Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çирӗм çул хушшинче Тутарстанра сиенлӗ тӗтӗмсен калăпăшӗ 20 процента чакнă

Владимир Путинпа тӗл пулнă вăхăтра Рустам Минниханов экологи ыйтăвӗсене еплерех татса пани çинчен каласа панă

«Юлашки çирӗм ытла çулта пӗтӗмӗшле валовăй продукт калăпăшӗ пирӗн виçӗ хута яхăн ӳсрӗ, çав вăхăтра сывлăша сиенлӗ хутăшсене кăларассине 20% чакартăмăр, сиенлӗ хутăшсене шыва тăкассине 60 процента чакартăмăр», – пӗлтернӗ Рустам Минниханов. 
Республика ертӳçин сăмахӗсем тăрăх, хальхи вăхăтра биологиллӗ тасату сооруженийӗсен модернизацийӗпе тата ытти объектсемпе пысăк ӗç илсе пырăнать. 
Аса илтеретпӗр, «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, 2023 çулта Тутарстанри 4 объектра ӗçсене малалла тăсӗç. Ку вăл биологиллӗ тасату сооруженийӗсен реконструкцийӗ (57 процентне туса пӗтернӗ), туйăн хирӗсен рекультивацийӗ (56 процентне туса пӗтернӗ), Анат Кама шыв управӗн тӗпӗнчи трубопроводсен демонтажӗ (3 процентне тунă), Хусан çывăхӗнчи Самосырово полигонӗн рекультивацийӗ (56 процентне туса пӗтернӗ). 
Сăнӳкерчӗксем https://president.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев