Чӑваш хӗрӗ мӗншӗн аллине пӑшал тытать
Ӑмӑртура ҫӗнтерекенсене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ
Ленинград облаҫӗнчи Туслӑх Ҫурчӗ регионта пурӑнакан халӑхсен представителӗсемпе "Энколово юлташсене пуҫтарать" ятлӑ фестиваль ирттернӗ.
Энколово вӑл Всеволожски районӗнчи ял, унта ҫак халӑхсем хушшинчи фестивале ӗнтӗ 5-мӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр ӑна "Сывӑ пурнӑҫ йӗркин ҫулталӑкне" халалланӑ пулсан, кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине. Вӑрҫӑ вут ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ Ленинград облаҫӗнчи халӑхшӑн ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Ленинград облаҫӗнчи Чӑваш культурин обществи, офицерсен "Сыны Отечества" юлташлӑхӗн Санкт-Петербургри уйрӑмӗ тата Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн Санкт-Петербургри уйрӑмӗ ҫак фестивальте чӑвашсен "Чӳклеме" уявне кӑтартнӑ. Унпа пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрне Виктор Ерменеева асӑнса пневматмка винтовкисемпе тата пистолетсемпе пемелли ӑмӑрту ирттернӗ.
Наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсен хушшинче тӗл перессипе ӑмӑртӑва чӑвашсем ӗнтӗ виҫҫӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал вӗсем пурте хутшӑнма пултарччӗр тесе пемелли пилӗк рубеж хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев