Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖÇЛӖ ХУТШĂНУСЕН ПӖРРЕМӖШ УТĂМӖ

Тутарстан Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн пайташӗсем Чăваш Енри ӗçтешӗсем патӗнче хăнара пулчӗç

Шупашкарта Тутарстан Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗпе Чăваш Республикинчи Хӗрарăмсен союзӗн пайташӗсен ӗçлӗ тӗлпулăвӗ майăн 22-мӗшӗнче иртрӗ. Çулçӳревӗн тӗллевӗ – ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелесси. Палăртса хăварар, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗнче тăракансем –  тӗрлӗ сферăра ӗçлекенсем. Вӗсен йышӗнче кил хуçи хӗрарăмран пуçласа культура, вӗрентӳ, наука, бизнес çаврăмӗнче ӗçлекенсем, ыркăмăллăхçăсем таран. Хусансене шупашкарсем питӗ ăшшăн, çӳллӗ шайра кӗтсе илчӗç. ЧР Хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева пуçарăвӗпе ятарлă программа хатӗрленӗ. 

 

Тутарстансене союз председателӗн çумӗ Нина Глотова «Атăл» хăна çуртӗнче кӗтсе илчӗ. Ӗçлӗ ирхи апат вăхăтӗнче союз хастарӗсем тӗрлӗ ыйтусене хускатрӗç, пӗр-пӗрин ӗçӗсемпе кăсăкланчӗç. 

Программăпа чăн малтан Чăваш наци музейӗн филиалӗ шутланакан Чăваш тӗррин музейне илсе кайрӗç. Пире Надеж­да Сельверстрова яланхи пек ăшшăн кӗтсе илчӗ. Нумай пулмасть ку музейре суварçăсемпе пулнăччӗ. Надежда Аркадьевна чăваш культурине тарăн кӗрсе кайнă çын. Çавăнпа вăл ирттерекен экскурсисен материа­лӗ питӗ пуян. Кашни экспонат çинчен вăл сехечӗ-сехечӗпе каласа пама пултарать. Шел те, вăхăт сахалраххипе Европа тăрăх сиккипе тенӗ евӗр музее курса çаврăнтăмăр. Пысăк тав Надежда Аркадьевнăна интереслӗ те паха экскурсишӗн.  

Союз хӗрарăмӗсене ытларах авалхи тумтир, кӗмӗл капăрлăхсем килӗшрӗç. Халь тунисенчен вӗсем самай мăнаçлăрах курăнаççӗ. Фотосесси йӗркелес шухăш та çуралчӗ хăш-пӗрин. 

Чăваш тӗррипе паллашнă хыççăн Наци музейне çул тытрăмăр. Кунта пире музей директорӗ Ирина Меньшикова кӗтсе илчӗ. Ирина Петровна тӗрӗ темине малалла тăсса унăн халăх культуринчи вырăнӗ пирки калаçрӗ. Ун сăмахӗпе, чăваш тӗрри малтанласа, революциччен, суту-илӳ таварӗ пулман. ХХ ӗмӗрӗн 20-мӗш çулӗсенче тин пӗрремӗш артельсем уçăлма тытăнсан тӗрӗ рынока тухнă. Совет тапхăрӗнче чăвашсен тӗрленӗ япалисем ют çӗршыв­сенчи куравсене хутшăнма пуçланă. 65 çӗршывăн 200 ытла куравне хутшăннă чăваш тӗрри. 

Паянхи кун тӗрӗ официаллă статус йышăнчӗ темелле: Чăваш Республикинче ăна халалланă ятарлă уяв, кун пур. Пӗлтӗр Раççей карттине тӗрлесе вара чăвашсем çӗршыва тӗлӗнтерчӗç. Тинех эпир те республикăн тивӗçлӗхӗ пулса тăнă çӗршывăмăрăн тӗрленӗ карттине куртăмăр. 

Малалла çавра сӗтел ӗçӗ пуçланчӗ. Ăна Наталья Николаева хăй йӗркелесе пычӗ. Кӗскен союз ӗçӗпе паллаштарчӗ. Вăл палăртнă тăрăх, чăваш хӗрарăмӗсем ялан хастар пулнă. Чăваш хӗрарăмӗсен пӗрремӗш съезчӗ 95 çул каяллах иртнӗ. Кăçал юбилейлă пулăма халалласа отчет съездне ирттернӗ. Наталья Алексеевна сăмахӗпе, унта нумай кирлӗ ыйтăва пăхса тухса ӗç повесткине илнӗ. 

Чăваш хӗрарăмӗсен союзне 26 районăн тата тӗрлӗ пред­прия­тисемпе отрасльсен 89 уйрăмӗ кӗнӗ. Йыш сумлă. Ӗç тӗрлӗ енлӗ аталаннă кунта. Канупа культура мероприятийӗсем ирттернинчен пуçласа социаллă сферăри, предприниматель ӗçӗнчи çивӗч ыйтусене татса параççӗ. 

«Чи кирли пирӗн ӗçре – об­щест­вăра хӗрарăм вырăнне çирӗплетесси, чăваш хӗ­р­арăмӗн ят-сумне çӗклесси. Çак тӗллевпе эпир нумай ме­роприя­ти, конкурссем ирттеретпӗр. Унта кашни хутшăнма пултарать. Кил хуçи хӗрарăмӗ-и вăл е пысăк должноçра ӗçлекенскер – пӗлтерӗшлех те мар.  Чи кирли – хӗрарăм хăйне хăй хаклама,  хисеплеме тытăнни», – терӗ Наталья Николаева. 

Юлашкинчен Наталья Алексеевна Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председательне Сильвия Чаркинăна тутăр çыхтарчӗ. Ку ӗнтӗ туслă çыхăнусене йӗркеленин символӗ тата Тутарстан Хӗрарăмсен союзӗн председательне пӗр йыша илнине пӗлтерчӗ. 

«Мана тутăр çыхтарни вăл пире пурсăмăра та чăваш хӗрарăмӗсен пысăк ушкăнне йышăннине пӗлтерет. Пысăк тав сире, Наталья Алексеевна, пире хисеп тунăшăн. Малашне пӗрле ӗçлеме эпир хатӗр», – терӗ Сильвия Николаевна. 

Эпир те хамăр енчен кӗтсе илекенсене пурне те парнесем патăмăр, ЧНКА Тав çырăвӗсемпе чысларăмăр. 

Çулçӳрев «Хула легендисем» экскурсипе вӗçленчӗ. Шупашкарта час-час пулнипе ăна пӗлсе çитнӗ пек туйăнатчӗ. Çук иккен. Çуран экскурсире хулан паллă вырăнӗсемпе аудиоспектакль итлесе паллашрăмăр. Шупашкар йӗркеленсе кайнăранпа паянхи куна çитиччен. Çапла Чăваш Енӗн тӗп хули пирӗншӗн çӗнӗ енчен уçăлчӗ. 

 

Ирина ТРИФОНОВА.  

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев