Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧӲКЛЕМЕРЕН ЧӲКЛЕМЕЧЧЕН СЫВЛĂХ ПУЛТĂР

Теччӗ районӗ кăçал республикăра чи нумай тырă пухса илнӗ, апла-тăк Çӗр-анне те, Аслă Турă та чăвашсен кӗллине илтнӗ

Теччӗсен «Чӳклеми» тахçанах ӗнтӗ район шайӗнчи мероприяти кăна мар, унта хутшăнакансен шучӗ çулран çул ӳсет. Кӳршӗллӗ Пăвапа Çӗпрел районӗсенчи, Чăваш Енри Шупашкар, Елчӗк, Шăмăршă тăрăхӗсенчи ансамбльсем яланхи хăнасем кунта, кăçал Ульяновск хулин артисчӗсем те килнӗччӗ. Çавăнпа «Чӳклеме» Атăл ку енчи чăвашсен культурин уявӗ тесен те йăнăш мар. 

Уявра хăнасем йышлăччӗ: район ертӳçи Р.Сафиуллов, ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен ассоциацийӗн председателӗ Э.Губайдуллин, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ К.Малышев, ЧНК пайташӗ Э.Бахмисов, И.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн проректорӗ И.Кожанов, Пăва, Аксу, Çӗнӗ Шуçăм, Çарăмсан, Элмет, Нурлат районӗсенчи тата Бурят Республикинчи чăваш пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем килнӗччӗ. Чăваш пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем «Чӳклемене» çакăн пек йышпа пухăнни пулманччӗ-ха хальччен.

Хăнасен географийӗ анлăланнипе пӗрлех мероприятин пахалăхӗ те çулран çул ӳсет. Çакна район ертӳçипе Рамис Хатыпович Сафиулловпа ТР муниципаллă йӗркеленӳсен ассоциацийӗн председателӗ Экзам Саматович Губайдуллин та хăйсен сăмахӗсенче палăртрӗç. «Чӳклемене» ячӗшӗн кăна тăвасси йăлара мар çав теччӗсен.

Районти Культура çурчӗн методисчӗ Ирина Викторовна Волкова «Чӳклеме» валли грант çӗнсе илнӗ. Çак укçапа баннерсем хатӗрленӗ, сăра фестивалӗ валли пӗр пек палаткăсем туяннă, «Чӳклеме» прологӗн тӗп сăнарӗсем валли ятарласа тумсем çӗлеттернӗ. Кăçалхи мероприятин сценарийӗн авторӗ те Ирина Волкова. Сăмах май, Уяв прологне ытти çулсенче ютран килекен ансамбльсене явăçтаратчӗç пулсан, кăçал йăлана теччӗсем йăлтах хăйсем (районти культура ӗçченӗсем, библиотекарьсем, шкул ачисем, ансамбльсем) турӗç. Çавăнпах-ши «Чӳклеме» йӳнетекен пафоссăр, çӳп-çапсăр иртрӗ. Уявăн хăйӗн сăнӗ, чунӗ пурри сисӗнчӗ.

«Чӳклеме» пӗр çул та шаблонпа иртмест. Кашнинче мӗн-тӗр çӗннине куратăн кунта. Кăçал та акă Çӗр-анне сăнарӗ пурччӗ, куракансем валли улăм тӗркисенчен ятарлă фотозона тунăччӗ. Кунсăр пуçне уяв площадкине йăлтах туса пӗтернине те палăртмалла. И.Яковлев музейӗпе, вырăнти шкулпа пӗрле пӗр пысăк комплекслă хитре этнопарк вăл халь. Вырăнти ял хутлăхӗ «Ял территорийӗсене хăтлăх кӗртесси» республика программипе унти çулсене, сцена умне брусчатка сарнă. Ятарлă спорт площадки те тунă. Кун пек паркпа сайра ял мухтанаять республикăра. «Чӳклеме» сцени çине Хисеп хутне илме хăпарнă хастарсем (хальхинче те йышлăнччӗ вӗсем) чăнах та тивӗçлӗ çак чыса. Питӗ пысăк ӗç тунă

Уявăн тӗп символӗ вара – сăра. Уйрăм вырăн йышăнать вăл кунта. Наци ӗçмине районти чăваш ялӗсем, регионсенчи чăвашсем ятарласа вӗретсе килеççӗ. Кăçал та мӗнле кăна рецептпа вӗретнӗ сăра çукчӗ-ши?! Кашни кил хуçи арăмӗ ăруран ăрăва куçса пыракан вăрттăнлăха упрать. Техӗмне конкурс йӗркелесех хаклатчӗç ытти çулсенче, кăçал вара фестиваль формачӗпе ирттерме шутланă. Ку та тӗрӗс, пӗр сăрана мухтаса теприне хурлама çук, пурте тимлӗхе тивӗç, мӗншӗн тесен паянхи кунччен упраннă ăсталăх.

 Тӗрлӗ çӗртен килнӗ ал ăстисен ярмаркки те чуна савăнтарчӗ.Тӗрӗллӗ алшăллисемпе тухья, пукансемпе эрешсем таранахчӗ. Ал ăстисем те тӗрлӗ регионтан килнӗччӗ, вӗсен ӗçӗсене тытса пăхма кăна мар, асăнмалăх туянма та пулатчӗ. 

Сцена çинче пултарулăх ушкăнӗсем пӗрин хыççăн тепри ылмашăнса кăна тăчӗç. Шупашкартан килнӗ «Сувар» тата «Суварята» ансамбльсен ташшисем, Алексей Московский, Екатерина Лашманова эстрада юрăçисен юррисем пурин кăмăлне те çӗклесе уява тата илемлӗрех турӗç.

«Чӳклеме» вăл пӗрре пăхсан кăна юрă-ташă фестивалӗ пек курăнать. Тӗпре вара – авалхи йăла. Ку тăрăхри чăвашсем çӗнӗ сăрана киветсе чӳкленӗ ӗлӗк.Çапла майпа çӗнӗ тухăçшăн Çӗр-аннене, Турра тав туса килес çул та тырă ӳстерме пил ыйтнă.

«Кивӗ сăрана çӗнететпӗр, çӗнӗ сăрана кивететпӗр. Техӗмлӗ те перекетлӗ пултăр...» – илтӗнчӗ хальхинче те мăчавар кӗлли. Йăла-йӗрке вылямалли япала мар, пӗлсе тумалла ăна. Тӗрӗс тунă йăла кăна усса каять. Теччӗсем асатте-асаннесен йăлине чăнах та пӗлеççӗ пулмалла. Акă ӗнтӗ миçемӗш çул тырă ăнса пулать районта. Кăçал та 214,5 пин тонна тӗш-тырă пухса республикăра мала тухрӗ. Апла-тăк, Çӗр-анне те, Аслă Турă та илтнӗ район чăвашӗсен кӗллине. «Чӳклемерен чӳклемеччен пурăнма ырлăх-сывлăх пултăр, усал-тӗселтен, инкек-синкекрен сыхласамччӗ, татах та тырă акса ӳстерме пире вăй парсамччӗ...» – кӗл турӗç теччӗсем хальхинче те. Ӳлӗмрен те кирлӗ çӗре çиттӗрччӗ çак сăмахсем. Тепӗр «Чӳклемеччен» сывлăх, вăй-хал, пуринчен ытла – тăнăçлăх пултăрччӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев