Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӳллӗ технологи ялта кирлӗ-и?

Ӗç тухăçлăхне, ял хуçалăх производствине, тухăçне ӳстерекен çак çӗнӗлӗхсӗр ниепле те май çук паян. Мӗншӗн тесен Раççей, ют çӗршывсем шутланă пек, пысăк бензоколонка кăна мар халӗ, ял хуçалăх продукцийӗн тӗнчери чи пысăк экспортерӗсенчен пӗри те.

Агропромышленнăçри цифра трансформацийӗпе Тутарстан 2023 çултанпа Раççейре малта. Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессинче, ӳсен-тăран ӳстерессинче, чӗртавара тирпейлессинче искусствăлла интеллект элеменчӗсемлӗ системăсемпе нумайрах та нумайрах усă курать. Хамăрăн цифра инструменчӗсен системи те пур пирӗн. Цифровизаци çулталăкӗнче (2022 çул) ТР Ял хуçалăх министерствин темиçе модультен тăракан информаци системине хута ячӗ. Нумай çынна явăçтармасăрах отчетсене йăнăшсемсӗр оперативлă хатӗрлеме май панисӗр пуçне нумай енчен пулăшать. 

Хальхи вăхăтра республикăра ял хуçалăх валли программăпа аппарат йышăнăвӗн разработчикӗсен рынокӗ хастар аталаннине уйрăммăн палăртмалла. Ял хуçалăхӗсене хамăр çӗршывра шутласа кăларнă системăсемпе усă курма республика пулăшу та парать. Çавăнпа ют çӗршыв системисене ылмаштарайман пӗр аналог та çук халӗ. Кун пирки ТР Ял хуçалăх министрӗн çумӗ Ленар Гарипов нумай пулмасть Хусанта иртнӗ Kazan Digital Week — 2024 форумри çавра сӗтелте пӗлтерчӗ. Ют çӗршывсен санкцийӗсен сиенӗ кăна мар, усси те пур апла. 

Тӗслӗхрен, çӗр пулăхне, нӳрӗкне, удобрени çитнипе çитменнине оперативлă майпа тӗрӗслесе тăракан системăна илер. Çӗр лаптăкне сантиметр таранах тӗрӗс палăртса вăрлăха, çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсене перекетлет вăл. Апла-тăк, тăкака чакарнисӗр пуçне, çӗрпе эффективлăрах усă курма май парать, вăрлăха çӗнетме, ӳсен-тăран чирӗсене вăхăтра асăрхама та. Республика ял хуçалăх отраслӗнче IT-технологисемпе малашне тата ытларах усă курасшăн. Kazan Digital Week — 2024 форумра акă ТР Ял хуçалăх министерствин информаципе шутлав центрӗ «Ростелекомăн» цифра услугисен провайдерӗпе ял хуçалăхне IT-йышăнусене кӗртес енӗпе пӗрле ӗçлеме килӗшӳ тунă. Асăннă провайдер республикăра автомат режимӗпе çанталăка (температурăна, сывлăшпа çӗр нӳрӗкне, атмосфера пусăмне, çил хăш енчен вӗрнине, мӗн чухлӗ çумăр çăвассине) сăнакан метеомониторинг системине вырнаçтарма хатӗр. Çӗр ӗçченӗсене çанталăк условийӗсене шута илсе акана, вырмана тата удобрени сапма тухма кирлӗ ку.

Выльăх-чӗрлӗх отраслӗнче искусствăлла интеллект элеменчӗсемлӗ çӳллӗ технологисем пулман-тăк, сӗт сăвассипе Раççейре малтисен ретне кӗрейӗттӗмӗр-и? Паллах, çук. 

Искусствăлла интеллект пулăшнипе хуçалăхсенчи кашни ӗне-выльăхăн идентификацине тума пултарнă. Урăхла каласан, пăру чухнех пӗр хăлхине QR-кодлă номер, теприне пӗрлехи информаци системинче регистрациленӗ электронлă чип вырнаçтарнă. Çапла майпа телефон урлах кодпа кӗрсе выльăхăн паспорчӗпе паллашма пулать халӗ. Хуçалăхсене выльăха характеристикине кура уйрăмшар ушкăна пайласа сывлăхне кашни кун тӗрӗслесе тăма кирлӗ-мӗн ку. 1–10 пиншер пуç выльăхлă хуçалăхсенче ветеринар тем пек тăрăшсан та хăвăрт пурнăçлаймасть ăна, мӗншӗн тесен пӗр кунлăх çăмăл ӗç мар вăл. Техника куçӗ (зрени) пек искусствăлла интеллект вара йышри чирлӗ выльăха тӳрех кăтартать.

Ӗне сумалли кашни тапхăрӗн регламентне контрольте тытакан искусствăлла интеллектлă тепӗр система пурри сӗт пахалăхне лайăхлатать, мӗншӗн тесен вăхăтра сунăран ӗне мастит пек чирсемпе сахалрах чирлет.

 Выльăх рационне хатӗрлекен, апатлантаракан система та çав тери кирлӗ. Вăл выльăха кирлӗ чухлӗ тата вăхăтра апат пама пулăшать. Капла апачӗ те перекетленет, ӗне тутă пулнăран сӗтне те нумайрах антарать.

Куратпăр ӗнтӗ, ял хуçалăх отраслӗнче усă куракан çӳллӗ технологисене пула ӗç ытларах автоматизациленсе пырать. Роботлă çӗнӗ йышши фермăсен шучӗ ӳсет. Çавăнпа ял хуçалăхра робот, агродрон пек çӗнӗлӗхсем ӗмӗтре кăна мар, агрохолдингсем вӗсемпе ăнăçлă усă кураççӗ. Çӗнӗ технологисемпе ӗçлеме пӗлекен кадрсем кăна çителӗксӗртерех-ха хальлӗхе. Çак ăслă системăсемпе ӗçлеме, информацие анализ туса даннăйсемпе усă курса тӗрӗс йышăну тума пӗлекенсем кирлӗ. Çавăнпа шкулта вӗренме ӳркенекен ачине ашшӗ-амăшӗ: «Фермăна пăх хырма кайăн-ха», – тесе хăратаймасть халӗ, выльăх-чӗрлӗх комплексӗнче те ятарлă пӗлӳпе хăнăху кирлӗ халӗ.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане