Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш тӗррин Кунӗ мӗн тума кирлӗ

Вӑл тӗрӗсене упраса хӑвӑрма пулӑшма тата ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтармалла, маҫтӑрсен пӗлӗвне сарма пулӑшмалла

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Шупашкарта тӗрӗ ӑстисемпе тӗлпулнӑ тесе пӗлтерет унӑн пресс-служби. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче "ҫавра сӗтел" иртнӗ.

Пухӑва хутшӑннӑ маҫтӑрсем Михаил Игнатьева тӗрлӗ сӗнӳсем панӑ, ҫав шутра Чӑваш тӗррин Кунне уяв пек палӑртма та ыйтнӑ. 

Е. Жачева шухӑшӗпе Чӑваш тӗррин кунӗ декоративлӑ прикладной искусствӑн ҫак енне упраса хӑвӑрма пулӑшмалла тата ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарать, маҫтӑрсен пӗлӗвне сарма пулӑшать. 

Тӗрлӗ регионра ирттереҫҫӗ унашкал уявсенче. Анчах ытти ҫӗрте вӗсем ҫимеллипе ҫыхӑннӑ: Волгоградра - Арбуз кунӗ,  Суздальте - Хӑяр,  Пестрецынче – Ҫӑмарта хуппи тата ытти те. Халӑх та кӑмӑллӑ – хӑналанать.

Шупашкарта Тӗрӗ кунне ирттерсен аван, паллах. Вӑл мӗнле иртесси пирки кӑна лайӑх, тӗплӗн шухӑшламалла. Тӗрӗссипе, пирӗн кашни ҫуллахи уяв – тӗрӗ карнавалӗ. Мӗнлине кӑна курмастӑн! Арҫынсен шӑлаварӗсем, галстукӗсем таранччен тӗрле пуҫларӗҫ те...

Чи малтан тӗрӗ вырӑнлӑ пулмалла. Ӑна ӑҫта килнӗ унта вырӑнаҫтарма тытӑнсан эпир тупӑк ҫитцине те тӗрлеме тытӑнатпӑр. 

Пирӗн тӗрӗсем илемлӗ, анчах та ҫак уяв (ӑна ирттерес пулсан) эпир юнашар пурӑнакан ытти (ун пек хитре тӗрӗсем тӗрлеймен) халӑхсене уйӑрса хӑварнӑн туйӑнать.

Ман шутпа чӑваш ҫӗр улмийӗ тахҫанах ытти регионсенче – бренд, ӑна пурте ҫиеҫҫӗ. Пурте пирӗн ҫӗр улмине туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн уявне анлӑрах ирттерсен шеп пулмалла пек. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев