Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чупакансен уявӗ кашни хулара хӑй кунӗнче иртет

Площадкӑна кӗрекен кашни хутшӑнаканӑн температурине виҫӗҫ

Шӑматкун октябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанта "Нацисен кросӗ" иртет. Ҫакӑн ҫинчен хулан Физкульурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Альберт Салихов пӗлтернӗ.
Ку эрнере, октябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанӑн спорткомитечӗ Раҫҫейри чи пысӑк спорт уявне – "Нацисен кросне" ирттерме палӑртать", – тенӗ вӑл мэрире иртнӗ "Ӗҫлӗ тунтикунра".
Чупу ирхине 9 сехетре пуҫланать. "Нацисен кросӗн" трасси "Ак Барс Арена" стадионпа иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансем 1,2 тата 3 километрлӑ дистанцисемпе чупӗҫ. Спорт уявӗ 10 пин ытла ҫынна пухма палӑртать.
Ҫӗнтерекенсене РФ Спорт министерствин кубокӗсене, медалӗсене, дипломӗсене парӗҫ.
Коронавирус пандемиине пула кӑҫал Пӗтӗмраҫҫейри чупу уявӗ пӗр кунта иртмест, ӑна хӑҫаниирттересси пирки кашни хула хӑй тӗллӗн йышӑну тӑвать. Площадкӑна кӗрекен кашни хутшӑнаканӑн температурине виҫӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев