Ӗçлекеннисен пенсине ӳстереççӗ тет
Те савăнмалла ӗнтӗ, те ларса йӗмелле çак пуссемшӗн? Мӗн вăл паянхи куншăн 279 тенкӗ? Нимӗн те. Пенси ӳстеретпӗр тесе ахальтен сывлăша чӗтретни кăна.
Августăн 1-мӗшӗнчен ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗ ӳснине пӗлтерет РФ Пенси фончӗн пресс-служби. РФ Правительстви çумӗнчи Финанс университечӗн проректорӗ Александр Сафонов ăнлантарнă тăрăх, ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗ страховани пенсийӗ çинчен законпа килӗшӳллӗн улшăнать. Ӗçлекен пенсионерăн ӗç укçинчен те страховани взносне тытса юлаççӗ-çке. Çавăнпа вӗсен пенсийӗ тăтăш ӳсес енне улшăнса тăмалла. Çулталăкне патшалăх пулăшăвӗ виçӗ пенси балӗнчен ытла ӳсмелле мар. Пӗлтӗр çав балл 87,24 тенкӗпе, кăçал 93 тенкӗпе танлашнă. Çапла вара пенси çумне чи пысăк хушăм пӗлтӗр 261,72 тенкӗпе, 2020 çулта 279 тенкӗпе танлашнă.
2019 çулта Раççейре 14 миллион ӗçлекен пенсионер пулнă. 2016 çултанпа вӗсен пенсийӗ ӗçрен тухнă хыççăн индексациленнӗ. Тӳлевсен корректировкине çийӗнчех тăваççӗ.
Те савăнмалла ӗнтӗ, те ларса йӗмелле çак пуссемшӗн? Мӗн вăл паянхи куншăн 279 тенкӗ? Нимӗн те. Пенси ӳстеретпӗр тесе ахальтен сывлăша чӗтретни кăна.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев