Чӑвашла кино Тутарстанпа утать
"Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хусанта 22 градус сивӗччӗ. Ҫиле пула сивӗ ҫумне тата 10 градус хушма пулать. Ҫакӑн пек тӗрӗслес терӗ пулмалла ҫанталӑк Тутарстанра пӗрремӗш хут Чӑваш кино кунӗсене ирттерекенсемпе хутшӑнакансене.
Апла пулин те палӑртнӑ вӑхӑтра "Мир" кинотеатрта халӑх сахал марччӗ. Студентсем те пур куракансен хушшинче, аслӑраххисем те. Хальхи нормӑсенчен иртмесӗр зал 50 процента тулчӗ.
"Паян историлле пулӑм. Чӑвашла киносене Тутарстанра пуҫласа кӑтартма тытӑнатпӑр, – терӗ "Татаркино" ертӳҫи Миляуша Айтуганова. – Иртнӗ ҫул эпир Чӑваш Енри районсенче тутар киновӗн кунӗсене ирттертӗмӗр. Паян "Ҫӑкӑр-тӑвар – хире-хирӗҫ" тенӗ пек, Шупашкарти хӑнасем пирӗн патра. Ҫак кунсене республикӑри Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗнче ирттерни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ".
Миляуша Лябибовна чӑвашла кинофильмсен пысӑк пахалӑхне тата тарӑн пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Вӑл "Чӑвашкино" ертӳҫин ҫумне Олег Цыпленкова тутар халӑх кучченеҫне парнелерӗ.
Олег Николаевич чӑвашсем 1926 ҫултах пӗрремӗш киносем кӑларни ҫинчен каласа пачӗ. Иоаким Максимов-Кошнкинский ертсе пыракан студин фильмӗсем Европӑна та, Голливуда та ҫитнӗ. Вӑл Германири киножурналӑн 1927 ҫулта тухнӑ пӗр номерӗн хуплашкине кӑтартрӗ. Унта Тани Юн актриссӑн чӑваш тумне тӑхӑнса ӳкерӗннӗ портречӗ. Шел пулин те репрессисен арманӗ пултаруллӑ ҫынсене те, вӗсем туса кӑларнӑ произведенисене те авӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗлӗнмелле майпа сыхланса юлнӑ "Киремет кати" ятлӑ фильм кӑна пире чӑвашсем илемлӗ кино ӳкерессипе Атӑлҫи халӑхсенчен чи малтисем пулнине аса илтерет. "Атӑл пӑлхавҫисем" 1926, "Сарпике" 1927, "Хура юпа" 1928, "Ял" 1928, "Апайка" 1930, "Асту" 1932. Ҫак фильмсене Иоаким Максимов-Кошкинский режиссерпа Тани Юн актриссӑна Япони шпионӗсем тесе айӑпласа тӗрмене хупнӑ хыҫҫӑн республикӑра ҫук тӑваҫҫӗ.
"Киремет катин" документацийӗнче тата титрсенче ҫак икӗ "шпионӑн" ячӗсем ҫырӑнманнипе ҫеҫ вӑл фильм архивра сыхланса юлать.
"Ыттисем, тен Америкӑра, е Германире сыхланса юлма пултарсан кӑна" , – тет Олег Цыпленков эпир мӗнлерех вӑйлӑ культура пурлӑхне ҫухатнишӗн кулянса. Мӗншӗн тесен Кӑнна Кушки чӑвашӗ кашни фильма халӑх йӑлисене тӗплӗн ӳкерсе киносюжетпа ҫыхса кӗртсе хӑварма тӑрӑшнӑ. Ҫак киносем тӗнчене чӑваш халӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсен пӗлтерӗшне хак пама хал ҫитмест.
"Чӑвашкино" умӗнчи тӑракан паянхи тӗллевсем те пысӑк: халӑх истрийӗ ҫинчен паха киносем ӳкересси, профессионаллӑ павильона туса пӗтересси, хамӑр чӗлхеллӗ илемлӗ фильмсен шутне ӳстересси тата ытти те.
Сӑмах финансласси патне пырса тӑрӑнать. Кунта вара Чӑваш Республики малта пырать тесе калама ҫук.
"Эпир тумаллисем нумай-ха, хамӑр пӗлменнине кӳршӗ тутарсенчен вӗренетпӗр, пӗрле фильмсем ӳкерес плансем те пирӗн пур", – пӗтӗмлетрӗ "Чӑвашкино" представителӗ.
Кино чӗлхипе нумай япалана ӑнлантарса пама пулать. Пӗрремӗш кун эпир "В красном море" ятлӑ чӑвашла-вырӑсла документаллӑ фильм куртӑмӑр. Вӑл революци хыҫҫӑн чӑваш патшалӑхне йӗркелес пӗрремӗш утӑмсем ҫинчен каласа парать. Сӑмах май, вӗсем шӑпах Хусанта пулса иртнӗ. Историлле пулӑмсене кино авторӗсем архиври документсен никӗсӗнче сӑнарланӑ. Вӗсен тӗрӗслӗхӗ хӑш чух тӑрӑхтарать те, савӑнтарать те, шухӑша та ярать. Сарлака экран ҫинчен чӑвашла калаҫнине курни хӑй мӗне тӑрать. Ҫакӑ этем ҫине пысӑк витӗм кӳнине иккӗмӗш кунне ӑнланса илтӗм.
Лайӑх пахалӑхлӑ картинӑсем хӑйсен тыткӑнне илеҫҫӗ.
"Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ. "Юман" картина илемлӗ кӗвӗсемпе тулать, "Наследие" пирӗн чӗлхе мӗншӗн ҫухалас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине ӑнлантарать.
Кун пек тӗлпулусене чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенче ирттерни тӗрӗс утӑм. Кирлӗ пире кунашкал киносем. Кӑҫал халӑх ҫыравӗ пулать. Ҫынсен чунӗсем патне кино урлӑ сукмак хывни – питӗ те тӗрӗс утӑм. Ӑна малалла аталантармаллине Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗсем ӑнланса пулӑшма пултарсан, аван пулӗччӗ. Мӗншӗн тесен ҫакӑ республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсене ытларах та кирлӗ-тӗр.
Режиссёрсемпе сценаристсем ыйту пама пулать тесен, хусансем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӑсӑкланчӗҫ. Чӑвашла мультфильмсем кирли ҫинчен, ӳкернӗ фильмсен бюджечӗ пӗчӗк пулни ҫинчен калаҫнисем наци киноиндустриин финанславне ӳстерме хистеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев