Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çил-тăманлă ĕмĕт»

Этем яланах мӗн çинчен те пулин ӗмӗтленет. Ăс-хакăл аталанăвне, чун туртăмне кура кашнин тӗмсӗлӗвӗ хăйне май. Яш-кӗрӗм чун-чӗрине ӗмӗтсем уйрăмах çупăрлаççӗ. Çунатлă çамрăклăх урăхла пулма та пултараймасть. Вăл яланах малкай, хăватлă, хастар.

Чăваш кӗнеке издательствинче тин кăна Нина Царыгина çамрăк çыравçăн кăларăмӗ — «Çил-тăманлă ӗмӗт» — пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерçи — Ирина Андреева. Тиражӗ — 800 экземпляр. Хайлав пуххине ултă калав кӗнӗ.

Çӗнӗ кӗнеке патне куçиччен авторпа çывăхрах паллаштарас килет. Чăваш вулаканӗсем ун ятне илтнех-тӗр. Нина Анатольевна Царыгина 1988 çулхи кăрлач уйăхӗн 29-мӗшӗнче Тутарстанри Чистай районне кӗрекен Анат Кăтрата ялӗнче çуралнă. Вăтам шкулпа сывпуллашсан И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн «Алатырские вести» Улатăр районӗн хаçатӗнче вăй хунă. 2013 — 2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчӗн «Тантăш» хаçатӗнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă, каярахпа «Самант» журналта ӗçленӗ. 2016 — 2023 çулсенче «Çамрăксен хаçачӗн» корреспонденчӗ пулнă, халӗ — «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайӗн редакторӗ.

Шкул çулӗсенче сăвви-калавӗ «Тантăш», «Школьники постарше» хаçатсенче пичетленнӗ. Университетра пӗлӳ илнӗ вăхăтра «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачӗ» кăларăмсемпе çыхăну тытнă. Хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ. Чувашия родная», «Пирӗшти патне янă çыру», «Çул кайăкӗ» коллективлă сборниксенче, «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Нина Царыгина — Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ (2021).

Кӗнекери калавсенче, тӗпрен илсен, прозаик паянхи яш ăру пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатса парать. Чылай чухне хӗрсемпе каччăсем ытлă-çитлӗ пурăнма ӗмӗтленеççӗ, вăхăта хаваслă ирттерме тӗмсӗлеççӗ. Анчах хăйӗн тӗллевӗ патне кашниех расна сукмакпа утать. «Çил-тăманлă ӗмӗтри» Вита, сăмахран, алла професси илсе пысăк шалуллă ӗçре вăй хурасшăн. Шел те, ялан эпир палăртнă пек йӗркеленсе пымасть çав...

«Симӗс çӳçлӗ хӗр, е Уйрăлу кӗвви» калаври Саша Авруцкий вара пӗтӗм вăйне музыкăна çеç халалласшăн, килӗшмен ӗçре тимлени уншăн тамăк вутӗнче çуннипе танах. Çав хушăрах тарăнрах пӗлӳ илес тесе вӗренме те талпăнмасть вăл. «Вӗренӳ хавхалану кӳмест мана. Ăнланаятăн-и? Вăхăта сая янăн туйăнать. Ун вырăнне эпӗ концертсенче выляма пултаратăп вӗт», — тет каччă. Çакăн пиркиех савнийӗпе тăтăш хирӗçеççӗ. Тая, хăйне шанма хăнăхнăскер, Саша çӳл тӳпере çеç вӗçсе çӳренине йышăнаймасть. Пурнăç тăршшӗпех савнă çынна хăв хыççăн туртса пырасси, пӗр вӗçӗм ун улшăнчăк кăмăлне чăтасси сехӗрлентерсе ӳкерет ăна. «Ирӗклӗхрен лайăхраххи мӗн пултăр?» — тесе шухăша путать тӗп сăнар.

«Пике блогер» хайлав ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, чун киленӗçӗнче хавхаланупа телей тупакан Златăпа паллаштарать. Ку хайлава çырма пуçăниччен прозаик ятарлă тӗпчев туса ирттернӗ тесен те йăнăш мар — блогерпа тӗл пулса вӗсен ӗçӗ çинчен ыйтса пӗлнӗ, ку темăпа нумай материал вуланă. Çапларах çуралнă та тӗп сăнар — Злата. Вăл тӗрлӗ видео ӳкернине, батлсене хутшăннине çынсем тӗрлӗрен йышăнаççӗ. Çамрăксем йăл кулаççӗ, ырлакан та пур. Тиркекенсемсӗр те май çук, паллах. «Çулсем иртнӗçемӗн ачалăхри хăтланкаларăшсене те, çамрăклăхри туйăмсемпе ӗмӗтсене те вăхăт тусанӗ витет çав. Вара хальхи яш-кӗрӗме тиркесси çеç юлать», — тет автор.

Калавсенче юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Кӗнеке вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр. Тен, çамрăксем сăнарсенче хăйсене палласа илӗç, аслăраххисем вара паянхи ăрăва лайăхрах ăнланма пултарӗç.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество