăх туйăмне ӳстерчӗ. Маларах вырăнти авалхи палăксемпе кăсăкланнă «чунçӳревçӗсем» каярах инçерех те инçерех çӳреме пуçланă. Чăваш Енпе Тутарстан, Ульяновск облаçӗпе Пушкăртстан çӗрӗсем çине кайса юпасем лартса килнӗ хыççăн, темиçе хут Çӗпӗрте, Дагестанра, Казахстанри Туркестан хулинче, Азербайджанра, Гагаузире, Крымра, ытти сăваплă вырăнсенче пулса курнă.

– Мӗн ачаранпах çул çӳрес ӗмӗтсем пуçра çаврăнатчӗç. Хамăр ял çумӗпе юхса выртакан Пăла шывӗн юппине, çавăн пекех вăл пуçланнă вырăна та çитсе курас килетчӗ. Инçе çула тухма хăтланса та пăхнăччӗ юлташсемпе. Ялтан тухсан 2-3 çухрăмранах паллакансем тӗл пулса пире, пӗчӗкскерсене, каялла, атте-анне патне илсе килсе тавăрса пачӗç. Çитӗнсен çеç ӗмӗте пурнăçлама май килчӗ. Акă вăтăр çул та иртрӗ ӗнтӗ унтанпа. Çӗр-çӗр чăваша хăй тавра пӗрлештерчӗ «Чунçӳрев». Чăвашсем унта хутшăнса пурнăçри тӗрекне шыраççӗ, туссем, çӗнӗ тӗллевсем тупаççӗ, çӗнӗ, чăвашла ятсем илеççӗ, – терӗ мероприятие уçнă май çулçӳревсене йӗркелекенӗ, Чăваш çамрăкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ  Олег Михайлович Цыпленков.

Мăн аслашшӗсене асăнса тата çавăн пекех чăвашсене хăйсен йăх-тымарӗсене тупма пулăшаканне – «Чунçӳрев» ертӳçине чысласа  пухăннисем «Çăлтăр витӗр çул курăнать» юрра шăрантарчӗç.

О.Цыпленкова 60 çулхи юбилейпе саламласа мероприятире Николай  Лукьянов, Мускавран килнӗ юрист Владимир Болгарский, Чăваш наци конгресӗн ятӗнчен Вера Архиповăпа Зоя Яковлева, Алена Силпи, Пинерпи Панкратова юрăçсем, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату сăвăçсем, Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай, Пензăран килнӗ Денис Щербаков,  «Чунçӳрев» активистки Галина Николаева, флейтăпа каласа Дмитрий Круленко, шăхличпе Николай Фомиряков, «Телей», «Калинка» ансамбльсем тата ыттисем саламларӗç, парнесем пачӗç, çулçӳревсем пирки аса илчӗç.

Аса илмеллисем вара кунта пӗрре те сахал мар:

– Пирвайхи хут çӗршыв тулашне – Казахстана тухса кайни халӗ те асрах. Çӗрӗ-кунӗпе çанталăка пăхмасăр, çулсăр-мӗнсӗр куçса пытăмăр. Икӗ çул каялла Туркестана кайса килнипе вăл çулçӳреве танлаштарма та йывăр. Малтанхинче эпир çав еннелле такăр çул хыврăмăр темелле. Кăркăсстанри юлташсем чӗннипе çитес çул та çав еннелле каяс, ку çӗршыва çитсе курас тесе шутлатпăр, – палăртрӗ О.Цыпленков. 

Вăтăр çул, паллă ӗнтӗ, сахал мар. Питӗ пысăк ӗç илсе пырать Олег Михайлович çак çулçӳревсене йӗркелесе. Пысăк ята, чаплă ордена тивӗçлӗ вăл.

Эпӗ хам малтанхи çулçӳревех хутшăнасшăнччӗ, май пулмарӗ. Пирвайхи хут Олег Михайловичăн паха пуçарăвӗпе кăшт çывăхарах 1994 çулта, хам Хусана ӗçлеме куçсан çеç май килчӗ. Ӗçрен ямарӗç пулсан та Пăлхар хулине командировкăна кайса çавах та тӗл пултăм çулçӳревçӗсемпе. Çӗр каçма вӗсем Пăлхар хули пулнă вырăнта чарăннăччӗ. Вӗсемпе пӗрле палаткăсенче çӗр каçнăччӗ, кăвайт урлă сиксе каçса çӗнӗ, чăвашла ятсем йышăннăччӗ. Тепӗр кунне чăвашсем малалла кайрӗç, эпӗ хам тивӗçсене пурнăçласа Хусана таврăнтăм.

«Чунçӳревпе» çывăхрах тепӗр вун пилӗк çултан çеç туслашрăм. Çавăнтанпа пӗр çулçӳреве те хутшăнмасăр юлман темелле, таврăнсан кашнийӗнчех çул çинчи мыскарасемпе вулакансене паллаштарма тăрăшнă. 

Тухса калакансем питӗ паха пуçарушăн О.Цыпленков патшалăх наградине илме тивӗç пулни пирки асăнчӗç, кашнийӗ çул çинчи пӗр е икӗ кăсăклă мыскарана аса илчӗ.

Тепӗр çул Кăркăсстана кайса курма палăртрӗç «чунçӳревçӗсем». Хăш-пӗр çăлкуçсем тăрăх ку çӗршывра сувар йăхӗсем, авалхи чăваш ячӗсем халӗ те юлнă, вӗсемпе тӗл пулса паллашни питӗ кăсăклă пулӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев