Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çитес çултан социаллă тӳлевсене ӳстереççӗ

Тутарстанра çӗнӗ çултан хăш-пӗр социаллă тӳлевсене индексацилеççӗ. ТР Министрсен Кабинечӗн çакăн пирки калакан постановленийӗ çине Алексей Песошин алă пуснă.

Тӗслӗхрен, ӗç ветеранӗсене тата патшалăх награди илнисене парăнакан тӳлев 630-тан 656 тенке çитет. 2027 çулта вăл – 683, 2028 çулта 711 тенке çитмелле.

6 уйăхран кая мар ӗçленӗ тыл ӗçченӗсен, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче ырми-канми ӗçлесе СССР орденӗсемпе медалӗсене тивӗçнисен тӳлевӗ 2026 çулта – 977, 2027 çулта – 1017, 2028 çулта 1058 тенкӗ таран ӳсет.

Политика репрессийӗсенче шар курнисен тӳлевӗ çитес виçӗ çулта 820, 853 тата 888 тенкӗ таран ӳссе пырӗ.

Тăлăха е ашшӗ-амăшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнăран опекăна е усрав çемьесене панă шкула кайман ачасен тӳлевӗ тепӗр çултан 11617 тенке çитет (2027 çулта – 12082, 2028 çулта – 12566 тенкӗ). Шкул ачисен тӳлевӗ 13396, унтан 13932 тата 13490 тенкӗ пулать.

Пенсионерсен уйăхсерен транспортпа çӳремелли тӳлевӗн калăпăшӗ те ӳсет. Вăл 2026 çулта 656 тенкӗ (халь 630) пулӗ, унтан 683, каярах 711 тенкӗ пулӗ.

 

Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев